05 июля 2013 г.
Чăваш Енĕн патшалăх уявне – Республика кунне – Тăвай районĕнче анлă паллă турĕç. Унта Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен хăнасем йышлăн пулчĕç.
Чи малтанах Кемĕр облаçĕнчи Прокопьевск районĕнчи Михайловка ялĕнчен 19 çынтан тăракан делегаци килсе çитрĕ. Ара сăлтавĕ те пур, Михайловка ялне пирĕн тăрăхран выçлăх çулĕсенче, каярах та чылайăн куçса кайнă, вĕсен йышĕнче Енĕш Нăрваш çыннисем те пулнă. Акă, Феоктиста Степановна Тямина (1931 çулхи) вăтăр çул ытла унта ĕçлесе пурăннă. Халĕ сывлăхĕ хавшанă пирки Канашри хĕрĕ патне куçса килнĕ. Çавăнпа та-и, тен, Михайловка чăвашĕсем Енĕш Нăрваша çитсе килме кăмăл турĕç. Хăнасене халăх музейĕ умĕнче “Саймал” ушкăн çăкăр-тăварпа, чăвашсен сим пыл сăрипе тата кăмăла тыткăнлакан юрăпа кĕтсе илчĕç.
Ентешсене музей заведующийĕ Владимир Петров ял историйĕпе, унăн сумлă çыннисемпе, музейĕн тĕрлĕ пÿлĕмĕсемпе, экспонатсемпе паллаштарчĕ, И.Я.Яковлев Нăрваша килсе кайнă самантсем пирки тарăннăн каласа пачĕ. Кемĕрсем С.М.Максимов композитора халалланă стенд çинчи пĕр сăн ÿкерчĕке тимлесе сăнарĕç. Ăна 1951 çулта Степан Максимовпа Петĕр Хусанкай Михайловка ялĕнчи çынсемпе пĕрле ÿкерттернĕ. С.Максимов пĕр уйăх Прокопьевск районĕнче Михайловкăра тата ытти ялсенче пулнă, унти чăвашсен 43 юррине çырса илнĕ.
Сăмах майăн каласан, Степан Максимовăн ашшĕпе амăшĕ, шăллĕсем Иванпа Василий, йăмăкĕ Анна 1906 çулта Енĕш Нăрвашран Прокопьевск тăрăхне куçса килнĕ. Ашшĕпе амăшĕ вилни чылай ĕнтĕ, Степан Максимов вара шăллĕсемпе тата йăмăкĕпе 1951 çулта тĕл пулса калаçнă. Ку уншăн чи ĕмĕтленнĕ те кĕтнĕ самант пулнă.
Михайловка чăвашĕсем Енĕш Нăрвашри музей ĕçне пысăк хак парса ăшă тав сăмахĕсем çырса хăварчĕç, асăнмалăх кĕнекесем парнелерĕç. Хăнасене хăйсене те ял историйĕ, унăн мухтавлă çыннисем тата Тăвай енĕн историйĕ çинчен кĕнекесем парнелерĕç.
Çĕпĕр хăнисем Енĕш Нăрваш ялĕпе çывăхрах паллашас тĕллевпе тĕрлĕ вырăнта пулса курма кăмăл турĕç. С.Н.Дмитриев йĕркеленĕ “Упа кĕтесĕ” канмалли вырăна çитсе курчĕç, пархатарлă та тарăн шухăшпа ĕçлекен Сергей Николаевича чĕререн тав турĕç. Çавăн пекех вĕсем унăн килĕнчи кÿлĕре ишсе çÿрекен форельсемпе карпсене курса киленчĕç. Енĕш Нăрвашри тĕрлĕ социаллă объектсемпе, “Красная Чувашия” хуçалăхăн ĕçĕ-хĕлĕпе те интересленчĕç.
Ялти культура çуртĕнче вара хăнасене “Саймал” ушкăн, халăх театрĕн режиссерĕ З.И.Васильева хăй çырса кĕвĕленĕ хăш-пĕр юррисемпе паллаштарчĕ. Енĕшнăрвашсем сцена çинче “Пир çапни” сценарие кăтартса пачĕç. Аякри тăвансем те ĕçре çеç мар, юрă-ташăра та маттур иккен. “Хĕлхем” ансамбль пысăк программăллă концерт хатĕрленĕ. Вĕсен репертуарĕнче Зоя Васильева юррисем пулни пурне те савăнтарчĕ.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Петров лайăх концертшăн ырă сăмахсем каласа Тав хучĕ пачĕ, “Енĕш Нăрваш ялĕ – 450 çул” значоксем парнелерĕ. “Пирĕн туслăх пытăр ĕмĕре”, – тесе уйрăлчĕç хăнасем. Ку тĕл пулу пысăк уявччен 3 кун маларах иртрĕ.
Михайловкăри чăвашсемпе енĕшнăрвашсем Республика кунĕнче Тăвайри хаваслă уявра татах та тĕл пулса калаçрĕç. Концертра чăваш халăх юррисене шăрантарчĕç, пĕр-пĕрне парнесем пачĕç.
Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке вара Михайловкăри хăйĕн 5-мĕш сыпăкри тăванĕсемпе курса калаçма май тупрĕ, хăйсен ăрăвĕн йывăçĕпе паллаштарчĕ. Владимир Алексеевичăн çывăх тăванĕ: Вера Михайловна Спиридонова Михайловкăри культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçинче тата шкулта библиотекарьте ĕçлет. Унăн мăшăрĕ Александр Ефимович Спиридонов та пĕрле килнĕ. Сумлă делегаци йышĕнче тĕрлĕ професси çыннисем – Галина Васильевна Алексеева культработник, Нина Николаевна Терентьева социаллă сфера ĕçченĕ, пенсионер, унăн мăшăрĕ Илья Филиппович Терентьев аслă геолог, I, II, III степень “Шахтерская слава” паллăн кавалерĕ Николай Михайлович Чернов, вырăнти ветерансен Канашĕн председателĕ Петр Петрович Плотников. Михайловка хăнисем Енĕш Нăрваш ял уявĕ иртнĕ, Н.К.Сверчков, М.С.Спиридонов, В.К.Кузьмина çуралса ÿснĕ вырăнсемпе паллашрĕç. Михайловкăри ентешсем Тăвай енĕн çыннисене, хăйсен çывăх тăванĕсене кăçалхи августра иртекен ялăн 105 çулхи юбилейне тата “Хĕлхем” ансамбль йĕркеленĕренпе 70 çул тултарнине уявлама йыхравларĕç.
В.ПЕТРОВ, Енĕш Нăрвашри музей заведующийĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"