Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Енĕшнăрвашсем те Ленинграда хÿтĕленĕ

08 февраля 2013 г.

1943 çулхи январĕн 18-мĕшĕнче Ленинград блокадине татса Ленинград тата Волхов фрончĕсем пĕрлешнĕ. Çулталăк çурăна яхăн пынă блокада хыççăн хула çĕр çийĕн Тăван çĕр-шывпа çыхăну тытма пуçланă. Маларах пулăшу Ладога кÿлли урлă çеç пулнă. Ленинград блокадине тĕпрен 1944 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче сирсе янă.
Кашни хулан, ялăн хăйĕн историйĕ. Енĕш Нăрваш ялĕ пуçланса кайнăранпа кăçал 450 çул çитет. Çавна май Аслă Отечествăлла вăрçă çулĕсенче Ленинграда хÿтĕленĕ хамăр ялти çар çыннисем çинчен аса илес килет. Вĕсем пирки ялти историпе мемориал музейĕнче тĕрлĕ материал упранать пулин те, тĕпчесе пĕлмелли пайтах-ха.
Алексей Дмитриевич Ванерке хаяр вăрçă çулĕсенче Ленинград хулине хÿтĕлекенсенчен пĕри пулнă. Çар хĕсметне пурнăçлама 1939 çулта тăван ялтан тухса кайнă, Мурманск çывăхĕнче службăра тăнă, 1940 çулхи ноябрь уйăхĕнче Карелири “Укрепрайон” тăрăхне янă.
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче Германи çарĕсем пирĕн çĕр-шыв çине вăрçăпа тапăнса кĕнĕ. Ванеркесен çар подразделенине Ленинград облаçĕнчи Гатчино хулине куçарнă, Алексей Дмитриевича взвод командирĕн çумĕ пулма çирĕплетнĕ. Нимĕçсен техникăпа тата салтаксен шучĕпе чылай вăйлă çарĕ тан мар кĕрешÿсенче Гатчино хулине хăйсен аллине илнĕ, совет салтакĕсем вара хаяр çапăçусемпе Ленинград хулине хÿтĕлеме чакса пынă.
1941 çулхи сентябрь уйăхĕнче А.Ванерке тăнă взвода стратегиллĕ сăрт çинче вырнаçнă тăшманăн минометсен позицийĕсене алла илме приказ панă. Çар заданине пурнăçланă чухне Нăрваш каччи çурăмне тата урине осколкăсем лекнипе аманнă. Госпитальте сывалнă хыççăн ноябрь уйăхĕнче хăйĕн ротине таврăннă, ăна 320-мĕш стрелковăй полкра уйрăм командирĕ пулма çирĕплетнĕ.
Ленинград хули блокадăра, нимĕçсен “Север” çар ушкăнĕ хула çине кунĕн-çĕрĕн персе тăнă, бомбăсем пăрахнă, выçлăха пула пин-пин çын вилнĕ. Алексей Дмитриевич 1942 çулхи июль-декабрь уйăхĕсенче политруксен курсĕнче вĕренсе лейтенант званине илнĕ. Ăна тÿрех пулеметчиксен ротин командирне лартнă.
1943 çулхи январь уйăхĕнче Ленинград фрончĕ Синявски шурлăхĕсем патĕнче наступлени пуçланă. Рота çывăхри чукун çул узелне хамăр алла илмелли задание чыслăн пурнăçлать, анчах çапăçура Алексей сулахай аллине амантать. Паттăрлăх кăтартнăшăн чăваш каччине Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăлаççĕ.
1944 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче Ленинград хулине блокадăран тĕпрен хăтарса ирĕке кăларнă. Çав çапăçусем вăхăтĕнче Алексей Дмитриевич виççĕмĕш хут аманса госпитальте сипленнĕ. Çакăн хыççăн контрразведчиксен курсĕнче вĕреннĕ, унтан 45-мĕш гварди дивизийĕнчи 129-мĕш полкра “СМЕРШ” ушкăнра çар тивĕçне пурнăçланă. Госпитальте выртнă чухне кĕтмен çĕртен хамăр ял çыннипе, Иван Васильевич Васильевпа, тĕл пулнă. Вăл – 1908 çулхи, сержант, саперсен отрядĕнче службăра тăнă, аманса госпитале лекнĕ. Мĕн тери савăннă икĕ Нăрваш каччи тĕл пулушăн.
1945 çул. Майăн 9-мĕшĕ – Çĕнтерÿ кунĕ. Апла пулин те А.Ванеркешĕн çар служби малалла тăсăлнă. 1946 çулта аслă лейтенанта Ленинград хулинчи НКВДăн 25-мĕш дивизийĕн 110-мĕш полкĕнче гарнизон пуçлăхне пулăшма, унтан 3-мĕш уйрăм коменданчĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă.
1948 çулхи октябрь уйăхĕнче кăна маттур салтак тăван яла таврăннă. 1957 çулччен ялти шкулта военрукра, физкультура учителĕнче ĕçленĕ. Ун хыççăн “Красная Чувашия” колхозра пушар чаçĕн пуçлăхĕнче вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та алă усса лармасть, вăрçăпа ĕç ветеранĕсен вырăнти советне ăнăçлă ертсе пырать. Вăл тăрăшнипе ветерансен ушкăнĕ Ленинград, Мускав, Волгоград, Шупашкар хулисенче экскурсисенче пулнă. Хăшĕсем хăйсем çапăçнă вырăнсене те çитсе курнă. Çакăншăн мĕн чухлĕ тав сăмахĕ илтмен-ши совета ертсе пыракан.
