Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Енĕш Нăрвашра пурăнакансемпе тĕл пулнă

01 февраля 2013 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ районти ялсенче пурăнакансемпе тĕл пуласси йăлана кĕнĕ. Çавăн пек тĕл пулусенче иртнĕ çулхи ĕç итогĕсене пĕтĕмлетеççĕ, халĕ пурнăçламалли тата малашлăх тĕллевсене палăртаççĕ, çынсем хăйсене хумхантаракан, ял пурнăçне лайăхлатма май паракан ыйтусем хускатаççĕ. Вĕсенче ялта пурăнакансен шухăш-кăмăлĕ палăрать.
Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Ванеркепе çавăн пек тĕл пулусем январĕн 29-мĕшĕнче Енĕш Нăрваш тата Кушкă ялĕсенче пулса иртнĕ. Вĕсем Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Петров 2012 çулта вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассипе мĕнле ĕçлени тата 2013 çулхи задачăсем çинчен каласа панипе пуçланнă. Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн территорийĕнче пурĕ 1527 çын пурăнать. Пĕлтĕр 21 çын вилнĕ, 23 ача çуралнă. Иртнĕ çулта ялсене тирпей-илем кĕртессипе, çÿп-çап, ăпăр-тапăр пухассипе, урамсене çутатассипе тимленĕ. Хастар çынсем тăрăшнипе Николаев урамĕнчи 150 метр çула шлак сарса хытатнă, Комаров урамĕнче 100 метр тăршшĕ вак чул сарнă. Налогсем пухасси ÿснĕ. Бюджета çĕр, пурлăх, транспорт налогĕсен, “Робинзон” турист базин çĕр налогĕнчен укçа кĕнĕ тата ытти те. Çынсем культурăпа массăллă мероприятисене хастарлăрах хутшăнма тытăннă.
Тĕл пулусенче район администрацийĕн тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене çынсем сахал мар ыйту панă. Урамсене çутатасси, водопровод хывасси, пурăнмалли çурт-йĕрпе çĕр хутшăнăвĕсене тивекеннисем, ялта муниципаллă пушар хуралĕ тытасси... Кушкă ялĕнче пурăнакансемшĕн тĕп проблема – фельдшерпа акушер пункчĕ çукки.
Район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.Ванеркепе вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петров халăха хумхантаракан кашни ыйту çинех хуравсем панă. Халĕ чи кирли – вĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшасси.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика