26 октября 2012 г.
Енĕш Нăрвашри “Красная Чувашия” ял хуçалăх кооперативĕн сĕт-çу ферми ĕçченĕсем хăйсен тивĕçĕсене лайăх ăнланаççĕ, çавăнпа тăрăшса, ырми-канми ĕçлеççĕ, кăтартусене лайăхлатса пыраççĕ.
Фермăна тăватă çул ĕнтĕ хăй ĕçĕнчи специалист Таисия Николаевна Федорова ăнăçлă ертсе пырать. Ун умĕн вăл сысна ферми заведующийĕнче вун ултă çул вăй хунă.
Фермăра хальхи вăхăтра тĕрлĕ ÿсĕмри 341 пуç мăйракаллă шултра выльăх усраççĕ, çак шутран 175-шĕ – сăвакан ĕнесем. Кĕтÿре ватă ĕнесене тытма тăрăшмаççĕ, вĕсене, пушмак пăрусем çитĕнтерсе, улăштарса-çĕнетсе пыраççĕ. Фермăра хура-ула йăхлă ĕнесем ĕрчетеççĕ, вĕсен ăрат пахалăхĕшĕн тимлеççĕ. Ĕнесенчен нумайăшĕ платна, пăлан пеккисем те пур. Çавăнпах ĕнтĕ сĕт аван параççĕ.
Таисия Николаевна танлаштарма цифрăсем илсе кăтартрĕ. Пĕлтĕр çапла ферма ĕçченĕсем тăхăр уйăхра 6141 центнер сĕт суса илнĕ пулсан, кăçал çав тапхăрта – 6576 центнер. Çак курăмлă хушăма, тĕпрен илсен, выльăхсен продуктивлăхне ÿстерсе пынă никĕс çинче тунă: иртнĕ çулхи январь–сентябрь уйăхĕсенче кашни ĕнерен вăтамран 3509-шар килограмм сĕт сунă пулсан, кăçал çав уйăхсенче – 3757-шер килограмм. Çамрăк пăрусем те ку вăхăт тĕлне иртнĕ çулхинчен кая мар пăхса илнĕ. Чăннипе илсен, пăруланă ĕне кăна сĕт çăлкуçĕ, хĕсĕррин пăрăвĕ те, сĕчĕ те çук. Лайăх тапраттарса пăруланă ĕне сĕтне те чылай нумайрах парать.
Çын факторĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Выльăх кам аллинче пулнинчен нумай килет. Ферма заведующийĕ акă Альбина Анатольевна Григорьева, Валентина Петровна Федотова, Ирина Лукинична Герасимова фермăра чи нумай сĕт сăваканнисем пулнине асăнчĕ. Вĕсем выльăх пăхас ĕçе тахçанах чунтан-вартан парăннă ĕçченсем, хăйсен ĕçĕнчи ăстасем. Пĕрре çеç мар тĕл пулса калаçнă эпĕ вĕсемпе, килĕсенче те пулнă. Унта та канăçсăр вĕсем, алăсене усса лармаççĕ. Выльăх кăшманĕ тухăçлă çитĕннĕ çулсенче, тракторĕ-тракторĕпе процент илнине те астăватăп асăннă дояркăсене, ăна тăванĕсемпе тата ĕçтешĕсемпе пĕрле кал-кал тасатса кĕртни те куç умĕнче. Ÿркенмеççĕ вĕсем, хастарлăхĕпе ăсталăхне хушса-пуянлатса пыраççĕ, хăйсен тивĕçĕсене тĕплĕн пурнăçлаççĕ.
Паллах, пурте вĕсенчен кăна килмест. Выльăхсене тулăх тăрантармасан, пысăк сăвăм пирки ĕмĕтленмелли те çук. “Ку тĕлĕшпе кĕтÿ пăхакансем Ю.Н.Иванов, В.В.Павлов, А.А.Иванов, А.В.Чернов ĕнесене кашни кунах симĕс курăк çине илсе тухрĕç, лайăх тăрантарма тимлерĕç”, – тет Таисия Николаевна. Калаçăвĕнчен вăл кĕтÿçĕсен ĕçĕпе кăмăллă пулни сисĕнет. Ĕнесем халĕ те кĕтÿреччĕ-ха.
Ытти чылай выльăх-чĕрлĕх пăхакан пирки те ăшшăн каласа парать. Унăн сăмахĕсенчен пĕчĕк пăрусем пăхнă çĕрте Светлана Моисеева хастар пулнине пĕлтĕмĕр. Ĕçчен хĕрарăм ушкăнĕнчи пăрушкăсем талăкра вăтамран 729-шар грамм ÿт хушса пынă иккен. Çамрăк выльăхсем сывă та тĕреклĕ, йăкăлт-якăлт пуласси вĕсене пăхаканран сахал мар килет çав ĕнтĕ.
Кĕрхи кунсенче, çанталăк ылмашăнчăк, йĕпе-сапаллă, лапраллă тăнă вăхăтсенче фермăран тислĕк илсе тухма çăмăлах мар. Витесенчен транспортер кăларнă тислĕке кунта В.В. Афанасьев кустăрмаллă МТЗ тракторпа турттарса тăрать. Выльăх-чĕрлĕх йышĕ пур çĕрте вăл сахалах мар пухăнать. Анчах фермăна тислĕк айне тумасть тракторист, вăхăтра кăларса типтерлет. Вăлах выльăхсене малтан симĕс курăкпа тивĕçтернĕ. Халĕ те утă-улăм кÿрсе панине каларĕ заведующи. Г.Н.Павлова, Л.П.Спиридонова кăнтăрлахи дежурнăйпа лаборант хăйсен ĕçри тивĕçĕсене кăмăлпа пурнăçланине те асăнчĕ.
Енĕш Нăрвашăн сĕт-çу ферми ялтан инçетерех вырнаçнă. Çавна май унта ĕçлекенсемшĕн хăш-пĕр майсăрлăхсем, кансĕрлĕхсем пур. Сăмахран, пушăрах чухне ваштах киле çитсе килме йывăр. Кунĕпех машинăпа турттараймаççĕ вĕт-ха. Çанталăк та ялан пĕр пек хăтлă тăмасть. Ĕçе вара пĕрех вăхăтра çитмелле, ниме пăхмасăр чуна парса ĕçлемелле. Выльăхсем вĕсем питĕ сисĕмлĕ, хăйсене пăхакана лайăх туйса тăраççĕ. Çакăнпа пĕрлех ферма ĕçченĕсен харпăр хăй килĕнчи ĕçсене тума та, ачи-пăчине пăхма-типтерлеме те, урокĕсене тĕрĕслеме те ĕлкĕрмелле. Çапах та ят-сума ÿкермеççĕ, алăсене усмаççĕ, хăйсене кăмăлсăрланма памаççĕ, мал ĕмĕтпе вăй хураççĕ, сахалрах тăкак туса, ытларах продукци илме тăрăшаççĕ. Çакăнпа пĕрлех сĕтĕн сутăн илмелли хакĕ ÿсессе те шанаççĕ. “Маларахри çулсенче кĕркуннехи вăхăтра пĕр литр сĕт хакĕ вун ултă-вун çичĕ тенке çитнĕччĕ. Вăл хаклăрахпа кайсан, тупăш ытларах кĕрĕ, ĕçлес хастарлăха ÿстерĕ”, – терĕç пĕр варлăн ферма ĕçченĕсем.
Хăйсем выльăх-чĕрлĕхе тутă та ăшă хĕл каçарма, туса илекен продукци хисепĕпе пахалăхне ÿстерсе пыма пулаççĕ. Çак тĕллевпе фермăра хăш-пĕр юсав ĕçĕсем пуçланнă, шыв пăрăхĕсене юсаса йĕркелеççĕ. Хальхи вăхăтра фермăра кашни ĕне пуçне талăкра вăтамран вун пĕр килограмм ытларах сĕт сăваççĕ.
Паян районта ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне паллă тăваççĕ. Уявпа Сире, выльăх-чĕрлĕх ăстисем! Çăмăл мар ĕçĕрте çитĕнÿсем, çемьере килĕшÿ, çирĕп сывлăх, телей пултăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"