05 мая 2010 г.
Василий Иванович Иванов
Енĕш Нăрвашри хисеплĕ çынсенчен пĕри вăл. Василий Иванович тăтăшах ялти шкулта, музейре çамрăксемпе ирттерекен тĕл пулусене хутшăнать, хаяр вăрçă çулĕсем çинчен каласа парать.
Вăл Хĕрлĕ Çара 1939 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче кайнă. Украинăри Староконстантиново хулинче водителе вĕреннĕ хыççăн ăна 431-мĕш автополкпа Винницăна куçарнă. Чехословакири Ужгород хулинче вĕсене вăрçă пуçланни çинчен пěлтернě. Мěн вăрçă чарăничченех В. Иванов водитель фронт валли машинăпа çар хатěрěсем турттарнă. Çěнтерěве Берлинта кěтсе илнě, рейхстага кěрсе курнă. Паттăр салтак службăран 7 çул çурăран тин киле таврăннă. Фронтовик Хěрлě Çăлтăр орден, медальсем илме тивěç пулнă.
Василий Иванович коллективлă хуçалăхра завхоз пулса , унтан 30 çул Канашра пушар чаçĕнче ĕçленĕ.
90 çултан иртнĕ ветеран кил тĕрĕшри ĕçсене тăвать, хурт-хăмăр, кроликсем ĕрчетет