Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял историйĕ çинчен спектакль

25 марта 2011 г.

“Шăпа” ятлă панă хăйсен произведенине В.Петровпа М.Арестова. Икĕ пайлă, пилĕк курăнуллă драма вăл. Енĕш Нăрваш ялĕн историйĕнче пулса иртнĕ ĕçсене тĕпе хурса çырнă ăна авторсем.
 
Ялта туй пырать. Петĕрпе (Н.Петров) унăн савнине Марука (С.Михайлова) хĕве хупма хатĕрленеççĕ. Çав вăхăтра Варук почтальонка (В.Степанова) килсе кĕрет. Петĕре, Микулана (В.Никитин), Ивана (А.Иванов), Ваççана (С.Зобов) вăрçа кайма повестка парса хăварать. Уяр çанталăкра аçа çапса тавралăха шартлаттарнăнах туйăнать çав самантра. Хаваслă кĕвĕ татăлать. Ахлатса макăрни илтĕнме пуçлать. Марукăн ашшĕпе амăшĕ, Кĕркурипе (Ю.Арестов) Анна (М.Арестова) тата Петĕрĕн амăшĕ Васса (З.Васильева) кулянма пуçлаççĕ. Хĕр çумĕсем, Татюкпа (З.Мижеева) Анюк (Н.Дмитриева) куçĕсене шăлаççĕ. Çамрăксем салтак юрри шăрантарма тытăнаççĕ. В.Осколкина, Т.Пурш, С.Иванова, М.Герасимова, В.Кошкина, Н.Григорьева, Н.Архипова вылянă туй арăмĕсен ролĕсене. Туй пуçлăхĕ (музей директорĕ В.Петров) чылайччен шухăшласа тăрать, туя вĕçлеме май килменнишĕн кулянать.
...Вăрçă пĕтнине кĕтсе илеççех ял çыннисем. Микула маларах таврăннă аманса. Иван вăрçăра матрос пулнă, вĕсем Петĕрпе Мускавра тĕл пулаççĕ, пĕрле килсе кĕреççĕ яла.
Туя пилĕк çул иртсен тепĕр хут пуçлаççĕ. Хальхинче вĕçне çитереççĕ.
Ут кĕтĕвĕ кĕтекенсене – В.Петров, А.Ванерке, Р.Лукин, А.Петров шкулта вĕренекенсем сăнарланă. Колхоз председателĕн сăнарне Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петров аван кăларнă. Вăйăçă – В.Васильев, музыкине Е.Кузнецова йĕркеленĕ, декорацине Ю.Арестов илемлетнĕ, режиссерĕ З.Васильева пулнă.
Хальхи вăхăтра спектальте вылякан çын тупма çăмăлах мар. Çакнашкал пысăк коллективпа ялти историлле пулăма сăнласа кăтартма пултарни – пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕтĕм тĕнчери театр кунне çĕнĕ постановкăпа кĕтсе илеççĕ çапла енĕшнăрвашсем.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика