05 февраля 2015 г.
Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашра йывăçран касса кăларакан ăстасем пурри пирки унчченех илтнĕччĕ. Çак ялта пулма тÿр килсен йывăç касăкĕ ăста аллинче кÿлепене çаврăннине хамăн куçпа курса ĕнентĕм. 25 çулти Юрий Федоров çав кун шăпах аслашшĕпе асламăшĕн çуртĕнче ĕçлетчĕ. Унта вĕсем ятарласа мастерской тунă. Пĕчĕк пÿртри кăмакана хутсах тăраççĕ. Алăк урати урлă каçсанах кăмака хыçĕнчи йывăç касăкĕсем куçа тăрăнчĕç. Ахăртнех, кусем те кĕçех ăста аллинче илемлĕ кÿлепене çаврăнĕç.
Юрий Федоров пÿлĕм варринчи сĕтел патĕнче хĕрсех тăрмашатчĕ. Ун умĕнчи йывăç касăкне майĕпен «сăн кĕрсе» пырать. Ку сехет пулать иккен. Ăна темĕнле кайăк тытса тăрать. «Çак кÿлепене миçе тенкĕпе сутма пулать?» - ыйтмасăр чăтаймарăм йывăр та кăткăс ĕçе сăнанă май. 80 пин тенкĕрен кая мар! Тĕрĕссипе, Юрий çак ĕçе укçа ĕçлесе илме май панăшăн кăна юратмасть. Ку - унăн чун киленĕçĕ. Хăшĕ-пĕрне юлташĕсене, тăванĕсене парнелет.
- Çак кÿлепене касса кăлармашкăн сахалтан та 3 эрне кирлĕ. Малтан касăка пуртăпа чутлатăп, унтан алли-урине палăртатăп. Кун хыççăн стамескăпа сăмсине, питне касса кăларатăп та çĕçĕ çине куçатăп, - ĕç йĕркипе паллаштарчĕ çамрăк.
Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"