Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чыс та мухтав паттăр-амăшне

10 декабря 2021 г.

Чыс та мухтав паттăр-амăшне

Самана улшăнсах пырать. Ку вăл пурнăçăн саккунĕ. Çур ĕмĕр каярах ялти çемьесенче 5-9 е 10 ача пулни никама та тĕлĕнтермен. Хальхи вăхăтра мăшăрсем нумай ача çуратасшăн мар. Виççĕллисене йышлă ачаллă çемьесен шутне кĕртеççĕ. 62 çул каялла çемье чăмăртаса 10 ачана пурнăç парнеленĕ амăшĕпе паллаштарас тетĕп сире, хаклă вулаканăм.

Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи Елена Жестянкина 80 çулхи юбилейне уявлама хатĕрленет. Вăл 1941 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче Кивĕ Арланкасси ялĕнчи Василипе Александра Ильинсен çемйинче кун çути курнă. Лена ят панă ăна. Çичĕ пĕртăванран иккĕшĕ чире пула çамрăклах пурнăçран уйрăлнă. Çĕршывра вăрçă кĕрленĕ тапхăр никама та иртĕнсе ÿсме паман. Ленăн та ачалăхĕ çăмăл килмен. Шкулта лайăх вĕреннĕ пулсан та çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн аслисемпе пĕрле çанă тавăрса колхозра вăй хума тытăннă. Хастарлăхĕпе палăрнă пикен хĕр ĕмĕрĕ вăрăма пыман. Салтакран таврăннă кÿршĕ ял каччи Николай Жестянкин Кивĕ Арланкассине тăванĕсем патне кайсан чипер пикене тÿрех асăрханă. Пĕрремĕш тĕл пулăвах çамрăксен чĕрисенче вĕри туйăмсем çуратнă. Хурăн пек яштака пÿ-силлĕ, çĕмĕрт пек хура куçлă Лена ĕнерхи салтака Нарспи евĕр хÿхĕмĕпе тыткăна илнĕ. Канăçне çухатнă каччă нумай шутласа тăман, юлташĕсемпе хĕре вăрласа килнĕ.

Жестянкинсен, ку вăхăтри ытти çынсенни пекех, пĕчĕк йывăç пÿрт пулнă. Унта Николайăн амăшĕ тата аппăшĕн ывăлĕ пурăннă. Çамрăксем кунта та хăйсене телейлĕ туйнă.

«Ĕçлесен ĕç пулать», – текен каларăша лайăх ăнланнă çамрăк мăшăр. Çĕнĕ кине сад бригадине ĕçлеме чĕнсен хаваспах килĕшнĕ ÿркенмен арăм. Николай трактористра вăй хунă. Часах çемьене çĕнĕ кайăк вĕçсе килнĕ. Жестянкинсем пĕрремĕш ывăлне Юрий ят хунă. Унтан Антонина, Александр çуралнă. Йыш хушăнса пынă май çурта пысăклатма тăрăшнă харсăр мăшăр.

1965 çулта вĕсем пура пураласа çĕнĕ çурт лартнă. Кунта Люба, Сергей, Вениамин, Николай, Владимир, Леонид, Марина кун çути курнă. Ачисене ÿсме тивĕçлĕ услови туса парас тесе кил хуçисем çурта анлăлатнă. Сак тулли ача-пăчана тĕрĕс-тĕкел, сывă ÿстерес тесе тимленĕ çĕрте, паллах, Елена Васильевнăн хунямăшĕн тÿпи те пысăк пулнă. Килне кин кĕртнĕ чухне 49 çулта кăна пулнă-ха Виркка аппа. Питĕ килĕштерсе пурăннă вăл кинĕпе. Çамрăк та каярахпа хăйне ырăпа тавăрнă. 91 çула çитиччен пурăннă Виркка аппа.

Пултарулăхне кура Елена Васильевнăна почтальонкăна чĕннĕ. 20 çул пĕр улшăнмасăр тăрăшнă вăл çак ĕçре. Çак тапхăрта мĕн чухлĕ юр, пылчăк ашман-ши? Ку вăхăтра пĕр-пĕр çемье 7-8 тĕрлĕ хаçат-журнал çырăнса илнĕ.

– 1200-шер издани валеçме тиветчĕ, – аса илет Лена аппа.

Темиçе çул хушши унăн сăн ÿкерчĕкĕ районти Хисеп хăми çинче тăма тивĕçнĕ. Хисеп, Тав хучĕсене çулсеренех илсе пынă хастар почтальонка.

