08 октября 2013 г.
Енĕш Нăрвашра пурăнакансемшĕн те юпа уйăхĕ хисеплĕ уявпа пуçланчĕ. Тĕрлĕ çĕрте тата ял хуçалăхĕнче вăй хурса пенсие кайнисем, пĕр çын пек пулса, информаципе культура центрне пуçтарăнчĕç.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петров пурне те канлĕ ватлăх, вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх сунчĕ. Ялти ветерансен канашĕн председательне З.Герасимована та тимлĕ итлерĕç. Зоя Васильевна “Красная Чувашия” ЯХПК ертÿçине В. Алексеева тав турĕ.
“Пучах” ансамбль хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Г.Иванова учительница ертсе пыракан кружока çÿрекен ачасем те аслисенчен юлмарĕç, юрă-ташăпа савăнтарчĕç. “Тĕпел” клубра каçсене усăллă ирттерекен хĕрарăмсем хулари артистсенчен те кая мар пулчĕç. Фермăра ĕмĕрне ирттернĕ В.Кошкина пенсионерка çамрăк чухне мĕнле ĕçленине аса илчĕ, юрă шăрантарчĕ. Çапла савăнăçлă иртрĕ уяв.
З.ВАСИЛЬЕВА.
Источник: "Ял ĕçченĕ"