Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăшă кунсене, çурхи шыв-шура хатĕрленсе

15 марта 2011 г.

Хĕлĕн хăйĕн илемĕ: юр нумай çурĕ кăçал, тавралăха, çĕре шурă кĕрĕкпе хупласа ăшăтса тăчĕ. Çав вăхăтрах вăл пÿрт-çуртсен тăррисене те, урамсене те, пĕвесемпе юхан-шывсене те чылай пухăннă. Халĕ, çанталăк ăшă енне кайса пынă май, юр ирĕлессине тимлĕхре тытни кирлĕ, çавăнпа çак ĕçе эпир те кирлĕ пек йĕркелеме палăртатпăр. Культура, сывлăх сыхлавĕ, суту-илÿ, вĕренÿ учрежденийĕсен çурчĕсен тăрринчи пăрсене катса антарсах тăраççĕ, юртан тасатаççĕ. Пĕр хутчен тасатнипе те çителĕксĕр тепĕр чухне, çавăнпа ку ĕçсене пăхса-йĕркелесех тăраççĕ. Çынсем харпăр хăй хуралтисем тăрринчи юра антараççĕ. Иртерех пулсан та, хăш-пĕрисем çурхи юр шывĕ кĕресрен сыхланса пÿрт-çуртпа хуралтăсем тавра юр уçса хатĕрлеççĕ. Ял хуçалăх производство кооперативĕнче те ку ĕçсене вăхăтра тăвĕç. Производство объекчĕсем тавра юр уçмалли сахал мар.
Хамăр территорири пĕвесене, гидросооруженисене те пăхсах тăрăпăр, вăхăт çитсен вĕсенчи ытлашши шыва кăларассипе тимлĕпĕр. Çурхи шыв ултавлă. Çавăнпа халĕ пĕвесене ялан тимлĕхре тытма çак ĕçе пĕлекен яваплă çынсене явăçтаратпăр, хамăр та айккинче тăмăпăр.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика