Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Хĕрсем, вăййа тухар-и?“

12 марта 2013 г.

çак ятпа Енĕш Нăрвашри информаципе культура центрĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн уяв каçĕ иртрĕ. Юрă-ташă тата ытти конкурссене юратнă аннесене, аппасемпе йăмăксене, асанне-кукамайсене – çĕр çинчи чи черчен те илемлĕ хĕрарăмсене – халалланă.
Культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи Г.Русская хатĕрлесе ертсе пынă конкурсра икĕ ушкăн тупăшрĕ: студентсен “Чăваш пики” тата шкул ачисен “Аптраман тавраш” командисем.
Уяв программине аслă ăрури хĕрарăмсен “Тĕпел” ушкăнĕ уçрĕ. Ун хыççăн “Сарпи” фольклор ушкăнĕн членĕсем карталанса тухса конкурса хутшăнакансене вăйă картине йыхăрчĕç.
Хĕрсем анне пулса пĕчĕк пепкене йăпатса сăвăсем каласа, юрă-ташăра тата тĕрлĕ енĕпе ăсталăхне кăтартрĕç. Жюри членĕсене (А.Владимировпа Ю.Федорова) çăмăлах пулмарĕ çĕнтерÿçĕне палăртма.
“Икĕ ушкăнĕ те пĕрешкел очко пухрĕ. Туслăх çĕнтерчĕ”, – çапла пĕтĕмлетÿ турĕ жюри. Грамотăсемпе пылак кучченеç парса хавхалантарчĕç вăййа хутшăнакансене. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петров ăшă сăмахсем каласа уявпа саламларĕ, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунчĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика