31 декабря 2021 г.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче, Совет влаçĕ çĕнтернĕ хыççăн, пирĕн çĕршывра тĕрлĕ юлташлăхсем тума пуçлаççĕ. Вĕсенчен чăн анлă сарăлни – çĕр çинче пĕрле ĕçлемелли юлташлăх ?ТОЗ/ пулнă. 1928-1929 çулсенче Аслă Пăла Тимешре те 88 гектар çĕре пĕрлештерсе юлташлăх йĕркеленĕ. Ялта 1929 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче 18 хуçалăхран тăракан Ворошилов ячĕллĕ колхоз чăмăртаннă.
Пĕрремĕш председательсем Павел Димитриевич Иноходовпа Савелий Николаевич Портнов пулнă. Чи малтан колхоза кĕрекенсен шутĕнче Василий Осипович Осипов, пĕртăван Иван, Тимофей, Савелий, Кондратий Николаевич Портновсем, Андрей Алексеевич Диомидов, Тимофей Трофимович Иванов, Александр Васильевич Васильев пулнă.1930 çул пуçламĕшĕнче Чăваш Республикине колхозсем тăвас ĕçе хăвăртлатас тĕллевпе Чулхула крайĕнчен рабочисем килнĕ. Вĕсен шутĕнче пирĕн ялта А.Шавлев рабочи пулнă, колхоз аван йĕркеленсе кайсан вăл каялла кайнă. Чăваш Республики 1929 çулхи августран 1936 çулхи декабрь уйăхĕччен Чулхула (1932 çултан Горький) крайне кĕнĕ. Шавлев кайнă хыççăн, каярахпа колхоза И.С.Измин, П.Е.Диомидов ертсе пынă. Вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайсан – 1942 çулхи хĕл кунĕсенче колхоза ертсе пыма ял çыннисем пĕр шухăшлă пулса вăрçăран аманса таврăннă В.В.Зайцева суйлаççĕ. Вăл вара Ворошилов ячĕллĕ, каярахпа пĕрлештернĕ «Победа» хуçалăха Сĕнтĕрвăрри районне куçиччен 22 çул ертсе пынă. Партин Елчĕк районĕнчи комитечĕ сĕннипе 1951 çулта Аслă Пăла Тимешри Ворошилов ячĕллĕ ял хуçалăх артелĕ Исемпелĕнчи «МОПР» тата Кушкăри «КИМ» хуçалăхсемпе пĕрлешет. Малтанласа ял хуçалăх артелĕсен Уставĕнче икĕ енлĕ бригада, уй-хир тата выльăх-чĕрлĕх бригадисем çеç çирĕплетнĕ пулнă. Вĕсен шучĕ, тата çавăн пекех бригада специализацийĕ пирки чару пулман. Пĕрлешиччен çак виçĕ колхозра 30 бригада пулнă пулсан, пысăкланнă ял хуçалăх артелĕнче 13 бригада туса хураççĕ. Вĕсенчен уй-хирĕн 5, выльăх-чĕрлĕхĕн 5, выльăх апачĕ туса илекен тата строительсен 1-ер бригадисене йĕркелеççĕ. Исемпел ял ĕçченĕсенчен йĕркеленĕ 1-мĕш бригадăна А.А.Жирнова ертсе пыма шаннă. 2,3-мĕш бригадăсене Аслă Пăла Тимеш ял çыннисем кĕнĕ ?бригадирĕсем В.Н.Диомидов тата А.П.Михайловский/, 4,5-мĕш бригадăсене Кушкă ял ĕçченĕсенчен йĕркеленĕ ?4-мĕш, 5-мĕш И.П.Баринов, бригадăсене П.А.Сорокин ертсе пынă/. Выльăх апачĕ туса илекен бригадăн ертÿçине С.А.Рыбкина, строительсен бригадине С.Н.Рыбкина çирĕплетнĕ. Хуçалăхра çĕнĕ отрасльсем туса хунă май, производствăра кирлĕлĕхне шута илсе, пахча çимĕçпе сад бригади те çирĕплетеççĕ.
Аслă Пăла Тимеш ял çыннисем Аслă Пăла юханшывĕ хĕррипе тата ялăн хĕвел тухăç енче авалтанпах пахча çимĕç çитĕнтернĕ. Кунта помидор, хăяр, купăста, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр уйрăмах ăнса пулнă. Ялти ватă çынсем юханшыв хĕррипе арбузпа дыня та ăнса çитĕннине аса илеççĕ. Вĕсен тухăçĕ яланах питĕ лайăх пулнă.
Пăла кукăрĕнчи çил арманĕсенчен хĕвел тухăç еннелле, яла Исемпел енчен пырса кĕнĕ чух сулахай енче, пĕр тăваткал километрлă çĕр лаптăкне колхоз пахчи валли уйăрса панă пулнă. Вăл вăхăтра хальхи ГЭС çурчĕпе Наçта çырми хушшинче Эслентер кÿлли те пулнă-ха, унта лашасене шыва кĕртмелĕх те шыв тăнă. Пурăна киле кÿлĕ типсе ларнă. Çак пысăках мар çĕр лаптăкĕ çинче тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтернĕ. Шăвару ĕçĕнче «Чигирь» текен установкăпа усă курнă. Ăна ялăн хĕвел тухăç енчи хальхи С.П.Козлов хуçалăхĕ хыçĕнчи кĕрпе арманĕ çумне вырнаçтарнă пулнă. «Чигирь» – лаша вăйĕпе усă курса шыв хăпартакан агрегат. Пĕр е пар лаша çаврашкапа утнăçемĕн шăллă передачăсем урлă пысăк кустăрмана çавăраççĕ. Кустăрма çаврăннă май ун çине вырнаçнă витресем шыва ăсса илеççĕ те йывăç валашка çине тăкаççĕ. Çапла майпа шыв валашкасем тăрăх кирлĕ çĕре юхать.
Каярахпа Пăла шывĕ хĕррипе хальхи ветлечебница çуртĕнчен пуçласа ГЭС çурчĕ патне çитиччен валашка икĕ енĕпе тирексем лартса тухнă. Вĕсене лартас ĕçе пахча çимĕç бригадин бригадирĕ Герасим Константинович Константинов ертсе пынă. Хунавсене ялăн тепĕр вĕçĕнче вырнаçнă сад пахчинчи кÿлĕ хĕррипе лартнă тирексенчен касса килнĕ.
Пĕрлешсе пысăкланнă Ворошилов ячĕллĕ колхоз пахча çимĕç культурисен лаптăкне анлăлатма тата вĕсене пăхса тăма садпа пахча çимĕç бригадине йĕркелеме шут тытнă. «Пахча валли çĕр лаптăкне суйласа илесси пысăк шухăш, кун пирки йăнăшатăн пулсан пахча çимĕçрен пысăк тухăç илеймĕн, ахалех тăкак тÿсĕн», – çак шухăша мала хурса ĕçленĕ колхозниксем. Çавăнпа та пахча вырăнне суйлас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнă, тăпра пулăхлă тата айлăм вырăнта пулмалла, пахча çимĕçе шывпа тивĕçтермелле. Унсăр пуçне çурçĕр тата çурçĕр-хĕвел тухăç енчен вĕрекен çилсенчен хÿтĕленнĕ çĕр лаптăкĕ тупмалла. Çаксене шута илнĕ хыççăн колхозниксем пĕр шухăшлă пулса пахча çимĕç лаптăкне сад пахчин кăнтăр енне анлăлатма йышăннă.
Ялăн хĕвел анăç вĕçĕнчи сад пахчинчи улма-çырла йывăççисене 40-мĕш çулсем пуçламăшĕнчех лартнă пулнă. Каярахпа сад пахчи лаптăкне анлăлатса пынă. Çамрăк йывăçсене хÿтĕлеме ун тавра 3200 м тăршшĕ, 8 м сарлакăш хурăн, тирек, çăка тата акаци тĕмĕсем лартса тухнă. Сад пахчине улмуççи, груша, чие, хурлăхан, крыжовник, хăмла çырли тата çĕр çырли тĕрлĕ сорчĕсене лартнă. Çимĕç йывăççисене шахмат йĕркипе, йывăçсем хушшине 10 м, ытларах пайне 7 м хăварса лартнă. Çакăн пек йĕрке йывăçсен хушшине механизаци вăйĕпе усă курса кăпкалатма тата им-çам сапма май панă.
В.ПЛОТНИКОВ.
Источник: "Елчĕк Ен"