Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн капиталне илнĕ

19 октября 2012 г.

Амăшĕн капиталне илнĕ

Пенси фончĕн районти управленийĕнче нумаях пулмасть амăшĕн капиталĕн 600-мĕш сертификатне пачĕç. Унăн хуçи Енĕш Нăрваш ялĕнче пурăнакан Татьяна Степановна Николаева пулчĕ.

Вĕсен çемйинче виççĕмĕш ача çутă тĕнчене килнĕ, ăна Кирилл ят панă. ПФ районти управленийĕн начальникĕ Лилия Яковлева çемьене савăнăçлă лару-тăрура саламланă. Амăшĕн капиталĕн укçи-тенки пурнăç проблемисене татса пама пулăштăр тесе ырă суннă.

Программа вăя кĕнĕренпе Тăвай енре пурăнакансен 600 çемье телейлисен йышне кĕнĕ, вĕсенчен сакăрвуннăшĕ амăшĕн капиталне пĕтĕмпех усă курса пĕтернĕ.

Аса илтеретпĕр, амăшĕн капиталне пурнăç условийĕсене лайăхлатма, ача-пăчасене вĕрентме, амăшĕн пенси укçине ÿстерме яма юрать.

Программа пурнăçа кĕнĕренпе, 2007 çултанпа, район çыннисем амăшĕн капиталне ытларах пурнăç условийĕсене лайăхлатма янă. Кредит илнине 156 çемье, пурĕ 48 миллион та 500 пин тенкĕлĕх, татнă. Амăшĕн капиталне ача виçĕ çула çитичченех илме ирĕк параççĕ кредит татнă чухне.

2007 çулта амăшĕн капиталĕ 250000 тенкĕ пулнă, 2012 çулта – 387640 тенкĕ те 30 пус. 2013 çулта ку суммăна 408900 тенке çитереççĕ.

 

Сăн ÿкерчĕкре: ПФ районти управленийĕн начальникĕ Л.Яковлева Енĕш Нăрвашри Т.Николаевана 600-мĕш сертификат илнĕ ятпа саламлать

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика