04 апреля 2014 г.
Пирĕн районти Енĕш Нăрваш ялĕнчен чăваш халăхĕн культурипе искусствине пысăк тỹпе хывнă ĕçчен сахал мар тухнă. Вĕсенчен пĕри - Алексей Петрович Майраслов скульптор. Кăçал ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа шăпах 75 çул çитет. Шел, кĕреш пек çын хăйĕн юбилей кунне кĕтсе илеймен, йывăр чире пула вăл 2008 çулхи июнĕн 2-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.
Алексей 1939 çулта Ксения Андреевнапа Петр Иванович Ивановсен çемйинче çуралнă. Ашшĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, хăюлăхпа паттăрлăхшăн Мухтав орденне тивĕçнĕ. Аманса таврăннă хыççăн вăрçă çулĕсенче "Красная Чувашия" колхоза ертсе пынă. Хĕрлĕ Çара витĕмлĕ пулăшу панăшăн 1943 çулхине хуçалăха Верховнăй Главнокомандующи И.Сталин тав тунă.
1946-1956 çулсенче Алексей Иванов ялти вăтам шкулта вĕреннĕ. Малалли çулсенче колхозра, Баренцево тинĕсĕнче пулă тытнă çĕрте ĕçленĕ. 1957_1959 çулсенче Лăпкă океан флотĕнче стратегилле авиацире çар хĕсметĕнче тăнă. Демобилизаци хыççăн тĕрлĕ ĕçре вăй хунă: Кемĕрти кокспа хими заводĕнче слесарьте, Харьковри металл шăратакан заводра, Киеври "Большевик" заводра токарьте. Заводра ĕçленĕ вăхăтрах изостудие çỹрет. 1961-1967 çулсенче Киев университечĕн филологи факультетĕнче вĕренет. Унра ачаранах ỹкерес туртăм вăй илнĕ. Коля пиччĕшĕ çын сăнĕсене, картинкăсем ỹкернине вăл сехечĕпе пăхса тăма юратнă. Унăн та алла хутпа кăранташ тытас килнĕ. Тепĕр чухне вăл тăмран шăхличĕсем, ытти япаласем ăсталанă.
1972 çул унăн шăпине татăклăн улăштарать. Вăл Мускаври В.Суриков ячĕллĕ художество институтне вĕренме кĕрет, пурнăçне скульптурăпа çыхăнтарма шутлать. Ултă çул сисĕнмесĕрех хыçа юлать. Диплом ĕçне хăйĕн ентешĕн Хумма Çеменĕн скульптура кĕлеткине туса хỹтĕлет. 1977 çулта хăйĕн хушаматне Майраслов тесе çыртарать. Мĕншĕн тесен унăн мăн аслашшĕ патша çарĕнче 25 çул службăра тăнă хыççăн яла майра илсе таврăннă. Çавăнтан Нăрвашра Майраслов хушамат пулса кайнă теççĕ.
1978-1999 çулсенче РСФСР Художество фончĕн скульптор-монументалисчĕ шутланать. Вăл хăюллă та хăватлă ĕмĕтсемпе пурăннă. 1989 çулта Шупашкарта хула никĕсленнĕренпе 520 çул çитнине халалланă уявра унăн проекчĕпе Çеçпĕл Мишшин бронзăпа гранитран тунă бюст-палăкне уçаççĕ. 2000-2008 çулсенче вăл Мускаври "Ваятель-М" фирмăн генеральнăй директорĕ шутланать.
Пирĕн ентеш Константин Васильевич Иванов палăкĕн эскизĕсемпе нумай ĕçленĕ. Вăл хăйĕн ĕçĕ Шупашкарта тивĕçлĕ вырăн тупасса питĕ шаннă, анчах комисси урăх скульптора суйласа илнĕ. Майраслова Чăвашра пурăнмасть, "Мускав çынни" тесе пăрса хăварма тăрăшнă. Ку, паллах, унăн кăмăлне хытă хуçса хăварнă.
Алексей Майраслов ялтан инçе чухне те тăван тăрăхсене нихăçан та манман. Кармал ялне пырса кĕнĕ çĕрте, шкул пахчинче, вăрçă паттăрĕн Николай Афанасьевăн вăл тунă бюст-палăкĕ ларать. Тăвай район администрацийĕ умĕнче В.И.Ленинăн тата Тăвайри ача-пăчан кану паркĕнче Зоя Космодемьянскаян скульптура кĕлеткисене те вăлах тунă. Унăн тĕп ĕçĕсен шутĕнче _ "Йĕтĕн. Чăваш хĕрарăмĕсем", "Шупашкарти Трактор завочĕн монтажникĕсем" (1974), "Виççĕмĕш космонавт", "Василий Федоров актер" (1976), "Çĕнтерỹ салтакĕсем" (1982), "Çеçпĕл Мишши", "И.Я.Яковлев", "Константин Иванов" (1988), "Сетнерпе Нарспи çăл умĕнче" (1990), "Пăталани" (1999) тата ытти те. Вăл гранитпа бронзăран тунă В.И. Ленинăн бюст-палăкне Мускаври III Интернационал ячĕллĕ Культура керменĕн скверĕнче вырнаçтарнă. Çавăн пекех СССР халăх артисткин Вера Кузьминан статуине (гипс), П.И.Чайковский (бронза), С.И. Танеев (мрамор) композиторсен, Илле Тăхтин (гипс) бюсчĕсене, "Галя" (мрамор), "Ваççа шăллăм" (бронза), "М.Т.Тимофеев учитель" (алюминии), "Мана вĕрентнĕ К.Т.Тихонова" (алюминии), "Манăн атте" (алюминии) ĕçĕсене палăртмалла. Белоруссири Могилев облаçĕнче вăл тунă çĕр-шыв хỹтĕлевçисен монуменчĕ (бетонран) паян кун та ларать. Çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче упранаççĕ унăн ĕçĕсем. Çав шутра Мускаври П.И.Чайковский ячĕллĕ консерватори интерьерне те илем кỹреççĕ унăн бронзăпа мрамортан туса хатĕрленĕ бюсчĕсем.
Алексей Петрович Майраслов - СССР Художникĕсен союзĕн членĕ (1990). 1997 çулта ăна "Мускава никĕсленĕренпе 850 çул тултарнă ятпа" медальпе чысланă. 2003 çулта вăл "Православи Раççейĕ" обществăлла юхăмăн "Андреевская" медальне тивĕçнĕ. 2004 çулта ăна Пĕтĕм тĕнчери халăхсен ăс-хакăл пĕрлĕхĕн академийĕн членне илнĕ, хăйне академик ятне панă.
А.П.Майраслов хăйĕн ĕçĕсемпе тĕрлĕ çулсенче республикăри, зонăри "Пысăк Атăл", Мускаври, Пĕтĕм Союзри куравсене хутшăннă. Унăн 20 ытла ĕçĕ Енĕш Нăрвашри истори астăвăмĕн музейĕнче упранать.
Питĕ пултаруллă, уçă кăмăллă, чăвашлăхшăн çунакан çынччĕ Алексей Петрович Майраслов. Унăн çутă сăнарĕ яланах ентешсен асĕнче упранĕ. Вăл çуралнăранпа 75 çул çитнине халалласа ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче эпир Енĕш Нăрвашри истори астăвăмĕн музейĕнче асăну кунне йĕркелетпĕр. Мероприятисем 12 сехетре пуçланаççĕ. Кирек кам та ирĕклĕн кĕме пултарать.
В.ПЕТРОВ, музей заведующийĕ. Енĕш Нăрваш.
Источник: "Ял ĕçченĕ"