Нимĕн те тăваймăн, пурнăç кал-кал пынă çĕртенех такăнма тытăннă. Йывăр ĕçе пула Николай мăшăрĕ чирлеме пуçланă. Çавăнпа та унăн трактор çинчен анма тивнĕ. Вара ялти больницăра, лавккара кочегар тивĕçĕсене пурнăçланă. Ку вăхăтра ашшĕне ывăлĕсем пулăшу аллине тăснă ĕнтĕ.

Николай Терентьевич пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. 10 ачапа тăрса юлнă хĕрарăм куççульне пытарса малаллах талпăннă. Çăкăр пулсан çемье тутă пулассине ăнланса ялти пекарньăна ĕçлеме куçнă. Ачисем пĕрин хыççăн тепри анлă пурнăç çулĕ çине тухса пынă. Ывăлĕсем пурте Тăван çĕршыв умĕнчи салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Хăйсене килĕшекен профессие алла илсе çĕршыва усă кÿме пуçăннă. Кам кăна çук-ши Жестянкинсен туслă çемйинче: химик-технолог, повар, инженер, учитель, каменщик, шофер, электрик, строитель, бухгалтер. Кашнийĕшĕ çемьеллĕ, ача-пăчаллă, кил-çуртлă е хваттерлĕ. Пурте ытлă-çитлĕ пурăнаççĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă. Сергей ывăлĕн ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. 39 çулта чухне аварие лексе вăхăтсăр леш тĕнчене куçрĕ. Пысăк çухату амăшĕн сывлăхне аванах хавшатрĕ. Ачисен юратăвĕ ун чухне питĕ вырăнлă пулчĕ ăна.

Хальхи вăхăтра Лена аппа кĕçĕн ывăлĕн, Леонидăн, çемйипе пĕрле пурăнать. Вăл Мускава ĕçлеме çÿрет. Мăшăрĕ Тоня «Победа» ОООра склад заведующийĕнче тăрăшать. Вăр-вар та пултаруллă хĕрарăм пур ĕçе те ĕлкĕрет, тĕплĕ тăвать. Ял хуçалăх академине пĕтерсе агроном профессине алла илчĕ вăл. Килĕшÿллĕ çемьере виçĕ ывăл çитĕнет.

Тăрăшуллă хуçасем кил-çурта çĕнетсе, аслăлатса хулари пекех условисем йĕркеленĕ. Икĕ хутлă, капмар çуртра пĕр тăвансем, вĕсен ачисем пуçтарăнсан пурин валли те вырăн çителĕклĕ. Чи хăтлă та чаплă пÿлĕм вара – хаклă та ытарайми амăшне, асламăшне, кукамăшне, сăпайлă хунямăшне.

Сакăр теçетке çула çитсе пыракан Елена Васильевнăн пÿлĕмĕнче «Ача амăшĕ-героиня» орден сумлă вырăн йышăнать. 40 çул ытла ĕç стажĕ пухнăран вăл «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ.

– Ватлăхра ачасемпе, мăнуксемпе савăнатăп. Вĕсем лайăх пăхаççĕ мана. Çакă чи пахи, – тет харсăр хĕрарăм. – Вăхăтĕнче çĕр çывăрман каçсем мĕн чухлĕ пулман-ши? Халĕ вара чунра канлĕх, ырлăх хуçаланать.

Çирĕп кăмăллă, хитре сăн-питлĕ, хĕр чухнехи пекех яштак пÿ-силлĕ хĕрарăма кинеми теме чĕлхем те çаврăнмасть. Матурлăхне çухатман вăл.

– Аннесен кунĕнче ирех шăнкăрав параççĕ. «Елена Васильевна çакăнта пурăнать-и?», – тесе пĕр çын пырса кĕчĕ. Ытам тулли чечек çыххи тыттарчĕ, – савăнăçне пытараймарĕ амăшĕ.

Савăнмасăр майĕ те çук. Кермен пек кил-çурт, ăна мăнукĕсен янăравлă сассисем тултараççĕ, ывăлпа, кинĕпе шăкăл-шăкăл калаçса чуна пусараççĕ. Картишĕнче ĕне, ытти выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, чăх-чĕп те йышлă. Кану кунĕсенче, уявсенче Жестянкинсен умĕнче çăмăл машинăсем шăкăрин лараççĕ. Амăшĕн ăшши ачисене, 18 мăнукне, 6 кĕçĕн мăнукне тăван киле пуçтарать. Кил хуçи хĕрарăмĕсем тараватлăн кĕтсе илеççĕ, кинĕ тулăх сĕтел хатĕрлет. Лена аппа хăнасене парнесем хатĕрлеме юратать. Кашнине хăй çыхнă нускисемпе савăнтарать. Амăшĕ пуçарнă çепĕç те ăшпиллĕ калаçу чылайччен тăсăлать вара…

З.ПОРТНОВА

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика