Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Енĕш Нăрваш 450 çул тултарас умĕн

30 ноября 2012 г.

Енĕш Нăрваш – республикăри чи пысăк ялсенчен пĕри. Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, вăл 1563 çулалла Хаяр Иван патшара ларнă чухне никĕсленме пуçланă.
Йывăр самана тăнă çав тапхăрта Вăтам Атăл тăрăхĕнче. “Енĕш Нăрваш. Ял историйĕ” кĕнекере те авторсем çав çулсене “пăтрашуллă вăхăт” пулнă тесе палăртнă. Анчах сăлтавне витĕмлĕ, ĕненмеллех уçса калайман. XV ĕмĕрĕн иккĕмĕш чĕрĕкĕнче Ылтăн Урта саланса кайнă. Хусан ханлăхĕ çуралнă. “Чăваш АССР историйĕ” кĕнекере çырнă тăрăх (”История Чувашской АССР”, т.I, Чебоксары, 1966), XIV ĕмĕрĕн вĕçĕнче тата XV ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче чăвашсем пурăнакан кăнтăр тата кăнтăр-хĕвелтухăç облаçĕсенчи хуласемпе ялсене куçса çÿрекен Ногай Урти тата Астраханьпе Крым ханлăхĕсем, виççĕшĕ те Ылтăн Уртаран уйрăлса йĕркеленнĕскерсем, час-часах тапăна-тапăна кĕнĕ, шутсăр çаратнă, хуçалăха тĕпĕ-йĕрĕпех аркатнă, çынсене вĕлернĕ, тыткăна илсе кайнă.
Унсăр пуçне Хусан ханлăхĕн феодалĕсем те чăвашсене канăç паман: ялсене сăтăр тунă, халăха хытă пусмăрланă, куланай тÿлеттернĕ, çыннисене тыткăна илсе кайса чура вырăнĕнче ĕçлеттернĕ, ирĕксĕрлесе ханăн çарĕнче службăра тăратнă.
Çакна та каламалла. 1376–1431 çулсенче тутар-монголсене пăхăнса тăнă Пăлхар улусĕ çине вырăс кнеçĕсем тата ушкуйниксем (вăрă-хурахсем) çичĕ хутчен килсе тапăннă, чăваш халăхне çаратса юхăнтарнă.
Çавăнпа та ялсем пушаннă, çынсем вăрă-хурахсенчен тарса улахрах вырăнсене, çырма-çатрасене вырнаçнă. Çынсем пăрахса кайнă вырăнсене “дикое поле” тенĕ. Тăвай районĕн хальхи территорийĕ те шăпах çав шута кĕнĕ.
Чăвашсем вара, тăшмансенчен хÿтлĕх шыраса, 1551 çулта вырăс патшалăхĕпе ирĕккĕн пĕрлешнĕ. 1552 çулта октябрĕн 2-мĕшĕнче патша çарĕсем Хусана илнĕ те Хусан ханлăхне ĕмĕрлĕхех пĕтернĕ. Çапла чăваш халăхĕ кÿршĕри тутар-кипчаксен нушинчен хăтăлнă.
Хаяр Иван Раççейĕн кăнтăр тата кăнтăр-хĕвелтухăç чиккисене хÿтĕлеме нумай вăй хунă. Куçса çÿрекен халăхсенчен сыхланма тĕрлĕ хула-крепоçсем лартнă. 1551 çулта кĕске вăхăтра Свияжск крепоçне туса хунă. Ăна салтаксем хураллама пуçланă. 1556 çулта, Астрахань ханлăхне Раççей çумне пĕрлештернĕ хыççăн, Атăл тăрăхĕнче хăрушлăх татах чакнă. XVI ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Кĕтне шывĕ тăрăхĕнче çирĕп укреплени тунă тата Теччĕ-Улатăр-Темников шайĕнче чикĕ никĕсленĕ. Патша çарĕсем чăваш территорине кăнтăр-хĕвелтухăç енчен шанчăклăн сыхлама тытăннă.
Çавăн хыççăн чăваш халăхĕ пирвай пăрахса кайнă “тискер уйсене” каялла таврăнма пуçланă, хуçалăхсем çавăрнă, çĕр ĕçне кÿлĕннĕ. Нăрваш ялĕ çав вăхăталла (1563 ç.) никĕсленме пуçланнă та ĕнтĕ. Малтанах çĕнĕ ялăн ячĕ пулман, хăйсем уйрăлса тухнă тĕп ял ятне хăварнă курăнать. Чылай вăхăт çĕнĕ ял çыннисем кивĕ ялта шутланнă, парăмсене те ĕлĕкхи вырăнтах тÿленĕ пулĕ. Çавăнпа та ĕнтĕ “Еншихсене” чылай вăхăт тĕп ял çыннисемпе пăтраштарнă, “Тимяшевские чуваши” тенĕ. Енĕш Нăрваш ялне Тимешпе (Тăвайпа) арпаштарнă. Çапла çĕнĕ ял ячĕ çирĕплениччен чылай вăхăт иртнĕ. Çакна каламалла. Тимеш ялĕсем татах та пулнă. Йĕпреç районĕнче Вырăс Тимеш, Тутар Тимеш тата Чăваш Тимеш ялĕсем пур. Вĕсем Октябрьти революциччен Пăва уесне кĕнĕ. Нăрваш тата Тăвай ялĕсене никĕслекенсем çав ялсенчен килмен-ши? Хальлĕхе паллă мар-ха.