А.Д.Ванерке 1997 çулхи январьте çĕре кĕнĕ, унăн ятне ял-йышра халĕ те ырăпа аса илеççĕ. Алексей Дмитриевичăн çар наградисем: Хĕрлĕ Çăлтăр тата I степеньлĕ Отечествăлла вăрçă орденĕсем, “Ленинграда хÿтĕленĕшĕн, “Паттăрлăхшăн”, “Германие çĕнтернĕшĕн” тата ытти юбилей медалĕсем.
Ленинграда хÿтĕленĕ тепĕр ял каччи çинчен те çырса пĕлтерес килет. Николай Лукич Лукин вăрçă умĕнхи çулсенче Балтика флотĕнче çар тивĕçне пурнăçланă. Гатчино хулинчи çар архивĕнче унăн вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлме пулать, сăн ÿкерчĕкĕ те пур. В.М.Бурмистров çырнă “Живые, пойте о нас” кĕнекери "Шупашкар хули, 2007 çул, “Новое время”" 368-мĕш страницăра çапла çырни пур: “Н.Л.Лукин Енĕш Нăрваш ялĕнче 1920 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. 1940 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕк хыçне чăвашла çапла çырса хунă: “Асăнмалăх сире Кронштадри Хĕрлĕ флот матросĕнчен Коляран...”
1941 çулхи май уйăхĕччен Николай Лукич вĕренÿ отрядĕнче пулнă, ун хыççăн шхерной отрядра 1942 çулхи апрель уйăхĕччен çар службинче тăнă. 1-мĕш статьяри старшинана, 2-мĕш класлă зенитлă оруди командирне “Ленинград” карапĕ çине куçарнă. Унта вăл вăрçă çулĕсенче тинĕсри çапăçусене хутшăннă. Унăн зенитлă орудийĕ фашистсен самолечĕсене тĕл персе чыхăнтарнă. Таллинран Ленинграда ишнĕ тапхăр – Николай Лукичшăн тинĕсри чи йывăр операцисенчен пĕри. Вĕсен экипажĕ паттăрла çапăçса Ленинграда çитнĕ. Нимĕç самолечĕсем бомбăсем пăрахнă, пулеметсенчен пенĕ, пĕрех çĕнтереймен çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн çирĕп тăракансене. Вăрçă чарăннă хыççăн та тепĕр икĕ çул хушши тăсăлнă Н.Л.Лукин старшинашăн Балтика Тинĕс-Çар флотĕнчи служба...”.
Асăннă кĕнекене музея унăн ывăлĕ В.Н.Лукин тата В.В.Лукина (шкулти учительница) парнеленĕ. Тăван яла таврăнсан Николай Лукич колхозра бригадирта, строительте тата ытти çĕрте хăйне шанса панă ĕçсене тивĕçлипе пурнăçласа пынă. 12 çар награди унăн: икĕ орденпа тĕрлĕ медальсем.
Енĕшнăрвашсенчен Ленинграда хÿтĕленĕ çĕрте çапăçнисем татах та пур. Тĕслĕхрен: Михаил Ананьевич Ананьев, 1927 çулхи, аслă матрос Балти флотĕнче оруди командирĕ пулнă; Михаил Александрович Александров, 1909 çулхи, рядовой, водитель; Илья Иванович Иванов, 1909 çулхи, кĕçĕн сержант, уйрăм командирĕ; Марфа Павловна Павлова, 1923 çулхи, рядовой, зенитчик; Филипп Захарович Захаров, 1911 çулхи, рядовой, водитель тата ыттисем те.
Аслă Отечествăлла вăрçă чарăннăранпа кăçал 68 çул çитет. Тăван çĕр-шывшăн кĕрешнĕ паттăрсен ячĕсене ял-йышăн, тăванĕсен, çамрăк ăрăвăн пĕлмеллех. Пурин çинчен те хаçатăн пĕр статйинче çырса кăтартаймăн. Çавах та Ленинград патĕнчи çапăçусенче пуçĕсене хунă ентешсен ячĕсене асăнса хăварни вырăнлă пулĕ: Василий Андреевич Андреев кĕçĕн лейтенант (1902 çулхи), Василий Васильевич Васильев сержант (1914), Василий Григорьевич Григорьев сержант (1922), Степан Данилович Данилов рядовой (1909), Федор Ефимович Ефимов рядовой (1925), Василий Иванович Иванов рядовой (1925), Николай Сергеевич Лубашкин рядовой (1895), Василий Миронович Краснов лейтенант (1905), Иван Петрович Петров рядовой (1907), Макар Степанович Степанов старшина (1914), Федор Степанович Степанов рядовой (1900), Семен Васильевич Васильев сержант (1917). Çак хушаматсене “Астăвăм” кĕнекерен илнĕ.
Ĕмĕрех асра пулччăр Тăван çĕр-шывшăн çапăçнă, пуçĕсене хунă ентешĕмĕрсем.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика