Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Енĕш Нăрвашри ветерансен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ

19 августа 2014 г.

Нумаях пулмасть Енĕш Нăрваш ялĕнче ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн пухăвĕ иртрĕ. Хăнасене вырăнти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.В.Петров, ялти ветерансен организацийĕн председателĕ З.В.Герасимова, музей директорĕ В.В.Петров тарават кĕтсе илчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петров кунти ялсен аталанăвĕпе тĕллевĕсем тата унта пурăнакансем, музей директорĕ музей историйĕ çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕç.

Енĕш Нăрваш ялĕ республикăри пысăк та паллă ялсенчен пĕри. 451 çул ăна. Ялта 659 кил-çемье, вĕсенче 1530 çын пурăнать. Музее вара 1990 çулта уçнă. Унта, музей директорĕ каланă тăрăх, 5 пин экспонат, вĕсем пурĕ сакăр залра вырнаçнă. Музейре тĕрлĕ вăхăтри вăрçă участникĕсем çинчен материалсем пухнă. Унта çак ялтан 1812-1815 çулсенчи пĕрремĕш Отечествăлла вăрçа, 1853-1856 çулсенчи Крым, 1877-1878 çулсенче Раççейпе Турци вăрçисене хутшăннă çынсем çинчен материалсем пухса вырнаçтарнă. 1918-1920 çулсенчи граждан вăрçинче нăрвашсем 87-н Хĕрлĕ Çар ретĕнче çапăçнă. 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçа Енĕш Нăрваш ялĕнчен 603 çын кайнă, вĕсенчен 245-шĕ вилнĕ тата хыпарсăр çухалнă. 358-шĕ килĕсене таврăннă. Тылра та хĕрỹ пулнă. Вăрçă çулĕсенче ырми-канми ĕçленĕшĕн тата Хĕрлĕ Çара пысăк пулăшу панăшăн 1943 çулта И.В.Сталин ял ĕçченĕсене тав туса телеграмма янă. 21 Нăрваш çамрăкĕ Афганистанра хăйсен интернационалла тивĕçне пурнăçланă. Чечня вăрçинче те 13-н çапăçнă.

Ял хăйĕн пултаруллă çыннисемпе палăрса тăрать.

Ял хуçалăхĕнчи хастар ĕçшĕн колхозниксенчен чылайăшĕ Ленин орденне, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Октябрьти революци, Халăхсен Туслăхĕн, "Хисеп Палли" орденсене, ВДНХ медалĕсене тата ытти наградăсене тивĕçнĕ.

"Ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята илнисем те сахалах мар. Культура енĕпе тава тивĕçлĕ ят илнисем те темиçен. Вĕсем хушшинче - художниксем, скульпторсем, артистсем, поэтсем... Музей паян кун та экспонатсемпе пуянлансах пырать.

Музейре пулнă хыççăн районти ветерансем библиотекăна тата ялти часовньăна çитсе курчĕç.

Ялти ветерансен канашĕн ĕçĕсемпе те кăсăкланса паллашрĕç. Ăна кунта З.В.Герасимова ăнăçлă ертсе пырать. Ветерансен канашĕ ял тăрăхĕн администрацийĕпе пĕрле килĕштерсе ĕçлет, пурнăçламалли ĕçсене те кашни çулах пĕрле пăхса тухса çирĕплетеççĕ, мероприятисене те пĕрле ирттереççĕ. Ветерансем 80, 85, 90, 95, 100 тултаракансене парнепе кайса саламлаççĕ. Нумай çул пĕрле тату пурăнакан мăшăрсене те манмаççĕ саламлама. Ветерансен юрă ушкăнĕ хастар. Ăна йĕркеленĕренпе кăçал 5 çул çитнĕ. Ветеран юрăçсен ушкăнĕ республикăра, районта ирттерекен мероприятисене тăтăш хутшăнать. Дипломсене, Хисеп грамотисене пĕрре çеç мар тивĕçнĕ. Кăçалхи республика акатуйĕнче ЧР культура министрĕ В.Ефимов та тав сăмахĕ каласа хавхалантарнă.

Спортпа та туслă ветерансем, ялта тата районта иртекен вăйăсене хастар хутшăнаççĕ. Чупассипе Г.В.Гаврилова, В.В.Кошкина, шашкăпа шахмат енĕпе Ю.П.Арестова, компьютерпа ирттерекен мероприятисенче Н.П.Герасимова палăртмалла.

Кунта ал ĕç ăстисен клубĕ те пур. Ăна ял тăрăхĕн администрацийĕнче нумай çул тăрăшса ĕçленĕ Г.Н.Сергеева ертсе пырать. Тĕрлĕ ĕç тăваççĕ маттур хĕрарăмсем: тĕрлеççĕ, çыхаççĕ, çĕлеççĕ. Туса хатĕрленĕ япаласене куравсенче кăтартаççĕ.

Ветерансем тăтăшах çамрăксем хушшинче тата вĕсемпе пĕрле пулаççĕ, вĕсен пурнăçри опычĕпе хастарлăхĕ çамрăксемшĕн паха тĕслĕх.

Районти ялсенче ветерансен канашĕсене ертсе пыракансем Енĕш Нăрваш ялĕнчи ветерансем ял тăрăхĕн администрацийĕпе тачă çыхăнса ĕçлесе пысăк ĕç тунине палăртрĕç, вĕсемпе кăмăллă юлчĕç. Енĕшнăрвашсенчен вĕренмелли сахал мар, терĕç.

Р.ГУРИНА, районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика