Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тараса–палăк çĕкленчĕ

20 сентября 2011 г.

Енĕш Нăрвашра паллă вырăнсем сахал мар. Акă Спиридонов урамнех илер. Чăвашсен сăнарлă искусствине никĕслекенсенчен пĕри пулнă, чăваш халăх художникĕ, РСФСР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Моисей Спиридоновпа (1890–1981) РСФСР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Никита Сверчков çак урамра çуралса ÿснĕ. СССР халăх артистки Вера Кузьминан килĕ те Йăлăм касрах. Моисей Спиридоновичăн мăнукĕ Ольга Ильиничнапа ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Павел Меркурьевич Меркурьев вăрах вăхăт çак касра Спиридонов килĕнче пурăннă. Спиридонов урамне хирĕçех Киремет сăрчĕ, авалхи чÿк вырăнĕ. ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче кунти çырмара шыв арманĕ те пулнă, теççĕ. Йăлăмкассем тараса шывĕпе усă курнă. Çак урамри тарасана иртнĕ ĕмĕрчченех чавнă. Сакăрвуннăмĕш çулсенче унăн пурине бетон кăшăлсемпе улăштарнă, тăррине тунă. Унтанпа вăхăт иртнĕ. Пĕр-икĕ çул каялла çак касран инçе пурăнман рисовани учителĕн, I ушкăнри инвалидăн Валерий Васильевич Анисимова тарасан çĕр çийĕнчи пайне ял-йыша кăна мар, килен-каяна килĕшмелле çĕнетсе тăвас шухăш пырса кĕнĕ. Вăл эскизсем туса хатĕрленĕ, вĕсенчен чи лайăххисене суйласа илнĕ. Художника пулăшакансем те тупăннă. Пирваях Станислав Федоровпа Сергей Иванова асăнмалла. Çынсем нимелле ĕçленĕ. Валерий Васильевич çĕр çийĕнчи пурине те хăех ăсталанă. Тăррине витме аллăмĕш çулсенче туса кăларнă ашшĕ кил хуçалăхĕнчи тăм черепицăпа усă курнă. Çапла ку чухнехи илемлĕ тараса-палăк ÿссе ларнă. Унăн юман юписем çине шыв ăсма каякан Нарспипе йĕвенпе утне тытма каякан Сетнер сăнарĕсене касса кăларнă. Юпан хыçал енче чăваш халăх поэчĕн Петĕр Хусанкайăн “Эпир пулнă, пур, пулатпăр!” сăмахĕсене çырнă. Черепица çивиттин карнисне чăваш тĕррипе касса эрешленĕ. Çивитти тăрринче аякранах “Шăрчăк касси” тесе çырни курăнать. Халăхра çапла калаççĕ Спиридоновпа Сверчков урамне.

Тепĕр юпи çинче: “Кунтан паллă çынсем тухнă” тесе çырнине вулама пулать. Çапла вырăнти ăста Валерий Анисимов ял-йыш, ял тăрăхĕн администрацийĕ, хăйĕн вĕренекенĕсем пулăшнипе асăнмалăх тараса туса лартнă. Ял тăрăхĕн администрацийĕ çак пархатарлă ĕçе пурнăçлама хутшăннă пур ĕçчене те тав тунă. Пирĕн тăрăхра çавăн пек пултаруллă çынсем пурришĕн чун савăнать. Вĕт пирĕн яла тăтăшах сумлă хăнасем килсе каяççĕ, çав шутра Швецирен, Нидерландран, Балтика тăрăхĕнчен, Кузбасран, Тутарстанран, Чĕмпĕртен килсе курнă. Халĕ ку тараса тепĕр палăк вырăнне пулĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика