19 июля 2013 г.
Сывлăха çирĕплетме, хусканăва аталантарма, çут çанталăкпа туслă пулма хăнăхтарасшăн Енĕш Нăрвашри çул çитмен ачасене Луиза Николаевна воспитательницăпа ăна пулăшакан Галина Васильевна. Аслă ушкăна çÿрекен ачасем туристсен походне çÿреме кăмăллаççĕ. Иртнĕ уйăхра вĕсем “Шăрчăккасси” улăхне тĕрлĕ вăйă выляма, çут çанталăкпа паллашма кайрĕç. Унта ачасем эмел курăкĕсене тупса уйăрса илме, унпа усă курма вĕренчĕç. Кĕске кану вăхăтĕнче тĕрлĕ чечексемпе чĕр чунсем, уйра ÿсекен пĕччен хурăн çинчен юрăсем шăрантарчĕç.
Савăнăçлă поход çамрăк туристсене ывăнтарчĕ пулин те, вĕсен кăмăлĕ çĕкленчĕ. Ачасем кунта малашне те килме шухăшларĕç.
Июль уйăхĕнче пĕчĕк туристсем похода “Улăм пĕрчи” çырмине пулă тытма кайма шутларĕç. Чи малтанах вĕсем ашшĕ-амăшĕсемпе вăлта хулли ăсталарĕç, вăлтисене те хăйсемех пралукран турĕç. Çурăм хыçне кутамккасем çакса, витресем йăтса, йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшма шантарса, савăнăçлă туристсен юррине юрласа çула тухрĕç маттурсем.
Ял хушшинчи юхан шыв хĕррине çитсен пысăк пулă тытма вырнаçса ларчĕç ачасем. Анчах çырмари пулăсем темшĕн тыттарасшăн пулмарĕç вĕсене, хăвăрт тĕрлĕ вырăна тарса пытанчĕç. Курчĕç вĕтĕ пулăсене ачасем, анчах тытаймарĕç. Çăкăр та çимерĕç пулăсем. Шапасем те тарса пытанчĕç тата.
Ачасем кулянмарĕç пулăсем вăлтана лекменшĕн. “Пурăнччăр”, – терĕç вĕсене. Пĕчĕк пулăçсем тарăн мар вырăнти хĕвелпе ăшăннă шывра, урисемпе чăмпăлтаттарса, утса çÿрерĕç, пĕр-пĕрне шывпа сирпĕтсе пăхрĕç, шапасен ташшине ташларĕç.
Кăштах апатлансан, мечĕкле тата ытти вăйăсене вылярĕç, улăхра чупса çÿрерĕç, кăвакал чĕпписем пăхакан Нина аппана çулла çинчен тĕрлĕ юрăсем юрласа парса савăнтарчĕç.
Ача садне савăнăçлă кăмăл-туйăмпа таврăнчĕç. Хăйсем курни-пĕлнине хут çине ÿкерчĕç, ĕçĕсене выставкăна вырнаçтарчĕç.
Л.ПАВЛОВА, воспитательница.
Источник: "Ял ĕçченĕ"