15 января 2016 г.
Январь уйăхĕн пĕрремĕш вунăкунлăхĕнче канмалли, шкул ачисемшĕн каникул кунĕсем пулчĕç. Çав вăхăтра Енĕш Нăрвашра спортпа çыхăннă чылай ăмăрту иртрĕ. Ялти вăтам шкулта технологи учителĕнче ĕçленĕ Константин Петрова асăнса мини-футбол турнирĕ йĕркелерĕç.
Йывăр чир Константин Васильевича пурнăçран ир илсе кайнă, пурăннă пулсан халĕ вăл 65 çул тултарнă пулĕччĕ.
Çамрăклăх çулĕсенче К.Петров футболла выляса "Красная Чувашия" колхоз командипе 1973, 1974 çулсенче район чемпионĕ пулса тăнă, район кубокне те çĕнсе илнĕ. Районти учительсем хушшинче çулсерен ирттерекен турслетра Нăрвашри вĕрентекенсен командипе шкул чысне хỹтĕленĕ.
Тăван шкулта учительте тăрăшнă тапхăрта мĕн чухлĕ çамрăка тракторист правине алла илме пулăшман-ши? "Авиа- тата судомоделизм" кружокĕсене ăнăçлă ертсе пынă, республикăри ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă унăн вĕренекенĕсем.
Ялти çамрăксемпе шкул ачисем хăйсен учительне аса илсе мини-футбол турнирĕ ирттерме кăмăл турĕç. Шкулти спортзала пурĕ 8 команда пухăнчĕ. Ăмăртусем умĕн Константинăн спортри çитĕнĕвĕсем çинчен унăн пиччĕшĕ Владимир Петров кĕскен каласа пачĕ. Ун хыççăн ывăлĕ Алексей (вăлах ăмăртусен спонсорĕ) футболистсене турнирта ăнăçу сунчĕ, ăмăртăва хутшăнакансене тав сăмахĕ каларĕ. Шăплăх минутĕнче тăрса асăнчĕç ун хыççăн спорт ветеранне.
Шăпа янă хыççăн ăмăртусен тĕп судйи Артем Егоров мини-футбол турнирне пуçларĕ. Унта Петровсен пĕрлештернĕ команди те тупăшрĕ, куракансем хушшинче К.Петровăн мăшăрĕ Г.П.Петрова, аслă ывăлĕ Сергей, хĕрĕ Надя тата мăнукĕсем те пулчĕç.
Вăйăсем çивĕч кĕрешỹре иртрĕç, "Юг-Восток", "Легион", "Йăлăм кас" командăсем ăнăçлăрах вылярĕç. Ăмăртусене çавăн пекех "Кайри кас" тата шкул ачисен 3 команди хутшăнчĕ. "Юг-Восток" ушкăн çĕнтерчĕ, команда чысне Евгений Станюков, Димитрий Алексеев, Иван Федоров, Николай Герасимов хỹтĕлерĕç.
Мала тухнă командăна ятарлă кубок парса чысланă, футболистсене медальсемпе хавхалантарнă.
Çавăн пекех футбол вăййине малалла татах та аталантарма пулăшса Виталий Петров спонсор пулса шкул ачисене икĕ футбол мечĕкĕ, баскетбол щичĕ çинчи корзина çине çакмалли сетка парнелерĕ. Маларах вăл уçă площадкăри хапхасем çине сеткăсем вырнаçтарса панăччĕ.
В.ВЛАДИМИРОВ, В.ПЕТРОВ. Енĕш Нăрваш ялĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: "Красная Чувашия" колхозăн футбол команди (район чемпионĕ, 1973 ç.). Иккĕмĕш ретре сылтăмри К.В.Петров №çемье архивĕнчен№.
Источник: "Ял ĕçченĕ"