21 августа 2012 г.
Шупашкарти Калинин район администрацийĕн пуçлăхĕн О.Бирюковăн парнине çĕнсе илессишĕн кĕрешÿçĕсен турнирĕ иртрĕ çак кунсенче. Андриян Григорьевич Николаевпа Павел Романович Попович космонавтсем “Восток 3” тата “Восток 4” карапсемпе уçлăха вĕçнĕренпе 50 çул çитнине халалларĕç ăна.
Енĕш Нăрвашри вăтам шкултан 7 çамрăк хутшăнчĕ унта. Евгения Гурьева (9 кл.), Николай Гурьев (7 кл.), Константин Николаев (11 кл.) харпăр хăй ÿсĕмĕсенче çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç. Иккĕмĕш вырăна – Александра Григорьева (8 кл.), виççĕмĕшне Алексей Иванов (10 кл.), Константин Станюковпа Михаил Григорьев (8 кл.) тухрĕç.
Чи йывăр виçеллисемпе кĕрешсе Алексей Иванов (10 кл.) виççĕмĕш картлашка çине хăпарчĕ. Команда спонсорĕ “Аксар” студин генеральнăй директорĕ А.Иванов пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев Тăвай енре спортпа физкультура лайăх аталанччăр тесе чылай тăрăшать. Алексей Васильевичпа Юрий Егоровича кĕрешÿ спортне пысăк тимлĕх уйăрнăшăн та тав тăвас килет.
Çичĕ çамрăк турниртан 8 медальпе таврăнчĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"