18 марта 2014 г.
Иртнĕ кĕçнерни кун Енĕш Нăрвашра пурăнакансем "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыр кăмăллăх акцине хутшaнса, хaйсен тÿпине хывма ялти культурă центрне пухaнчĕç.
Марафона халăх театрĕ çумĕнчи "Путене" студи "Шăлсăр сысна çури" ятлă юмахпа уçрĕ. "Эпир миршĕн, телейлĕ те хаваслă ачалăхшăн", - терĕç юмах вĕçĕнче пĕчĕк артистсем. Чи малтанах ялти офис врачĕ, район депутачĕ Л.Николаева ача-пaча фончĕн пухмачне пуянлатрĕ. Сывлăх хуралĕнче нумай çул ĕçленĕ май, инвалид, чирпе асапланакан, нушаллă, хÿтлĕхсeр юлнă ачасен пурнăçне аван пĕлет вaл. Ырă ĕçшĕн ырă сăмах ăна та. Людмила Петровна мăшăрĕпе хaйсен хĕрне пурнăç çулĕ çине кăларса интернатран арçын ача усрава илсе çитĕнтереççĕ.
Ял депутачĕ Светлана Михайлова марафона садике çÿрекен хĕрĕпе килнĕ. Настя "Анне" сăвва вуланă чух пухăннисен куçĕсем шывланчĕç. "Ку сăвва анне вĕрентрĕ", - тесе, Светлана Николаевнăна ыталаса илчĕ пĕчĕк хĕр пĕрчи. Михайловсем 5 ача усрава илсе çемье ăшшине параççĕ.
Сăваплă ыр кăмăллăх юхaмĕнчен ялти хисеплĕ педагогика ĕçĕн ветеранĕсем - Юрийпе Майя Арестовсем те айккинче юлмарĕç. Хăй вăхăтĕнче вĕсем интернатра ĕçленĕ.
"Кунти ачасен туйăмĕ уйрăмах сисĕмлĕ. Эпир вĕсене чун-чĕререн юратсан кăна хирĕç ырă кăмăл-туйăмпа тавăрĕç. Пирĕн усрава илнe ачасем ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ, манмаççĕ, çыраççĕ, килсех çÿреççĕ", - терĕç вĕсем.
Культурă ĕçченĕсен ячĕпе историпе мемориал музейĕн заведующийĕ В.Петров тухса калаçрĕ. Ялти çыхăну уйрăмĕ, "Васильч", "Чайка", "Тăвайри кооператив" потребобщество магазинĕсен ĕçченĕсем, "Кр.Чувашия" ЯХПК ертÿçи В.Алексеев, Л.Евдокимова экономист, пенсионерсен ялти совечĕн председателĕ Г.Гаврилова тата ыттисем укçа хучĕç марафон счечĕ çине. Пĕр сехет хушшинче пухмачра 4 пине яхăн тенкĕ пухaнчĕ.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Сергеева ачалăха халалланă акцие хутшăннисене ăшшăн тав турĕ.
Марафона Г.Иванова ертсе пыракан кружокри ачасем юрă-ташăпа илемлетрĕç, "Тĕпел" ушкăна çÿрекен В.Кошкина "Сăпка юррипе" савăнтарчĕ.
З.ВАСИЛЬЕВА, халăх театрĕн режиссерĕ
Источник: "Ял ĕçченĕ"