17 июля 2015 г.
Енĕш Нăрваш ялĕ кунта çуралса ỹснĕ паллă çынсемпе кăна мар, тĕрлĕ аваллăх вырăнсемпе те пуян. Калăпăр, авалхи авăн халĕ те упранать. Хăй вăхăтĕнче мĕн чухлĕ ял çынни сăра тума ыраш е урпа шăтарнă хыççăн кунта типĕтнĕ. Ăна пăхса тăраканĕ Елянкка ятлă карчăк пулнă.
Çут çанталăк палăкĕсен шутне ялти виçĕ вăйлă çăл та кĕреççĕ. Вĕсенчен чи хăватли валашкаллă Сикте çăлĕ. Таканине пысăк юманран касса кăларнă. Ку çăлпа мĕн ĕлĕкрен ял халăхĕ усă курнă. Павар тата Нĕркей çăлĕсем пур. Вĕсене ялти "Упа кĕтесĕ" турбаза пуçлăхĕ С.Дмитриев çине тăнипе тỹрлетсе çĕнĕ таканасем вырнаçтарнă.
В.ПЕТРОВ, музей заведующийĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"