06 февраля 2014 г.
Енĕш Нăрвашри историпе мемориал музейĕпе паллашнă хыççăн сĕнÿсен кĕнекине çапла çырса хăварни пур: “Аваллăх çÿпçи тулсах, пуянлансах пытăр”.
Ялти культура пурнăçĕнче музей пĕлтерĕшĕ пысăк, çакна çирĕплетме пĕлтĕрхи ĕç-пуçа кăна кĕскен тишкерер-ха. “Çак çĕр çине И.Я.Яковлев пуçласа 1879 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче ура ярса пуснă” тесе çырнă пысăк калăпăшлă чула музей çурчĕ умне вырнаçтартăмăр. “Çак шкул çуртне И.Я.Яковлев пулăшнипе 1896–1903 çулсенче тунă” тесе çырнă вывеска та аякранах курăнать халĕ.
2013 çул Енĕш Нăрваш ялĕн 450 çулхи юбилейĕпе те палăрса юлчĕ. Çавна май музейри архив материалĕсемпе усă курса ял историйĕн брошюрине кăларнă.
Иван Яковлевич Яковлев ячĕпе хисепленекен педагогика университечĕ Енĕш Нăрваш шкулĕпе пĕрле пирĕн музейра республика шайĕнчи наукăпа практика конференцийĕ ирттернĕ. Республика кунĕнче Кемерово облаçĕнчи Михайловкăра пурăнакан чăвашсене хапăлласа йышăннă Нăрваш тăрăхĕнче. Ун хыççăнах К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн артисчĕсем музей хăнисем пулчĕç. СССР халăх артисткин Вера Кузьминична Кузьминан 90 çулхи юбилейĕ ячĕпе хатĕрленĕ анлă куравпа паллашрĕç вĕсем, унăн ачалăхри вырăнĕсене çитсе курчĕç.
Чăваш гуманитари наукисен институчĕн ĕçченĕсен, Вăрмарти культработниксемпе учительсен ушкăнĕсемпе музейра кăсăклă экскурси иртрĕ.
2014 çула çĕр-шывра культура çулталăкĕ тесе палăртнă. Ăна ăнăçлă ирттерсе ярасси – тĕп задачăсенчен пĕри. Çавна май туса ирттермелли ĕçсен планне çирĕплетрĕмĕр. Пирĕн тăрăхран искусствăпа культурăра палăрнă нумай çын тухнă. Вĕсем çинчен куравсем, стендсем, альбомсем хатĕрлемелле, тĕл пулусем йĕркелемелле.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 70 çул çитнине чыслăн кĕтсе илме хатĕрленнĕ май, паттăр ентешсен кун-çулне тĕпчесе, районта кăларма палăртнă ятарлă кĕнеке валли материалсем хатĕрлессипе ĕçлетпĕр халĕ.
Вăрçă çулĕсенчи тăван ял пурнăçне сăнласа паракан “Шăпа” спектаклĕн маларах çырса хатĕрленĕ сценарине анлăлатса куракансен умне кăларасси – ялти культура ĕçченĕсемпе, учительсемпе, театра юратакансемпе пурнăçламалли пысăк ĕç.
В.ПЕТРОВ, музей заведующийĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: ЧГПУ профессорĕ, педагогика наукисен докторĕ Л.В.Кузнецова музея Тав хучĕпе парнесем панă самант.