Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фронтовик мăшăрĕпе тĕл пулчĕç

15 февраля 2013 г.

Енĕш Нăрвашри вăтам пĕлÿ паракан шкулта час-часах тĕл пулусем иртеççĕ. Ку хутĕнче 6, 7, 8-мĕш классенче вĕренекенсем патĕнче хăнара Канаш хулинче пурăнакан Ольга Ильинична Меркурьева пулчĕ. Вăл Енĕш Нăрваш шкулĕнче 1944–1961 çулсенче кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Унăн мăшăрĕ Павел Меркурьевич Меркурьев фронтовик, педагог, художник Канашри педучилищĕре ĕçлесе пенсие тухнă.
Тĕл пулăва Меркурьевсен хĕрĕ Аня Павловна та хутшăнчĕ. Мероприятие Сталинграда ирĕке кăларнăранпа 70 çул çитнипе çыхăнтарса йĕркелерĕç. Надежда Петровна Майраслова учительница вĕренекенсемпе ятарлă литмонтаж хатĕрленĕ, Михаил Сергеевич Майраслов компьютер технологийĕпе усă курса Сталинград патĕнчи çапăçусен фрагменчĕсене кăтартрĕ, П.М.Меркурьевăн çемье архивĕнчи тĕрлĕ ĕнентерÿ докуменчĕсемпе, наградисемпе паллаштарчĕ.
Фронтовик-художникăн Сталинград патĕнчи çапăçусене сăнланă картинисем вĕренекенсене тыткăнларĕç. Ара, вăл вăрçă хирĕнче курнисене, пĕртак та пулин пушă самант тупăнсан, кăранташпа ÿкерсе эскизсем тунă, каярахпа картинăсем çырнă.
Ольга Ильинична вĕренекенсене кĕскен мăшăрĕн биографийĕпе паллаштарчĕ. Вăл 1939 çулта Улатăрти граверпа художество училищинче вĕреннĕ чухне 4-мĕш курсран Хĕрлĕ Çара кайнă. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех нимĕç фашисчĕсемпе çапăçма тÿр килнĕ, вăл самолет çинче стрелок-радист пулнă. Сталинград патĕнчи çапăçусенче ăна АИР (инструментлă артиллери разведки) начальникне лартнă, вăл вара хамăр артиллеристсене нимĕçсен çар позицийĕсем тата мĕнле çар орудийĕсемпе танксем вырнаçнине кăтартса корректировка парса тăнă. Пĕр хаяр çапăçура АИР разведчикĕсем çине тăшмансен самолечĕсенчен осколкăллă бомбăсем пăрахнă тата пулеметсенчен тĕлли-паллисĕр персе атакăланă. Разведчиксен ирĕксĕрех тĕрлĕ вырăнта хÿтĕленме тивнĕ. П.Меркурьев çывăхри шыв тарасине анма ĕлкĕрнĕ. Самолетсем çухалсан Нăрваш каччи хăйĕн ушкăнĕнчи разведчиксене шырама пуçланă, анчах та кăлăхах, вĕсенчен пĕри те чĕрĕ юлман.
Павел Меркурьевича хаяр вăрçă çулĕсем Берлина Рейхстага çитиех илсе çитернĕ. Унăн кăкăрĕ çинче паттăрлăхшăн панă наградăсем: “Сталинграда хÿтĕленĕшĕн”, “Çапăçури паллă ĕçсемшĕн”, “Прагăна ирĕке кăларнăшăн”, “Берлина илнĕшĕн”, “Германие çĕнтернĕшĕн” медальсем.
Ольга Ильиничнапа Аня Павловна вĕренекенсен тĕрлĕ ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Павел Меркурьевич хăй çинчен пит каласа пама та юратман, çĕнтерÿ тата вăрçă пуçланнă кунсене, çулăмлă çапăçусене час-часах ахлатса аса илсе ларнă, çапăçусенче вилнĕ юлташĕсене хĕрхенсе никам курман чухне куççулĕ те юхнă. П.М.Меркурьевпа пĕр тăван Василий (1911 ç.), Петр (1916 ç.), Иван (1923 ç.) Тăван çĕр-шывшăн çапăçса пуçĕсене хунă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче Павел Меркурьевич ытларах пейзажсемпе натюрмортсем ÿкернĕ, каярах çеç вăрçă хирĕнчи вутпа çулăмри самантсене картинăсенче сăнарлама пуçланă. Вĕсенчен паллăраххисем: “Сталинград патĕнчи çапăçу”, “Юлашки çапăçу”, “Халăх хуйхи”, “Хура çăхан”, “Прорыв” тата ыттисем те.
2009 çулта Меркурьевсен çемйи çине тăрса “Меркурьев П.М. – педагог, художник, фронтовик” ятпа кĕнеке кăларнă. Шкулти, ялти библиотекăсенче, музейра тата уйрăм çынсен аллинче те пур вăл. Вулакансем кĕнекепе час-часах интересленеççĕ. П.М.Меркурьевăн пурнăç çулĕн кунĕсем: 1918 çулхи майăн 18-мĕшĕнче çуралнă, пурнăçран уйрăлнă кун – 2001 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕ (темшĕн 18 число виçĕ хутчен тĕл пулать).
Юлашкинчен хаклă хăнасем ялти музея кĕрсе курма вăхăт тупрĕç. Ара, Ольга Ильинична унта 1991–2004 çулсенче директор пулса ĕçленĕ, Павел Меркурьевичпа унăн чылай картинине унта парнеленĕ, музей кун-çулĕнчи пысăк ĕçсене хутшăннă. Вĕсем паянхи ĕçсемпе интересленчĕç, çĕнĕ стендсемпе куравсенчи картинăсемпе паллашрĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика