08 октября 2021 г.
Çĕнĕлĕхсене алла илессине малти вырăна хуракан, çакна кура сулмаклă производство кăтартăвĕсене çывхартакан «Победа» ООО пирки каласа кăтартмалли тупăнсах тăрать. Ял хуçалăх производствинче ĕçлекенсен професси уявĕ умĕн, пушшех, çаксем пирки аса илме кăмăллă пуласса шута илсе эпир редакци тĕпелне сахал яваплă общество директорне Николай Головина чĕнтĕмĕр.
– Николай Александрович, эсир ертÿçĕ тилхепине алла илнĕренпе – 16 çул хушшинчи тапхăрта «Победăри» ферма çурчĕсем шав çĕнелсе пыраççĕ. Районта никамран малтан ĕнесене ятарлă залра сума тытăнтăр. Çапла майпа ĕç условийĕсене çăмăллатсах пыратăр. Нумаях пулмасть тепĕр çĕнĕ вите çĕкленсе ларчĕ. Унта та пĕтĕм ĕçе механизациленĕ.
– Пирĕн пĕтĕм ĕç ял çыннин куçĕ умĕнче. Çак çулсенче 7 витене, пĕрин хыççăн тепĕрне тĕплĕ реконструкци туса çĕнĕ условисенче ĕçлеме хатĕрлесе çитерме пултартăмăр. Унсăр пуçне тата, никĕсрен пуçласа вĕр çĕнĕ 3 вите хута ятăмăр. Пĕрне, 2017 çулта хăпартса лартнине, пăрулаттаракан уйрăм валли уйăртăмăр. 2019 çулта вара харăсах 400 пуç сăвăнакан ĕне вырнаçакан «ăслă» оборудованисен пĕтĕм комплектне вырнаçтарнă çĕнĕ йышши вите ĕçе кĕчĕ. Виççĕмĕш, нумаях пулмасть хута кайни, 200 пуç вырнаçакан пăру вити. Хамăр каланă сăмах çине тăтăмăр, ăна черетлĕ хĕл тапхăрĕ пуçланиччен – 2 уйăхра хута яма пултартăмăр. Инвестици проекчĕн хакĕ – 22 миллион тенкĕ. Ку чухне строительство материалĕсем йÿнĕ пулманнине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Апла пулин те пĕр тенкĕ кивçене кĕмесĕр пĕтĕм тăкака хамăр укçа-тенкĕрен саплаштарма вăй çитертĕмĕр.
Çапла пулма вара – фермăри ĕçсене çĕнĕлле йĕркелеме пире вăхăт хăй хистет. Унсăрăн малашлăх, аталану çул-йĕрĕ тĕтреллĕ. Фермăри тухăçлăха ÿстерес тесен ĕç условийĕсене тивĕçлĕ шайра йĕркелесси чи кирли пулса тăмалла. Паянхи çамрăксенчен нихăшĕ те ĕлĕкхи условисенче ĕçлеме килĕшес çук. Эпир ялан çакна шута илетпĕр.
– Эсир суйласа илнĕ тĕп çул-йĕр – выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси. Хăтлă витесем кашни çул ытларах та ытларах ĕне выльăхпа тулнине курса тăратпăр. Унсăр пуçне, вĕсене хĕл кунĕсенче тăрантарма çирĕп апат никĕсĕ хывса хăваратăр. Çак ĕçре те пахалăхлă продукци туса илмелли çĕнĕ меслетсемпе анлăн усă курма тăрăшатăр.
– Çулталăк тăршшĕпе – куллен укçа ĕçлесе илме май паракан выльăх-чĕрлĕх отрасльне тивĕçлĕ шайра аталантарассине малтанхи вăхăтранах татăклăн палăртни тĕрĕс утăм пулчĕ тесе, халĕ çирĕплетсех калама пултаратăп. Унсăрăн ун чухнехи авăр тĕпне путнă хуçалăхăн шăпи хальхи пек пулас çукчĕ, паллах.
Кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне фермăра 1194 пуç мăйракаллă шултăра выльăха, çав шутран 340 пуç сăвăнакан ĕнене шута илнĕ. Малашлăхри ĕмĕтсем тата пысăкрах – сăвăнакан ĕнесен кĕтĕвне 600 пуçа çитересси. Çакă пурнăçланмалли тĕллев тесе шутлатăп. Анчах ку чухне паянхи условисене тивĕçтерекен тепĕр вите кирлĕ. Çакăн пирки те шухăшланă, строительство ĕçĕсене пурнăçлама пикениччен малтан кирлĕ чухлĕ чухлĕ нухрат пухса хатĕрлемелле.
Продукци туса илесси ĕне выльăха ытлăн-çитлĕн апатпа тивĕçтернинчен анчах мар, рациона мĕнле йĕркеленинчен нумай килет. Эпир вара вĕсене çулталăкăн пур тапхăрĕнче те пĕр евĕрлĕ апатпа çеç тăрантаратпăр. Пушмак пăрусен рационне анчах вĕсен ÿсĕмне кура улăштарса пыратпăр. Мĕншĕн тесен вĕсене ытлашши самăртма юрамасть – пăру туса илессинче чăрмавсем тухса тăма пултараççĕ.
Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма кăçал та кирлĕ таран утă-сенаж, силос хывса хăварнă. Вĕсен пахалăхне лабораторире тĕрĕслеттернĕ.
– Ĕçĕрсем ăнса пынине кăтартусем те уççăнах çирĕплетсе параççĕ. «Победа» сахал яваплă общество пĕр ĕнерен сĕт туса илессипе районта анчах мар, республикăра та темиçе çултанпа малтисен ретĕнче. Ÿсĕмсен вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши;
– Производствăпа экономика кăтартăвĕсем çулран çул ÿссе пыни яваплăха тата ÿстерет, çирĕпрех тĕллевсене пурнăçлама хистет. Кăçалхи кăтартусем пирки чарăнса тăрас пулсан та, отчетлă 9 уйăхри тапхăрта 1601 центнер ?иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 13 процент ытларах/ аш-какай, 22802 центнер, çав вăхăтринчен 1176 центнер ытларах, сĕт туса илтĕмĕр. Пĕр ĕнерен 6806 килограмм сĕт сунă. Мăйракаллă шултăра выльăхсем пĕр талăкра 960 грамм ÿт хушнă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, çак кăтартусем те самай курăмлă.
2020 çулта пĕр ĕнерен 8900 килограмм сĕт сунă пулсан, отчетлă 2021 çулхи кăтартăва 9000 килограма çитересси – ума илнĕ çирĕп тĕллев. Урăхла пулма та пултараймĕ. Пирĕн пушшех, паянхи пурнăç ыйтнине туллин тивĕçтерекен фермăра ĕçлекенсен, çывхартнă кăтартусемпе лăпланма та, каялла чакма та ирĕк çук. Аталану çулĕпе çирĕппĕн шав малалла утăмламалла.
Ÿсĕмсен вăрттăнлăхĕ пирки ыйтнине те кĕскен хурав паратăп. Сăвăнакан ĕнесен кĕтĕвне çĕнетсе пырассине малти вырăна хуратпăр. Çакна шута илсе кĕтĕве кашни çул çĕнĕ пушмак пăрусене 30-35 процентран кая мар хутăштаратпăр. Паллах, çирĕп йĕркене пăхăнса ĕçлени – ĕнесене хĕлĕн-çăвĕн 3 хутчен суни тата пахалăхлă апатпа туллин тăрантарни те продукци туса илесси çине пысăк витĕм кÿрет. Кăçал та çынран çÿллĕ ÿссе çитĕннĕ 149 гектар çинчи кукурузăн 9 гектарне çапса тĕшĕлени те ахальтен мар. Кукуруза вăрлăхĕпе эпир темиçе çултанпах шăпах сăвăнакан ĕнесене тăрантарнă – рациона йĕркеленĕ çĕрте усă куратпăр. Вăл ĕне выльăха вăй парать, продуктивлăха ÿстерме пулăшать. Фермипе илсен, хальхи вăхăтра та кулленхи сăвăм 24 килограмм ытла. Хăш-пĕр ĕнесен пултарулăхĕ тата пысăкрах.
– Выльăх-чĕрлĕх отрасльне çÿллĕ шайра йĕркелесе пынипе пĕр вăхăтрах тĕш тырă туса илессипе те япăх мар ĕçлесе пыратăр. Техника паркĕ те çав тери пуян. Кашни çул темиçе миллион тенкĕлĕх техника туянатăр.
– Кăçалхи çанталăк условийĕнче кашни гектар пуçне 32 центнер тыр-пул алла илме пултарнине тивĕçлипе хаклатăп. Хальхинче ял хуçалăх организацийĕсенче тĕш тырă сахалрах туса илнине кура сутлăх хак та пысăкрах. Апла пулин те эпир ăна сутса пуйма шутламастпăр, выльăх çăварĕ урлă кăларни тата ытларах тупăш кÿме пултарнине ăнланатпăр. Унсăр пуçне, паллах, малтан вырăнта ĕçлесе пурăнакан халăха тырăпа туллин тивĕçтертĕмĕр.
Кирлĕ техника çителĕклĕ таран пулни выльăх апачлĕх культурăсене те кĕске вăхăтра пухса кĕртме май пачĕ. Хамăра усă курма кирлĕ хальхи йышши пĕтĕм техника пур пирĕн. Пĕр харăс 15-шер тонна сенаж вырнаçакан прицепсемпе усă курни те ĕçе нумай хăвăртлатма пулăшать. 1 сехетре 100 тонна сенаж хатĕрлеме ĕлкĕретпĕр. Утта та 2-3 кунра пухса кĕртетпĕр. Выльăх апачĕ хатĕрленĕ вăхăтра механизаторсем ирхине 3 сехетрех ĕçе пикенеççĕ. Çак йăла пирĕн патăрта унчченех йăлана кĕнĕ. Мĕншĕн тесен ирхи сывлăмпа хатĕрленĕ выльăх апачĕн пахалăхĕ пысăк пулнине пĕлетпĕр.
Ял хуçалăх техникине вара кашни çул вăй çитнĕ таран çĕнетсе пыратпăр. Кăçалхи çак вăхăтчен те 15 миллион тенкĕ ытла тÿлесе 8 единица тĕрлĕрен техника туянтăмăр.
– Николай Александрович, ял хуçалăхĕнче тата продукцие тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен професси уявĕ çывхарнă май хăвăр ĕçченсен ячĕпе тата мĕн каланă пулăттăр;
– Тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх фермисенче вăй хуракансене, отрасль ветеранĕсене кĕр мăнтăрĕпе килекен професси уявĕ чун-чĕререн саламланине йышăнма ыйтатăп. Çирĕп сывлăх, ăнăçу, çемьере телей пултăр пурин те, малашнехи ĕçре те пĕрле пулар.
Светлана АРХИПОВА калаçнă.
Источник: "Елчĕк Ен"