Чăвашсем хушшинче вырăссем те пурăнма кăмăл тунă, хăйсен уйрăм ялĕсене çĕкленĕ. Тăвай районĕнче тăватă вырăс ялĕ. Чăвашсен хушшине хăçан тата ăçтан килсе ларнине эпир пĕлсех каймастпăр-ха. Ун пирки “Енĕш Нăрваш. Ял историйĕ” (Шупашкар, 2005) кĕнекен авторĕсем çапла ăнлантараççĕ. Нăрваш Кушкă ялне Мускавран пуç янă боярсен ушкăнĕ пуçарса янă имĕш.
Историрен эпир пĕлетпĕр ĕнтĕ, 1698 çулта I Петĕр патшана хирĕç стрелецсем пăлхав çĕкленĕ. Унта боярсен ушкăнĕ те хутшăннă. Патша пăлхава хаяррăн путарнă: нумайăшне çакса вĕлернĕ, пуç янă. Боярсене те хĕрхенмен. Авторсен шухăшĕ тăрăх, боярсен пĕр ушкăнĕ вара чăвашсен хушшине пырса çитнĕ пулать, ял йĕркелесе çĕнĕ пурнăçпа пурăнма пуçланă. Анчах та “боярсем” ыр çынсемех пулман иккен, Нăрваш халăхне “мăшкăлласа-хĕсĕрлесе пурăннă, выльăхĕсене тыта-тыта кайнă, килти-çуртри япалисене, тырри-пуллине çаратнă-вăрланă, ана-çаранĕсене юриех таптатнă”, тенĕ кĕнекере. Апла пулсан, Нăрваш Кушкăна çеç мар, Тăвай районĕнчи ытти вырăс ялĕсене те – Мучара тата Кĕршене – çĕрме пуянсем пуçарса янă теме пулать.
Анчах çак шухăш (версии) ĕненмеллех мар. Пирĕн ÿсĕмре вĕсене боярсен йăхĕсем тесе никам та асăнман, вĕсен кун-çулĕсем те çĕрме пуянсен йышĕнчен тухнине аса илтермеççĕ, тăванлăхĕ те Мускавпа çыхăнни курăнмасть. Боярсем йĕркесĕр, вăрă-хурахла пурăннине ĕненес килмест. Килсе вырнаçнă халăхсем пуян çынсемех пулманни курăнать. Стрелецсен пăлхавĕ пулнăранпа 3–4 ăру ĕмĕрĕ иртнĕ пулсан та кушкăсем хăйсем чаплă ăру, тепĕр тĕрлĕ каласан, аристократи шутне кĕнине манас çук, ун çинчен йăхран йăха пĕлтерсе пынă пулĕччĕç.
Çÿлерех асăннă “Чăваш АССР историйĕ” кĕнекере урăхларах ăнлантарнă. Сĕве уесĕнчи 1565–1567 çулсенчи кантур кĕнекисенче (”писцовые книги”) çырнă тăрăх (ун чухне Атăлăн сылтăм çыранĕ енчи чăвашсем Сĕве уесне кĕнĕ), вырăн-вырăнпа чăвашсем хушшине Хусан ханлăхĕнчен ирĕке тухнă вырăссен ушкăнĕсем пырса ларнă. Вĕсен ана çĕрĕсем юнашар пулнă. Апла пулсан, хальхи Тăвай районне кĕрекен вырăс ялĕсен çыннисем Мускавран пуç янă боярсем мар, юнашарти Хусан ханлăхĕн тыткăнĕнчен хăтăлнă çынсем пулнă пулĕ? Историксем тĕпченĕ тăрăх, Хусан феодалĕсем пĕрмаях вырăс çĕрĕсем çине тапăнса кĕнĕ, çынсене пинĕ-пинĕпе тыткăна илсе кайнă. XVI ĕмĕрĕн çурринче Хусан ханлăхĕн тыткăнĕнче çĕр пин ытла вырăс асапланнă. Ханăн Хусан тавра сарăлса выртнă çĕрĕсем çинче тыткăна лекнĕ вырăссем тата ирĕксĕр илсе пынă чăваш, мари, удмурт тата мордва хресченĕсем ĕçленĕ. Иван ĕмпÿ çарĕ тутарсене çĕнтернĕ хыççăн вĕсем ирĕке тухнă. Хĕн-хуртан хăтăлнă вырăссем вара Атăлăн сылтăм енчи сăртлă вырăнсенче пурăнакан чăвашсем хушшине киле-киле вырнаçнă тесен, ăнланмалларах.
Паян пире хăш халăх ăçтан килсе ларни ытлашши интереслентермест. Вăл ыйтусене хуравлассине историксене хăварăпăр. Чăвашсен ялĕсемпе вырăс ялĕсем халĕ пĕр тăван пек туслă пурăнаççĕ, пĕрле ĕçлеççĕ, çамрăксем пĕрлешсе хутăш çемьесем те çавăраççĕ. Пирĕншĕн пур халăх та пĕр тан.
Ун чухнехи патшалăхра халăхăн кун-çулĕ йывăр пулнă. Нумай хура-шур тÿссе ирттернĕ хăйĕн ĕмĕрĕнче нăрвашсем те. Феодализмла, капитализмла тата социализмла формацисем пĕрин хыççăн тепри улшăннă. Юлашкинчен каллех капитализма таврăннă. Ял пуçланнăранпа Раççейре 38 патша, 6 Генеральнăй секретарь тата 4 президент ылмашăнма ĕлкĕрнĕ.
Ял-йышăн пурнăçĕ вара кăшт та самайланман. Патшасем халăх кун-çулне çăмăллатас тесе тăрăшман та. Вĕсем феодалсене, дворянсене тата капиталистсене çеç хÿтĕленĕ, хресченсене пусмăрласа пуяс йĕрке çирĕпленсе пынă. 1861 çулта II Александр патша крепостнăйсене ирĕклĕх пама кăларнă саккун та хресченсене çăмăллăх кÿмен, вĕсен помещиксен çĕрĕ çинче çав-çавах ĕçлемелле, пысăк куланай тÿлемелле пулнă.
Йывăр пурнăçа чăтаймасăр хресченсен пăлхавĕсем çĕкленнĕ. С.Разин тата Е.Пугачев ертсе пынă чи пысăк пăлхавсем влаçсене чылай кисрентернĕ. Унта чăвашсем те хастар хутшăннă.
Арçынсем çамрăк çулсене салтакра ирттернĕ, империализм вăрçисенче патшалăха тăшмансенчен хÿтĕленĕ. Акă, 1812 çулта Отечественнăй вăрçă пулнă. Кăçал пĕтĕм çĕр-шыв Бородино хирĕнчи çапăçăвăн 200 çулхи юбилейне паллă турĕ. Наполеон çарне хирĕç çапăçма Енĕш Нăрвашран та чылай çамрăк кайнă, паттăрлăх кăтартнă, французсен узурпатторне Парижа çитиех хăваланă.
Тăван çĕр-шывăн 1941–1945 çулсенчи Аслă вăрçинче совет халăхĕ фашистсене çапса аркатнă, Европăна иккĕмĕш хут ирĕке кăларнă. Берлинри рейхстаг стени çинче нăрвашсем те алă пусса хăварнă.
Акă, Йăлăмкасра пурăнакан вăрçă ветеранĕ Василий Иванович Иванов (Ивак), шофер пулнăскер, хăйĕн студебеккерĕпе Хĕвеланăç Украинăран Кавказ тăвĕсем патне çити чакса кайнине йывăррăн аса илет. Унтан çĕнтерÿпе Берлина çитнĕ, моторне рейстаг çумĕнче сÿнтернĕ.
Тайма пуç вăрçă участникĕсене фашизм чуралăхĕнчен хăтарнăшăн! Çĕнтерÿ пысăк çухатусăр пулмасть. Ял-йышăн нумай ывăлĕ-хĕрĕ вăрçă хирĕнчен киле таврăнайман. Вĕсен паттăрлăхне çĕнĕ ăрусем нихăçан та манмĕç. Вĕсене асăнса лартнă палăксем умĕнче Çĕнтерÿ кунĕ ĕмĕр сÿнми çулăм çутĕç, чечексем хурĕç. Совет влаçĕн çулĕсенче çĕр-шыв вăйланса, çирĕпленсе пынă. Акăлчансен премьер-министрĕ пулнă Черчилль каланă тăрăх, суха пуçлă çĕр-шывран эпир атомпа усă куракан çĕр-шыв пулса тăнă. Тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хут совет космонавчĕ Юрий Гагарин çĕкленнĕ. Виççĕмĕш космонавт вара – чăваш халăхĕн паттăр ывăлĕ, Шуршăл каччи, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ ята илме тивĕç пулнă Андриян Николаев. Вăл космоса кайса килнĕренпе 50 çул çитрĕ. Унпа эпир чикĕсĕр мухтанатпăр.
Мăнаçлăн сарăлса ларать паян Енĕш Нăрваш ялĕ Канаш хулипе Тăвай хушшинче. Тепĕр çултан вăл 450 çул тултарать. Паллă юбилей. Тараватлă нăрвашсем ял историйĕпе тивĕçлипе мухтанаççĕ. Талантлă çынсенчен ял-йыш иксĕлми пуян. Кам кăна тухман пулĕ вĕсен хушшинчен: чăваш правительствин пуçлăхĕ, министрсем, паллă писательсем, артистсем, композиторсем, художниксем, журналистсем, Чăваш педагогика университечĕн ректорĕ, паллă ученăйсем, çар офицерĕсем тата ыттисем те.
Чăвашсен паллă просветителĕ Иван Яковлевич Яковлев 1903 çулта Енĕш Нăрвашра уçнă икĕ класлă шкул çамрăксене тĕлĕнмелле вăйлă çунат хушнă, çĕр-шывшăн кирлĕ специалистсем пулма вăй-хăват панă.
Ман ÿсĕмре ачасем тăрăшнипе туса лартнă шкул, пысăк пулсан та, пур вĕренекене те йышăнайман. Унта аслăраххисем çеç пĕлÿ илнĕ. Пуçламăш классем валли вара урамăн тепĕр енче пĕчĕк йывăç çуртсем туса лартнăччĕ. Унта пĕрремĕшĕнчен улттăмĕш класс таран вĕреннĕ.
Астăватăп-ха. Картиш варринче пĕр пĕчĕк çурт ларатчĕ, ăна “гауптвахта” тетчĕç. Мăкаç Санькки, Сталинград вăрçинчен аманса килнĕскер, вăрçă вăхăтĕнче военрукра ĕçленĕ, вăл аслă классенче вĕренекенсенчен тÿрех вăрçа юрăхлă салтаксем хатĕрлесе кăларасшăн пулнă. Çар ĕçне тăрăшса вĕрентнĕ. Шкул ачисем хушшинче çирĕп дисциплина тытма тăрăшнă. Çавăнпа та итлемен ачасене гауптвахтăна хупса хурать, тетчĕç. Хăратнă пулĕ ĕнтĕ.
Ялти шкул вĕренекенсемшĕн – иккĕмĕш кил. Ачасем икĕ хутлă çуртра вĕренеççĕ. Унта тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ илеççĕ, нумайăшĕ вĕренĕве вĕçлесен харпăр хăй суйласа илнĕ отрасльте ĕçлесе палăрать. Чăваш Патриархĕ тутарнă çурт халĕ таврари пуян музейсенчен пĕри шутланать.
1914 çулта хута янă кивĕ чиркÿ ĕçлеме пăрахнăранпа чылай вăхăт иртнĕ ĕнтĕ. Ял-йыш тăрăшнипе темиçе çул каялла ялта çĕнĕ чиркÿ туса лартрĕç.
Эпĕ астăвасса, ялта фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлетчĕ. Иван Андреевич Андреев фельдшер унта ĕмĕрĕпе заведующире тăрăшрĕ. Халĕ пысăк çуртра амбулатори уçнă. Тĕп врач чирлисене квалификациллĕ пулăшу парать. Кашни килте хăйă е краççын вырăнне электричество çунать. Пÿртсене çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтаççĕ. Хальхи çамрăк çемьесем çуртсене кирпĕчрен тата икĕ хутлă хăпартаççĕ. Хуралтăсен тăррине шуçпа е шиферпа витеççĕ. Вăрçă умĕн ялта пĕр полуторка пулнă. Ăна та пулин вăрçа ăсатнă. Шоферсене, Иллепе Николай Кузнецова, ял-йыш паттăрсем вырăнне хурса асăнатчĕ. Халĕ вара машинăсемпе тракторсем, комбайнсем ялта чылай. Механизаторсемпе шоферсем те çителĕклĕ. Асфальтлă урамсем нумайлансах пыраççĕ. Çĕнелет, капăрланать Енĕш Нăрваш. 450 çул историшĕн нумаях та мар. Ял-йыш ĕмĕтсемпе пурăнать, малалла туртăнать. Умри тĕллевсене пурнăçлас тесе ырми-канми ĕçлет. Çитес юбилейпе нăрвашсене çирĕп сывлăх, вăй-хăват сунас килет. Телейлĕ пулччăр, çемьесенче ача-пăча кĕшĕлтеттĕр, çулсерен уйсенче тухăçлă тыр-пул кашласа лартăр. Кун-çулĕсем савăнăçлă та ăнăçлă пулччăр ентешсен!

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика