19 июля 2013 г.
Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн бухгалтерипе финанс пайĕнче ĕçлекенсем Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕнче ĕçлĕ визитпа пулчĕç.
Чи малтанах вĕсем ялти информаципе культура центрĕн çуллахи тапхăрти ĕçĕ-хĕлĕпе, юсав тунипе, укçа-тенкĕпе тивĕçтернипе тата унпа епле усă курнипе паллашрĕç, ИКЦ директорĕпе Е.П.Кузнецовапа тĕл пулса калаçрĕç. Модель библиотекин ĕçĕпе те интересленчĕç, вулакансен хисепĕпе, çынсем мĕнле литературăпа, информаципе кăсăкланнине, интернетпа усă курнине ыйтса пĕлчĕç.
Ун хыççăн ялти историпе мемориал музейне те çитсе курчĕç, унти экспонатсене, музейăн кулленхи ĕçне-хĕлне тишкерчĕç. Музейре çĕнĕлĕхсем, курмалли-пĕлмелли чылай, залсем экспонатсемпе пуянлансах пыраççĕ. Финанспа шут ĕçченĕсем музей заведующийĕ Владимир Петров хăйĕн ĕçне творчествăллă та тăрăшуллă туса пынине палăртса хăварчĕç.
Юлашкинчен С.Н.Дмиртриев предприниматель кил хуçалăхĕпе тата “Упа кĕтесĕ” кану базипе паллашма та кăмăл турĕç.
В.ПЕТРОВ, Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"