Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн капиталне панă

07 марта 2013 г.

Пенси фончĕн районти управленийĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн çемьери иккĕмĕш тата малаллахи ачасем çуратнисене амăшĕн капиталне парасси йăлана кĕнĕ.
Кăçал асăннă чыса Енĕш Нăрвашри Маринăпа Сергей Ивановсен çемйи тивĕçлĕ пулчĕ. Вĕсен нумаях пулмасть тепĕр ача çутă тĕнчене килнĕ, ăна Катя ят панă. Унсăр пуçне ывăл ÿсет Ивановсен çемйинче.
“Пирĕн районта пепке çураласси кашни çул лайăхлансах пытăр. Вырăнти влаç органĕсем вара вĕсен ачалăхĕ телейлĕ пултăр тесе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăвĕç”, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке Ивановсене амăшĕн капиталĕн сертификатне панă май.
Сергейпе Марина 650-мĕш номерлĕ сертификат илчĕç. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн çемьене хĕр ача хушăннă ятпа саламларĕç вĕсене, виççĕмĕш “çĕнĕ кайăк” çуралсан, регионри сертификата илме тивĕçлĕ пуласси пирки аса илтерчĕç.
–Капитал та ача пекех ÿсет, – калаçăва малалла тăсрĕ пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Л.Яковлева. –2007–2013 çулсем хушшинче вăл 159 пин тенкĕ чухлĕ ÿснĕ, халĕ – 409 пин тенкĕ. Тăвай районĕнчи 289 çемье хăйсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатнă амăшĕн капиталĕпе. 8 çемье ывăл-хĕрĕсем вĕреннĕшĕн тÿлеме кăмăл тунă. Сире ачăрсем яланах савăнтарччăр, паянхи кун пирки ăшă аса илÿсем кăна юлччăр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика