22 марта 2013 г.
Аслă Отечествăллă вăрçă çулĕсенчи чи пысăк пĕл-терĕшлĕ çĕнтерÿсенчен пĕри – Сталинград патĕнчи çапăçу. 1943 çулхи февралĕн 2-мĕшĕ тĕлне нимĕçсен пысăк çар ушкăнне çапса салатса Паулюс фельдмаршала тата унăн 24 генералне тыткăна илнĕ. Сталинград патĕнчи çĕнтерÿ пирки Г.К.Жуков маршал çапла çырнă: “...эта выдающаяся победа, ознаменовала собой начало коренного перелома в войне в пользу Советского Союза...”.
Хаяр çапăçусене СССРта пурăнакан пĕтĕм халăх хутшăннă: вырăсĕ, тутарĕ, чăвашĕ, кавказ халăхĕсем тата ытти те. Пысăк çĕнтерÿ тунăранпа нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче 70 çул çитрĕ. Çавна май хамăр ентешсем, Сталинград патĕнчи çапăçусене хутшăннă çар çыннисем пирки çырса кăтартни вырăнлă тесе шутлатăп. 2012 çулхи февраль уйăхĕнчи “Ял ĕçченĕ” хаçатра эпĕ “Вăрçă паттăрĕсем” статьяра енĕшнăрвашсем Сталинград хулишĕн пынă çапăçусене хутшăнни çинчен çырса кăтартнăччĕ. Халĕ вара çĕнĕ паттăрсем пирки сăмах пулĕ.
Николай Дмитриевич Дмитриев (11.06.1920 ç.) 1941 çулхи март уйăхĕнче çар тивĕçне Хĕвеланăç Украинăра пурнăçлама пуçланă, Станислово хулинчи танк полкĕнче радист специальноçне алла илнĕ. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче ирхине Н.Дмитриев чаçĕн подразделенийĕсемпе казармăсем çине нимĕç самолечĕсем бомбăсем пăрахнă, пулеметсенчен пенĕ. Йĕри-тавра çулăм, вилнисемпе аманнисем... Çапла вара Николай Дмитриевич вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех хаяр кĕрешÿсен çулăмне кĕнĕ. Анчах та пысăк çухатусемпе Киев хули патне чакма тивнĕ. 1941 çулхи августăн 16-мĕшĕнче Н.Д.Дмитриев аманнă. Кавказри госпитальте сипленнĕ хыççăн 157-мĕш стрелковăй дивизие лекнĕ.
1942 çул умĕн Хура тинĕспе Феодосия хулине пирĕн десантниксене антарнă. Вĕсен шутĕнче Николай та пулнă. Анчах та çар командованийĕ приказĕпе Сталинград патнелле чакнă. Хула çине нимĕç çарĕсем çав тери тискеррĕн тапăнса пынă, вĕçĕмсĕр артиллери персе тăнă, самолетсем бомбăсем пăрахнă, хулана çĕрпе шай туса хурасшăн пулнă, Атăл юхан шывĕ çине тухасшăн урса кайса çапăçнă. Н.Дмитриев линейнăй надсмотрщик 982-мĕш çыхăну ротинче пулнă. Командование яланах çирĕп çыхăну кирлĕ, анчах та бомбăсемпе снарядсем çине-çинех кабельсене татнă, нумай связист çапăçу хирĕнче осколкăсемпе е снайперсен пульлипе вилнĕ. Николай Дмитриевич çапăçу хирĕнче çурăлакан снарядсем хушшинче хырăмпа шуса темиçе хутчен те телефон кабелĕсене сыпăнтарса çар командованийĕ валли çыхăну линийĕсене йĕркелесе тăнă, паттăрлăх кăтартнă. СССР Верховнăй Совет Президиумĕн Указĕпе килĕшÿллĕн 1942 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче Нăрваш каччине «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн» медальпе наградăланă.
Николай Дмитриевичшăн вăрçăн вăрăм çулĕсем – Курск патĕнчи çапăçусем, Днепр урлă каçни, Хĕвеланăç Украинăпа Белорусси, Польша, Висла юхан шывĕ урлă каçни, Германи территорийĕнчи çĕрсене çивĕч кĕрешÿре çĕнсе илнисем... Яланах çурăм хыçĕнче телефон аппарачĕпе пралуксен катушки, пĕрре кăна мар “вилĕмпе” куçа-куçăн пулма тÿр килнĕ ăна.
1945 çулхи май уйăхĕн пуçламăшĕнче Николай Дмитриевича Саратов облаçĕнчи Балашов хулинчи танкистсен командирĕсем хатĕрлекен училищĕне вĕренме яраççĕ. Çавăн чухне чугун çул çинче поездпа пынă чухне фашистла Германи капитуляци туни, майăн 9-мĕшĕнче Берлинта çĕнтерÿ ячĕпе салютсем пани çинчен пĕлет. 1946 çулхи июнь уйăхĕнче Н.Д.Дмитриев çар училищине вĕренсе пĕтерсе кĕçĕн лейтенант звание илет. Демобилизаци йĕркипе тăван яла таврăнать, мирлĕ ĕçе кÿлĕнет. Бригадирта, кладовщикре ĕçлет. 1989 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче вилнĕ.
Вăрçăри паттăрлăхшăн Н.Д.Дмитриева çавăн пекех “Çапăçури паллă ĕçсемшĕн” (1943 çул), “Хăюлăхшăн” (1944 çул), “Германие çĕнтернĕшĕн” медальсемпе, Отечествăлла вăрçă орденĕпе (1944 ç.) наградăланă.
Сталинград хулине хÿтĕлекенсем хушшинче Александр Алексеевич Зайцев та (1921 çулхи) пулнă. 1939 çулта Канашри педучилищĕре вĕренсе Енĕш Нăрваш шкулĕнче учительте ĕçлеме тытăннă вăл, анчах та часах ăна Хĕрлĕ Çара илеççĕ. 1940 çулхине шурă финсемпе çапăçма тÿр килнĕ.
1941 çулта нимĕç çарĕсем пирĕн çĕр-шыв çине тапăнсан чи малтанхи кунсенчех вăрçă вут-çулăмне кĕнĕ. Лейтенант званипе разведчиксен взвочĕн командирĕ пулнă. Сталинградшăн пынă хаяр çапăçусене хутшăннă, 1943 çулхи январь уйăхĕнче йывăр аманса хăрах урасăр тăрса юлнă. Госпитальте чылай сипленнĕ хыççăн Александр Алексеевича çар службинчен хăтарнă. Вăл тăван яла таврăнсассăн, 1944–1946 çулсенче Канашри 2-мĕш номерлĕ шкулта военрукра ĕçлет. Ун хыççăн тĕрлĕ шкулсенче вырăс тата чăваш чĕлхисем вĕрентнĕ, 1953 çулта аслă пĕлÿ илнĕ. Çавăн хыççăн Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине тимлĕн вĕрентнĕ. Александр Алексеевич çав вăхăтрах чăвашла сăвăсем нумай çырнă, шкул ачисене те çырав ĕçне явăçтарнă. 1976 çулта йывăр чире пула вилнĕ. А.А.Зайцевăн çапăçусенчи паттăрлăхшăн панă правительство наградисем: “Хĕрлĕ çăлтăр” орденĕ, “Çапăçури паллă ĕçсемшĕн”, “Сталинграда хÿтĕленĕшĕн”, “Германие çĕнтернĕшĕн” медальсем.
Сталинград патĕнчи çапăçусенче Андрей Ефимович Ефимов кĕçĕн политрук 1942 çулхи ноябрĕн 29-мĕшĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.
Часах Аслă çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çывхарать, çавна май пĕтĕм вăрçă участникĕсем пирки материалсем пуçтарса хаçатсенче пичетлесен çав тери аванччĕ. Ку енĕпе халĕ Интернетри тĕрлĕ документсемпе вăрçă участникĕсен шăпи çинчен тĕпчесе пĕлме пулать. Паллах, пуç хунă салтаксем пирки тăванĕсен те шырав ĕçне хутшăнмалла. Ку енĕпе Енĕш Нăрваш шкулĕнчи учительсемпе шкул ачисем чылай ĕç туса ирттереççĕ, музейра пур материалсемпе анлăн усă кураççĕ. Н.П.Майраслова, Л.В.Данилова, Л.К.Ванерке, Л.Г.Степанова тата ытти учительсене ырăпа асăнса хăвармалла.Источник: "Ял ĕçченĕ"