Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сумлă ентеш çинчен

22 ноября 2013 г.

Кам-ха вăл Василий Ананьевич Кузьмин? Ăна Тăвай тăрăхĕнче те пурте пĕлсех каймаççĕ пулĕ...

Василий Кузьмин 1953 çулхи чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралнă. Вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн художествăпа графика факультетне вĕренме кĕнĕ. 1976 çулта “Володя портречĕ” скульптура ĕçĕпе диплом хÿтĕленĕ. 1976–1978 çулсенче Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи сакăр çул вĕренемелли шкулта рисовани, черчени, ĕç урокĕсем ирттернĕ. Унтан РСФСР Худфончĕн Чăваш Енри пултарулăхпа производство комбинатĕнче чылай çул вăй хунă. Çав вăхăтрах гипсран, йывăçран, шамотран, бронзăран тĕрлĕ калăплă скульптура ĕçĕсем туса хатĕрленĕ. Вĕсен шутĕнче – “Атте портречĕ”, “Мунчара”, “Уйра”, “Тăлăх арăмсем”, “Ача”, “Ĕçлекен хĕрарăм” тата ыттисем те.

В.Кузьмин республикăри, зонăри “Пысăк Атăл”, Пĕтĕм Раççейри “Тăван çĕр-шыв тăрăх” тата ытти куравсене хутшăнса палăрнă. Вăл тăван ялпа тачă çыхăну тытать, кунти музейра чăваш художникĕсемпе скульпторĕсен ĕçĕсенчен куравсем йĕркелеме хутшăнать. Хăйĕн 50 çулхи юбилейĕ ячĕпе “М.С.Спиридонов художник” (шамот), “Н.Н.Сверчков художник” (йывăç) тата ытти ĕçĕсене парнелерĕ. Енĕш Нăрвашра çуралса ÿснĕ çак художниксен вил тăприйĕсем çинчи памятниксене те вăлах ăсталанă. Çĕрпÿ хулине пырса кĕнĕ çĕрти символ-монумент та Василий Ананьевичăн ĕçĕ. Иртен-çÿрен кăçалхи çу уйăхĕнче Аслă Отечествăлла вăрçăра вилнисене асăнса лартнă Тăвайри монумент патĕнче пĕр арçын тăрмашнине асăрханах ахăртнех. Анчах кам ĕçленипе интересленсех те кайман-тăр. Кĕске вăхăтрах Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне монумента реставрацилесе çĕнетрĕ вăл.

Пирĕн музейра А.П.Майраслов скульпторăн бюсчĕ те тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Ăна Василий Кузьмин тăрăшнипе Е.Митрофанова студентка диплом ĕçĕ вырăнне хатĕрленĕ.

Пирĕн маттур ентеш чăваш художникĕсен правленийĕн председателĕн тивĕçĕсене чыслăн пурнăçласа пынă. 2010 çулта ăна ĕçри çитĕнÿсемшĕн “Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă. Хальхи вăхăтра В.А.Кузьмин доцент Чăваш патшалăх педагогика университечĕн художествăпа графика факультетĕнче студентсене скульптура ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшать. Кулленхи ĕçре, пурнăçра – лăпкă та ăшă кăмăллă, сăпайлă çын вăл.

Тăвай енĕн хастарне 60 çулхи юбилейĕпе саламласа çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, творчество ĕçĕнче ăнăçусем, студентсемпе ĕçлеме вăй-хăват сунатпăр.

В.ПЕТРОВ, музей заведующийĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика