Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Енĕш Нăрваш çинчен – радиопередачăсем

08 июля 2011 г.

Иртнĕ эрнере Чăваш патшалăх телерадиокомпани корреспонденчĕсем Альбина Фоминапа Галина Вастрюкова ĕçлĕ тĕллевпе Енĕш Нăрваш ялĕнче пулса тĕрлĕ репортажсем хатĕрленĕ.

Чи малтанах вĕсем ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Виталий Петровпа калаçнă. Ялти вăрçăпа ĕç ветеранĕпе Василий Иванович Ивановпа тĕл пулса, унран вăрçă çулĕсен аса илĕвĕ пирки интервью илнĕ, вăл эфира тухнă та ĕнтĕ.

Енĕш Нăрваш шкулĕнчи çуллахи лагерь ĕçĕ-хĕлĕпе интересленнĕ. Ялти историпе мемориал музейĕнче унăн директорĕпе В.Петровпа чылай калаçнă. Кашни пÿлĕмри экспонатсемпе интересленнĕ. Музей ĕçне пысăк хак парса тав сăмахĕсем çырса хăварнă.

Халĕ вара Енĕш Нăрваш ялĕ çинчен хатĕрленĕ передачăсем кашни эрнерех тунтикун, ирхине 7 сехет те 28 минутра, эфира тухса пыраççĕ. Радио итлекенсем кăларăмсем килĕшни çинчен хаваспах пĕр-пĕрне каласа параççĕ.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика