01 июля 2014 г.
Пире, Енĕш Нăрвашри информаципе культура центрĕн ĕçченĕсене, Республика кунне халалланă Шупашкарти уява хутшăнма тỹр килчĕ.
Эпир унта валли авалхи чăвашсен кил картийĕн экспозицине хатĕрлерĕмĕр. Куракансене "Пир çапнипе", "Ал ĕçĕпе", "Салтак юррисемпе" паллаштартăмăр. Тăвайсен экспозицийĕ умĕнче нумай çын чарăнса тăчĕ, асăнмалăх сăн ỹкерттерекенсем те пулчĕç. Куракансем экспозицие килĕштерни курăнчĕ, эпир те кăмăллă юлтăмăр.
Тушкилĕн "Сурпан" фольклор ушкăнĕ те уява пынă çынсене сцена çинчен хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ.
ЧР культура министрĕ В.Ефимов тăвайсене уява хастар хутшăннăшăн тав сăмахĕсем каларĕ.
В.ПЕТРОВ, Енĕш Нăрвашри халăх музейĕн заведующийĕ, уява хутшăнакан.
Источник: "Ял ĕçченĕ"