Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музейре ентешĕмĕрĕн куравĕ

14 апреля 2015 г.

Музейре ентешĕмĕрĕн куравĕ

Иртнĕ кунсенче Енĕш Нăрвашра историпе асăну музейĕнче хамăр ентешĕмĕрĕн А.В.Ивановăн картинисен выставки уçăлчĕ. Алексей Васильевич - Тăвай ентешлĕхĕн ертỹçи, музыкант, спортсмен кăна мар, художник те.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.А.Ванерке, Енĕш Нăрваш ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.В.Петров, П.С.Пупин скульптор, В.Н.Яковлев художник, "Самант" журнал редакторĕ В.В.Степанов, Э.В.Егорова художник, оператор, учительсемпе вĕренекенсем, Алексей Васильевичăн çывăх тăванĕсем, культура ĕçченĕсем тата ялти ытти çынсем хутшăнчĕç.

Мероприятие А.Иванов 60 çул тултарнине халалланă. Выставкăна 12 ĕç тăратнă, автор вĕсемпе тараватлăн паллаштарчĕ. Хăйĕн ĕçĕсенче художник чăвашлăх тĕнчине, унăн историне, пурнăçне, хăватлăхне, хăйне май уçса кăтартнă. Хăш-пĕрисен ячĕсем: "Аваллăх", "Турă кĕнеки", "Асанне тĕрри", "Вавилон çурчĕ", "Чăнпуçхан" (Чингисхан) тата ытти те.

Ентешĕмĕр пултарулăх ĕçĕпе çынсене пурне те тыткăнларĕ, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕ вăл. Çак кун А.В.Иванов музее "Аксар" студи кăларнă видеофильмсемпе юрăсен пысăк пуххине, П.Пупин чăвашран тухнă пĕрремĕш академикăн Н.Я.Бичуринăн скульптурине парнелерĕ. В.Яковлев художник "Паттăрлăх" пỹлĕмĕ валли тимĕртен касса кăларнă пилĕк кĕтеслĕ "Çăлтăр" (Совет Союзĕн Геройĕн Ылтăн Çăлтăрĕн копийĕ) туса хатĕрленĕ.

В.ПЕТРОВ, Енĕш Нăрвашри музей заведующийĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: шкул ачисем куравпа паллашнă самант.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика