Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нăрвашсем – ял уявĕнче

18 июня 2013 г.

Енĕш Нăрваш... Районти чи пысăк ялсенчен пĕри вăл. Иртнĕ эрнере унăн 450 çулхи юбилейне паллă турĕç.

Шăмат кун Енĕш Нăрвашри Шăрчăккасси çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан ял çыннисене пĕр çĕре пухрĕ. “Чăваш çĕр-шывĕ” ятлă сасăсăр кинокадрсем курчĕç ирхине. Вунă сехетсенелле асăннă лапамра хаваслă кĕвĕ илтĕнме пуçларĕ, хăш-пĕрисем суту-илÿ тăватчĕç. Юбилее хатĕрленсе пĕчĕк кĕнеке кăларнă, ял гербĕллĕ футболка, бейсболка, куртка, значок тата ытти япаласем хатĕрленĕ.

Программăна культурăпа информаци центрĕнче тăрăшакан З.Васильевапа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Сергеева, ăшă сăмах каласа уçрĕç.

Малтан ĕлĕкхи ял халăхĕ мĕнле ĕçсем туса пурăннине пухăннисен куçĕ умне кăларчĕç енĕшнăрвашсем.

...Ак, лашапа çĕр сухаларĕç, унтан умне тырăллă йывăç савăт çакнă арçынсем тухрĕç уя. Кашни пĕрчĕ лайăх вырăнса юлтăр, тесе ĕçлерĕç вĕсем. Ака вĕçленсен лайăх канма та ĕлкĕреймест чăваш, утă вăхăчĕ пуçланать. Харпăр хăй пайне маларах çулса пĕтерессишĕн тăрăшрĕç хĕрарăмсем. Выльăх апатне типĕтсе купаланă хыççăн тырă пиçсе çитет. Çурлапа ывăнма пĕлмесĕр вырать халăх. Кĕлтесем тунă хыççăн тăпачăсемпе ĕçлет ял çынни. Кĕркунне туйсем иртеççĕ ялта, ывăлĕсене салтака ăсатаççĕ чăвашсем. Хĕрсемпе каччăсем вара каçсерен вăййа тухаççĕ. Тем пысăкăш вăйă карти йĕркелерĕç енĕшнăрвашсем, ĕлĕкхи юрăсене юрласа çаврăнчĕç. Аслăрах çултисем куçĕсене шăла-шăла илчĕç çак самантра. Çамрăк чухнехи вăхăта аса илчĕç ĕнтĕ вĕсем.

“Алран кайми аки-сухи” представлени хыççăн сцена çине Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петровпа пĕрле ытти сумлă çынсем улăхрĕç.

Виталий Васильевич ял историне кĕскен аса илчĕ, хăш-пĕр пулăмсене палăртса хăварчĕ, пурне те уявпа саламларĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке те пĕр ял çыннисемпе, енĕшнăрвашсемпе пĕрле савăнма кăмăл тунă. “Эпир ялта тата хулара тымар янă çынсен ĕçченлĕхĕпе мухтанатпăр. Вĕсем тăрăшнипе Енĕш Нăрваш пулнă, пур, малашне те пулĕ”, – тесе саламларĕ пухăннисене Владимир Алексеевич.

Ялти музей директорĕнче ĕçленĕ О.Меркурьевана, С.Дмитриев предпринимателе, Л.Степанова учительницăна, “Красная Чувашия” ЯХПК водительне П.Емельянова тата ыттисене Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем пачĕ.

РФ ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Иван Дмитриев, ЧР Верховнăй суд председателĕ, “РФ тава тивĕçлĕ юрисчĕ” хисеплĕ ята илнĕ Николай Порфирьев, СССР халăх артистки Вера Кузьмина, “Тăвай ен” ентешлĕх ертÿçи Алексей Иванов, Василий Ананьев скульптор, Енĕш Нăрвашри чиркÿре ĕçлекен Георгий протоиерей, ЧР халăха вĕрентес ĕçĕн отличникĕ О.Меркурьева, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Борис Миронов, Виталий Егоров врач-пенсионер, Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Разин тухса калаçрĕç, пухăннисене саламларĕç, парнесем пачĕç.

Концерт программине Енĕш Нăрваш шкулĕнчи вĕренекенсем, информаципе культура центрĕнче ĕçлекенсем, ялти ача садне çÿрекенсем, “Тăвай ен” тата “Тăрмăш” халăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшисемпе пуянлатрĕç.

Тăхтавсенче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петров Енĕш Нăрвашри чи аслă çынсене – Архип Федотовпа Агафия Иванована, 50 çул пĕрле пурăнакан Алексейпе Александра Ефимовсене, Михаилпа Зинаида Даниловсене (60 çула яхăн), чи çамрăк Тимофейăн ашшĕпе амăшне, Павелпа Анжелика Ахметовсене Тав çырăвĕсемпе парнесем парса чысларĕ. Юбилее хатĕрленме пулăшнă коллективсем, уйрăм çынсем те манăçман, вĕсем те çак сума тивĕçлĕ пулчĕç.

Спорт вăййисем те иртнĕ уявра. Каçхине Енĕш Нăрвашри “Упа кĕтесĕ” канмалли база йышăннă кăмăл тăвакансене.

А.АЛЕКСАНДРОВА, Л.СЕРГЕЕВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика