18 февраля 2014 г.
Енeш Нaрваш ял тaрaхe – районта чи пысaккисенчен пeри. Чaваш Енри авалхи ял шутланать, пeлтeр 450 çулхи юбилейне паллa турeç. Кeçeн Çавалпа Кeтне шывeсен чиккинчи тÿпемри çeрe 3030 гектар йышaнать, çав шутра сухаласа тыр-пул акмаллисем те пур.
Петeр патшана хирeç çeкленнe боярсен пeр ушкaнне Нaрваш ялe çывaхне eмeрлeхе ссылкaна янa. Улпутсенчен тарса килнe вырaс çыннисем те пулнa Кушкa ялне пуçарса яракансем хушшинче.
Икe ялeнче хальхи вaхaтра пурe 753 кил хуçалaх шутланать, вeсенче 1708 çын пурaнать. Асaннa ял тaрaхeнче вaтам шкул, ача сачe, пeтeмeшле практикaллa врач офисe, культура çурчeсемпе библиотекaсем, çыхaну уйрaмe, ветерансен вaхaтлaха пурaнмалли çурчe, чиркÿ, магазинсем, ферма пур. Енeш Нaрваш ялне Канаш хулинчен автобуссем çÿреççe. “Красная Чувашия” ЯХПК eçне йeркелесе пыраççe ял çыннисем.
Район администрацийeн пуçлaхe Владимир Ванерке тaван тaрaхра пурaнакансемпе иртнe кeçнерни кун тeл пулса калаçрe. Вeрентÿпе çамрaксен политикин пайeн начальникe О.Ломоносов, “Янтиковская” управляющи компани ертÿçи, районти депутатсен Пухaвeн депутачe Ю.Ефимов, халaха социаллa хÿтлeх паракан пайри eçсене йeркелесе пыракан Л.Аввакумова, надзор eçeсен пайeн инспекторe А.Фролов, полици уйрaмeн участокри уполномоченнaйe А.Петров, район центрeнчи больницaн тeп врачне пулaшакан Т.Игнатьева, “Раççей перекет банкe” тата “Россельхозбанк” обществaсен Тaвайри хушма офисeсен заведующийeсем А.Красновпа Т.Митрофанова, РФ пенси фончeн районти управленийeн eçченe В.Фомина, “Поддержка” страхлакан компанин районти сотрудникe Е.Скворцова тата ыттисем хутшaннa. Вeсем кeскен харпaр хaй коллективeсен eçeсемпе паллаштарнa, ыйтусем çине хуравланa.
Малтан эпир Кушкaри пухура пултaмaр. Асaнтaмaр eнтe, ытларах вырaссем пурaнаççe унта. 93 кил хуçалaхра 194 çынна шута илнe. Пeчeк ялaн нушисем пысaк, тени Енeш Нaрваш ял тaрaхeн пуçлaхe В.Петров иртнe çулхи eçсемпе паллаштарма пуçласанах палaрчe. Виталий Васильевича калаçса пeтерттермесeрех ыйтусем пама тытaнчeç çынсем. Туллин хуравлама тaрaшрe вeсене ял тaрaхeн пуçлaхe. Кунти Интернациональнaй урама 220 метр чухлe вeтe чул сарса якатнa. Тaван тавралaха тирпей-илем кeртессипе тата симeслетессипе начар мар eçленe иртнe çул Кушкa ялeнче пурaнакансем те. Анчах çÿп-çапран, пуçтарса тухса е çeр aшне чавса чиксе, тасаласси пирки хeрÿ калаçу пычe. “Шывшaн та пурте тÿлемеççe, aпaр-тапaра ялтан илсе тухнaшaн укçа-тенкe пухасси пирки сaмахлама та кирлe мар”, – терeç пухура. Çулсене юртан тасатассине, каçхине урамсене çутатассине лайaхрах йeркелеме сeнчeç кушкaсем. Çакна асaнса хaвармалла, питe сахалaн пынa вeсем клуба. Ыттисене ялти пурнaç интереслентермест-ши вара? Е маншaн пулсан пурпeрех, тесе алa сулаççe-ши?
Енeш Нaрвашра пурaнакансем те пухусене çÿреме юратманни сисeнчe. Ялти культура çуртeнчи мероприятие 70–80 çын кaна пынaччe.
Виталий Васильевич сaмах илчe малтан. Кунти Мирнaй урамра юсавçaсем тaрaшнa 2013 çулта, 200 метр чухлe вeтe чул сарнa. Енeш Нaрваш ял тaрaхeн пуçлaхe территорири кил хуçалaхeсем налог пухассипе аван eçлени пирки палaртрe. Çeр пайeшeн, пурлaхпа транспорт тата “Робинзон” ятлa турист базинчен çeршeн налог аван пырса кeнe иккен бюджета пeлтeр. “Тaван ял 450 çул тултарнине, ЧР Хисеплe гражданинeн В.Кузьмина артисткaн, ялти музей директорeнче eçленe О.Меркурьеван юбилейeсене тивeçлe шайра ирттерме активлa пулaшнисене пурне те тав тaватaп”, – терe В.Петров. Енeш Нaрваш тавралaхне илeртÿллeрех тaвас енeпе кар! тaрса тaрaшнa ял çыннисем.
Пуçаруллa çамрaксем вaй хунипе çeнe часовня туса лартнa Нeркей çaлe çывaхeнче. Школьнaй, Мирнaй урамсенчи, Мирнaй тaкaрлaкри тарасасене çeнетнe.
Ялти пурнaçа татах лайaхлатасшaн енeшнaрвашсем. Урамсене çутатассине, шыв системи кeртессине, çeр пайeпе усa курнaшaн вырaнти ял хуçалaх кооперативeнчен тырa илессине, Тaрмaш ялe çывaхeнче автобус чарaнакан вырaнти павильона, ялти Московски урамри çула, сурaх фермин кивe çурчe çывaхeнчи кeпере юсассине çивeччeн хускатрeç вeсем çавaнпа.
Ял çыннисем панa ыйтусем çине Владимир Алексеевичпа Виталий Васильевич хуравсем пачeç.
Район администрацийeн пуçлaхe В.Ванерке Тaвай енeн социаллa пурнaçeпе экономики 2013 çулта мeнле аталанса пыни пирки кeскен паллаштарчe икe ялeнчи пухура та, кaçалхи тeллевсене те палaртса хaварчe, пeр-пeрне пулaшса-aнланса пурaнма сeнчe. Çынсем юлашкинчен Тaвайри халaх хорeн концерчeпе паллашнa.
Район администрацийe тeл пулусенче хускатнa ыйтусене вырaнсенче епле пурнaçланине контрольте тытать.
А.НИКИТИНА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"