28 декабря 2012 г.
Тăтăшах тата тĕрлĕ çĕрте пулса иртеççĕ пилĕке çыхса кĕрешессипе регионсем хушшинчи “Кĕрешÿ” наци кĕрешĕвĕн турнирĕсем. Хальхинче вăл хамăр республикăн тĕп хулинче – Шупашкарта 53-мĕш номерлĕ вăтам шкулăн иккĕмĕш корпусĕнче декабрĕн 16-мĕшĕнче иртрĕ. Регионсем хушшинчи ХII “Улăп-учитель” турнира ку хутĕнче чăваш халăхне çутта кăларнă И.Я.Яковлева асра тытса тата Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕн С.П.Щетниковăн призĕсемшĕн ирттернĕ. Ăмăртусене маларах асăннă шкул администрацийĕпе “Кĕрешÿ” наци кĕрешĕвĕн федерацийĕ "тĕп судйи – Виталий Петрович Васильев" йĕркелесе пынă. Ăмăртăва Чăваш Енпе Тутар Республикисенчен ятарласа кĕрешме хатĕрленнĕ спортсменсем тата хуласемпе районсен командисем – хутшăннă.
Турнирта Чăваш Республикин пĕрлештернĕ команди пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ, кубока тивĕçнĕ. Тутар Республикин кĕрешÿçисем иккĕмĕш вырăнта. Пирĕн район спортсменĕсем, паллах ĕнтĕ, Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командишĕн кĕрешнĕ, пурте харпăр хăй виçисенче малти вырăнсене çĕнсе илме пултарнă. Акă вĕсем: Енĕш Нăрваш шкулĕнчен – Николай Гурьев – 42 кг виçере 1-мĕш вырăн; Константин Станюков – 55 кг., 1 в. (сăмах майăн каласан, вăл пĕлтĕр те пĕрремĕш пулнă); Алексей Иванов – 73 кг, 3 в.; Константин Николаев – 60 кг, 3 в.; Данил Данилов – 55 кг, 2 вырăн; Тăвай шкулĕнчен – Константин Табаков – 50 кг, 2 в.; Роман Димитриев – 70 кг, 3 вырăн, Андрей Турханов – 70 кг., 3 вырăн.
Сахал мар маттур спортсмен хутшăнчĕ турнира, анчах пирĕн кĕрешÿçĕсем хăйсен вăй-халĕпе пултарулăхне, ăсталăхне чылай туллин кăтартрĕç.
“Кĕрешÿ” наци кĕрешĕвĕн федерацийĕн вице-президенчĕ, “Аксар” студи ертÿçи Алексей Васильевич Иванов пирĕн спортсменсемшĕн яланхи пекех спонсор пулчĕ. Çавăншăн тем пекех тав ăна.
Ку шăмат кун вара, декабрĕн 29-мĕшĕнче, Тăвай ялĕнчи “Аль” физкультурăпа спорт комплексĕнче “Кĕрешÿ” наци кĕрешĕвĕпе, самбăпа тата ирĕклĕ кĕрешессипе шкул ачисем хушшинче “Информ-медиа” генеральнăй директорĕн Э.Н. Максимовăн "вăл Кармал ялĕнче çуралса ÿснĕ" призĕсемшĕн спорт кĕрешĕвĕн районти уçă фестивалĕ пулать. Тĕрлĕ çĕрти спортсменсем хутшăнаççĕ уçă фестивале. Хĕрсем те, арçын ачасем те кĕрешĕç унта. Ирĕклĕ кĕрешÿре 1997–1999 ç. çуралнă арçын ачасем 46, 55 килограмлă, 1995–1996 çулсенчисем 46, 60, 68, 75, 1997–1998 ç. çуралнă хĕрсем 60 килограмлă виçе категорийĕсенче; “Кĕрешÿ” наци кĕрешĕвĕнче 1998–2001 ç. çуралнă арçын ачасем – 38, 45, 50, 55; 1995–1997 çулсенчисем – 55, 60, 68, 75 тата 1997–1999 ç. çуралнă хĕрсем 46, 60 килограмлă виçе категорийĕсенче кĕрешĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"