Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах ял-йыш асĕнче

24 сентября 2013 г.

Питĕ интереслĕ кĕске шăпи Николай Андреевич Шутовăн. 1953 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче, Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралса ÿссе сакăр класс пĕтернĕ вăл. 16 çула пуснă ача фермăра доярта вăй хума пуçлать. Тоня аппăшĕ çав вăхăтра ĕнесем сунă. Коля вара, ялти ытти çамрăксем пекех фермăна пулăшма çÿренĕ. Хăй те дояр пулса тăрать. Виçĕ çул тăрăшать çак ĕçре. Унтан Николай Шутова колхозри улма-çырла киоскĕнче сутă тума шанаççĕ. 1970 çултанпа Николай Андреевич Енĕш Нăрвашри культура çуртĕнчи художество пултарулăх ертÿçинче те ĕçленĕ. Ку тивĕç вара уншăн чун йăпатмăш пулса тăрать. 1974-1976 çулсенче ентешĕмĕр салтак пăттине çинĕ. Каярах каччă культура çуртĕнче кăна вăй хума пуçлать. 1983 çулта ялта çĕнĕ культура çурчĕ уçăлать. Кĕçех Н.А.Шутова директора лартаççĕ. Ĕçленĕ хушăра вăхăта сая яман, икĕ çул каçхи шкула çÿренĕ. Унтан ăнăçлă вĕренсе тухса Çĕрпÿри культура училищине заочно йĕркепе пĕлÿ пухма çул тытнă. Диплом илнĕ хыççăн тепĕр çулах Хусанти культура институчĕн алăкĕсене уçнă. Пĕлÿ патне туртăннă çутă ĕмĕтлĕ яш. Çав тери хастар пулнă вăл.

“Çынна ĕç чапа кăларать”,– теççĕ халăхра. Николай Андреевич çĕршер çынна савăнăç кÿнĕ. Миçе концерт, миçе спектакль хатĕрлемен-ши вăл? Халăх пултарулăхĕн пĕр фестивалĕнчен те юлман нăрвашсем. Еплерех хутшăннă тата? Кашнинчех диплом, медаль, грамота, тав çырăвĕсем илме тивĕçнĕ. Вĕсем – пĕтĕм Раççейри тата Союзри смотрсен лауреачĕсем. Районта çитмен ял юлман асăннă коллективăн. Ку çеç-и? Республикăра тата унăн тулашĕнчи чăвашсем те аван пĕлеççĕ нăрвашсене. Пушкăртра, Çĕпĕрте, Тутарта, Ульяновск облаçĕнче вĕсем чи кĕтнĕ хăнасем пулнă.

...Николай Андреевич ăста, пултаруллă организаторччĕ. Учительсемпе, шкул ачисемпе тачă çыхăнса ĕçлетчĕ. Вĕрентекенсен пĕрлештернĕ фольклор коллективĕн чапĕ инçете кайнă. Чăвашсене çутта кăларнă И.Я.Яковлев çуралнă Кăнна Кушки ялне ахальтен чĕнмен вĕсене. Юрăпа-ташă ансамблĕпе Хусанти культура институтне те çитсе килнĕ. Драма коллективĕпе те тухса çÿренĕ. Тишкеретĕн те, тĕлĕнетĕн. “Енĕш Нăрвашри чăвашсен пĕчĕк академи драма театрĕ”,– тесе хаклас килет вĕсен пултарулăхне. “Кай, кай Ивана”, “Телейлĕ çуркунне”, “Хуняма”, “Савни савнине илет”, “Хусах Ваççа авланать”, “Нарспи”, “Хавруç инке чирленĕ”, “Карчăксем качча каяççĕ”, “Элпуçĕнчи Нарспи”, “Савăнаççĕ куммасем” тата ытти спектакльсем тăрăх куракансем питĕ лайăх пĕлеççĕ Енĕш Нăрвашри артистсене. Ахальтен мар коллектива 1985 çулта халăх театрĕ ят параççĕ. Директора ĕçре куллен пулăшакан, унăн ĕмĕт-шухăшне пĕрле пайлакан юратнă мăшăрĕ З.П.Шутова (ялти шкулти учительница) пулнă. Паллах кирек хăш коллективра та пуçаруçă пур. Коллективăн чунĕ пулнă Н.А.Шутов. Чысне кура – хисепĕ. Ахаль паман ăна “ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ята. Юрă-ташăра та, спектакльсенче те чи пултаруллисенчен пĕри шутланнă вăл. Артист чунĕпе юнĕ пулнă унра.

Пурăннă пулсан 60 çул тултаратчĕ. Шел пулин те, Николай Шутов юбилейне пирĕнпе пĕрле паллă тăваймарĕ. Йывăр чир ăна вăхăтсăр илсе кайрĕ. Апла пулин те, тăван ялта пурăнакансен асĕнчех вăл. Н.А.Шутовăн йăх-тымарĕ тарăн. Вĕсем мăшăрĕпе виçĕ паттăр ывăл çитĕнтернĕ. Енĕш Нăрвашри культура çуртĕнче Николай Андреевича халалласа асăну каçĕ ирттереççĕ. Ял-йыш, ĕçтешĕсем, тăванĕсем пухăнĕç, Шупашкар хулинчен тус-юлташĕсем килсе çитĕç.

З.ВАСИЛЬЕВА, Енĕш Нăрвашри инфрмаципе культура центрĕн режиссерĕ.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика