Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене – пысăк парне

01 января 2013 г.

Асамлă хăват юмахра кăна мар, паянхи пурнăçра та тĕл пулать иккен”, – тĕлĕннĕ Çĕнĕ çул умĕн Енĕш Нăрвашри шăпăрлансем “Теремок” ача сачĕн картишĕнче йывăçран ăсталанă, эрешсемпе илемлетсе тунă пĕчĕк “хулана” курсан. “Чăх урисем” çинче ларакан çуртран ярăнса анмалли тăвайкки, чуччусем ачасене хăйсем патне туртаççĕ. Кăмăл туличченех ярăнаççĕ халĕ вĕсем кунта.

Çак парнене кÿрекенĕ – Сергей Николаевич Дмитриев. Вăл тĕлĕнмелле ĕçчен те кăмăллă çын. Мĕн ачаран йывăçран эрешсем тума кăмăлланă. Ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Тĕрлĕ çĕрте кăтартнă ăсталăхне, чи пултаруллисен йышне те кĕме пултарнă. Халĕ сад пахчинче усă курмалли тĕрлĕ хатĕрсем тăвассипе ĕçлет. Ял тăрăхĕнче тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттерме хутшăнать, спонсорла пулăшу парать.

С.Дмитриев ялта кану бази уçасшăн. Пĕчĕк пÿртсемпе беседкăсем тунă ĕнтĕ, кÿлĕсем те чавтарнă. Мĕн палăртнине пурнăçлама тата Çĕнĕ çулпа саламласа ырлăх-сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатпăр пултаруллă ентешĕмĕре.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика