Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шлак сарса хытарнă

30 октября 2012 г.

Халăх сурать, кÿлĕ пулать тенĕ майлах килсе тухнă ку. Енĕш Нăрваш ялĕнчи Николаев урамĕнче шлак тăкса 150 метр тăршшĕ çул тунă.

Тĕп урамсен шутĕнче мар ку урам, асфальт таврашĕ çитеймен унта ку таранччен, çавăнпа çынсем хăйсен шутĕнчен укçа пухса шлак сарса çирĕплетме шутланă ăна. Уйрăмах çакăншăн Александр Витальевич Герасимов нумай тăрăшнине каласа параççĕ. Зоя Васильевна Герасимова та укçа пуçтарса, ырă ĕçшĕн агитацилесе витĕм кÿнĕ, теççĕ. Ял администрацийĕ транспорт услугисемпе пулăшу панă. Унăн пуçлăхĕ Виталий Васильевич Петров унта пырсах тăнă. Владимир Гурьевич Степанов хăйĕн МАЗ машинипе тивĕçтернĕ. Малтан кирпĕч ванчăкĕсем турттарса тăкнă вăл лакăм-тĕкĕмлĕ вырăнсене. Шлак çине те кирпĕч ванчăкĕсем сарма шухăшлаççĕ май тупса. Шлака “Дорстрой” машинисем турттарнă, теççĕ. Ăна Петр Иванович Лукин бульдозерпа тĕртсе якатса панă.

Тăрăшсан, ĕç пулать авă. Тавах Турра, шлак хытрĕ, теççĕ Николаев урамĕнче пурăнакансем. Çиелтен кирпĕч ванчăкĕ те тăкса тикĕслесен тата çирĕпрех те шанчăклăрах пуласса шанаççĕ

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика