18 декабря 2015 г.
Енĕш Нăрвашри историпе асăну музейне 1990 çулхи раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче уçнă. Ăна йĕркелесе ярас тĕлĕшпе ятарлă комисси туса хунă, унта çак яваплă çынсем пулнă: В.В.Петров - комисси председателĕ, В.А.Ванерке - ял Совечĕн председателĕ, П.Е.Егоров, О.И.Меркурьева - учитель-пенсионерсем, П.М.Меркурьев - художник, учитель-пенсионер, А.А.Ефимова - истори учителĕ.
Музея чăвашсене çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев тăрăшнипе туса лартнă шкул çуртĕнче йĕркелеме тытăннă. Ăна хута ярас ĕçе республикăри культура министерстви çумĕнчи ятарлă художник-оформительсен ушкăнне шанса панă (Ю.П.Матросов, А.Н.Тукмаков, А.М.Тихомиров, В.С.Степанов, Г.П.Шамбин, В.Ю.Сивов, Г.Я.Ельмешкин).
Ялта музей тăвас ĕçе сумлă ентешсем - РСФСР, ЧАССР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕсем, Чăваш халăх художникĕсем М.С.Спиридонов тата Н.К.Сверчков çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа пуçăннă. Шкул, хуçалăх историйĕсемпе, художниксемпе паллаштаракан, выставкăсем ирттермелли, этнографи залĕсем, Паттăрлăх пỹлĕмĕ, И.Я.Яковлевăн мемориал класĕ (пурĕ 7 зал) пулнă.
Музей уçнă кун Нăрваша таçтан та хăнасем йышлăн пуçтарăннă. ЧАССР Министрсен Кабинетĕнчен Р.Ерусланова, парти рескомĕнчен Д.Семенов, культура министрĕ Г.Алексеев, П.Сизов художник, район пуçлăхĕсем, ял çыннисем...
Хĕрлĕ хăйăва касма тата пĕрремĕш экскурси ирттерме мана, музей йĕркелес ĕçĕн комисси председательне, шанса панăччĕ. Ун хыççăн ялти культура çуртĕнче М.Спиридоновпа Н.Сверчков художниксен ячĕпе тематика каçĕ иртнĕ. Искусствăсен наукин кандидачĕ А.Г.Григорьев тата ыттисем тухса калаçнă.
Унтанпа чĕрĕк ĕмĕр иртсе те кайрĕ. Енĕш Нăрвашри музея паян пĕр ỹстермесĕрех "аваллăх çỹпçи" теме пулать. Чăвашлăха упракан центр тесен те йăнăш пулмĕ. Кунта куравсем, республика шайĕнчи наукăпа практика конференцийĕсем, пĕлỹ кунĕнче мир урокĕсем, семинар-канашлусем иртеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна "Халăх музейĕ" хисеплĕ ятпа чысланă. Унăн пĕрремĕш директорĕ пулма Ольга Ильинична Меркурьевана шаннă. Вăл - РСФСР вĕрентỹ отличникĕ, вăрçă çулĕсенчен пуçласа чылай вăхăт пуçламăш классен учителĕнче тăрăшнă. Вĕсем мăшăрĕпе Павел Меркурьевичпа нумай картина парнеленĕ. Музейра çавăн пекех М.Спиридонов, Н.Сверчков, П.Григорьев-Савушкин, А.Спиридонова, Н.Карачарсков тата ытти художниксен ĕçĕсем паллă вырăн йышăнаççĕ. А.П.Майраслов тата В.А.Кузьмин скульпторсен ĕçĕсемпе те куракансем кăсăклансах паллашаççĕ.
Музей фончĕ çуллен пуянланса пырать. Ял пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă мĕн чухлĕ экспонат кунта! Чылайăшне ял халăхĕ парнеленĕ. Ытларахăшĕ - хресченсен ĕç хатĕрĕсемпе йăлара усă курнă савăт-сапи, тумĕ... Ĕлĕкхипе хальхине танлаштарса пăхаççĕ çамрăксем. Хăшпĕр япаласене пуçласа кунта кураççĕ те тĕлĕнеççĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалласа "Çĕршыв хỹтĕлевçисен пỹлĕмне" йĕркеленĕ. Çар экспоначĕсем, паттăр ентешсем çинчен хатĕрленĕ альбомсемпе папкăсем чылай. Кунта вĕренекенсемпе учительсен пархатарлă ĕçне палăртмалла. Шырав ĕçĕнче те хастар вĕсем.
Музейран кунĕпе те çын татăлмасть. "Упа кĕтесĕ" кану базине килекенсем те кунта кĕмесĕр каймаççĕ. Музей йĕркелекенсене, вĕсен ĕçне тăсакансене, аталантаракансене тав сăмахĕсем çырса хăвараççĕ.
Музей уçăлнăранпа 25 çул çитнĕ ятпа декабрĕн 25-мĕшĕнче, 12 сехетре иртекен уява кăмăл тăвакансене пурне те йыхравлатпăр.
В.ПЕТРОВ. Енĕш Нăрваш ялĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: музей уçнă самант (архивран).
Источник: "Ял ĕçченĕ"