09 июля 2021 г.
Пурнăçа тĕрлĕ ирттерме пулать: панă куна тĕлсĕр-йĕрсĕр вĕçлеме е кашни саманта, сехете тĕллевпе, ĕçпе илемлетме.
Кушкă ялĕнче пурăнакан ĕçчен те тавçăруллă Петр Васильевич Хмелев çинчен те каласа кăтартас килетех.
Петя колхозниксен çемйинче çуралса ÿсрĕ. Ашшĕ – Василий Васильевич хăй вăхăтĕнчи Ленин орденлă «Победа» колхозри паллă шофер. Ку çеç те мар, пăхаттир пек вăйлăскер, Акатуйсенче, тĕрлĕ ăмăртусенче кĕрешсе çĕнтеретчĕ. Шел, нихăçан чир-чĕр мĕн иккенне пĕлменскер, тăрук чĕрепе аптăраса пурнăçран уйрăлчĕ вăл. Амăшĕ – Валентина Александровна ветеринара вĕреннĕччĕ, хăй ĕçĕпе нумай ĕçлемерĕ, малтан фермăра пăрусем пăхрĕ, кайран мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен дояркăра тăрăшрĕ. Ачисене ура çине тăратма çăмăл пулмарĕ ăна, юрать-ха пăянамăшĕ пулчĕ. Мĕнле йывăр пулсан та икĕ хĕрарăм никамран пулăшу йăлăнса çÿремерĕç, ачисене тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшрĕç. Виçĕ ывăл: Володя, Коля тата Петя ачаран ĕçпе пиçĕхсе ÿсрĕç. Шкулта та, урамра та хăйсене йĕркеллĕ тытрĕç, учительсем те вĕсене ырăпа аса илеççĕ. Володя Çĕнĕ Шупашкар хули çывăхĕнче çурт хăпартнă – çемйипе унта пурăнать. Коля ялта, выльăх-чĕрлĕх усрать, севок çитĕнтерет. Петя вара хăйĕн хресчен /фермер/ хуçалăхне йĕркелесе яма теветкелĕх çитернĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех вăл тетĕшĕсем пекех уроксем хыççăн фермăна амăшне пулăшма çÿрерĕ, хирте уйăрса паракан пайсене çум курăкран тасатма, пахчаçимĕçе пухса кĕртме хутшăнчĕ, килти выльăх-чĕрлĕхе пăхрĕ. Урăхла каласан, ял çыннин ĕçне мĕн ачаран витĕр пĕлсе ÿсрĕ. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăнах çамрăк ялти уйрăм хушма хуçалăхсенчен сĕт пуçтарса çу заводне леçме пуçларĕ. Пĕр вăхăтрах Чăваш патшалăх университетне филологи факультетне вĕренме кĕчĕ. Унтан ăнăçлă вĕренсе тухса алла диплом илчĕ. Учитель шалăвĕ пысăк мар, унпа арçынна килти хуçалăха тытса пыма кансĕр, çавăнпах пулĕ колхоза ĕçе вырнаçрĕ.
Шкулта вĕреннĕ чухне Петя класс ертÿçине тĕрлĕ мероприяти ирттерме тата ытти обществăлла ĕçре пулăшатчĕ: концерт хатĕрлеме, ытти шкулсенчи ачасемпе тĕл пулу йĕркелеме. Халь вара ял çыннисене уявсене шеп ирттерме пулăшать, футбол вăййисене, кĕрешÿ тупăшăвĕсене хутшăнать.
Пултаруллă çамрăка ял халăхĕ анчах мар, районти ертÿçĕсем те асăрханă. Часах ăна «Кушкă» ЯХПК ертÿçи пулма суйларĕç. 26 çулхи çамрăк хăрамасăрах хăй çине пысăк тивĕç илчĕ. Ертÿçĕ пулма çăмăл мар. Петр Васильевича тата йывăртарах пулнă, мĕншĕн тесен ун умĕнхи ертÿçĕ Николай Иванович Бакин халăх асĕнче пысăк авторитетлă, лайăх специалист пулса юлнă. Çамрăк пĕтĕм вăйне хурса ĕçе кÿлĕнчĕ. 21-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕ çĕршыври халăхшăн пăлхануллă тапхăр пулчĕ. Заводсемпе фабрикăсем йĕркеллĕ ĕçлейменнипе ял хуçалăх техники çитмерĕ. Пур тракторсемпе комбайнсем вара кивелсе çитнĕ. Ытти çĕршывсенче туса кăларнă çĕнĕ йышши техникăсене туянма укçа-тенкĕ пулманни ура хунă. Хăш-пĕр районсенчи хуçалăхсенче суха тăвайман тĕслĕхсем те сахал мар пулнă, чылай çĕр лаптăкне акса та хăварайман. Çав çулсем епле йывăр килчĕç пулсан та Петр Хмелев ертсе пынă «Кушкă» хуçалăхра пĕр çул та хирсем акăнмасăр юлмарĕç. Уй-хирте çитĕннĕ тыр-пула çухатусăр алла илме те пултарнă. Фермăри выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма утă-улăмне, сенаж-силосне те кирлĕ таран хатĕрлесе хăварнă.
Петр 2007 çулта авланчĕ, ялти ĕçчен те хитре хĕрпе Надежда Зайцевăпа çемье çавăрчĕ. Мăшăрĕ экономист специальноçне алла илни те ĕçе ăнăçлă йĕркелесе пыма пулăшрĕ. Халăх шанăçĕ çулсерен ÿссе пычĕ, ăна пурте пĕр шухăшлă пулса ял Совечĕн, каярахпа район депутачĕ пулма суйларăмăр. Ĕçри тивĕç нумайланнине кура вăл хăй ирĕкĕпе председательтен пăрахрĕ. Хăй ĕçне йĕркелесе ячĕ – халăхран сĕт пуçтарассипе тимлерĕ. Темиçе çултан Кушкăри пĕрлешÿллĕ хуçалăх та саланса кайнă хыççăн ватă çынсем ытларах пурăнакан ялта малашне пай çĕрĕсемпе епле усă курас ыйту çивĕч тухса тăчĕ. 2019 çулта П.Хмелев фермер пулса тăнă хыççăн лару-тăру уçăмланчĕ. Уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансем хăйсен пай çĕрĕсене фермера арендăна парасси çинчен килĕшÿсем çирĕплетрĕç. Ку вăхăтра Петр Васильевич банкран кивçен укçа илсе тĕрлĕ техника туянчĕ, çапла майпа машинăпа трактор паркне çĕнетрĕ. Тахçан колхозра мастерской вырнаçнă çурта илсе унта ĕне, сурăх усрамалли витесем хута ячĕ, 10 ытла ял çыннине яланхи ĕç вырăнĕ туса пачĕ.
Хальхи вăхăтра П.Хмелев фермер 400 гектар çĕр лаптăкĕпе усă курать. Çав шутра тыр-пул – 300 гектара яхăн, ытти – выльăх апачлĕх культурăсем. Фермăра сăвăнакан 35 ĕне, 10 ытла пăру, 35 пуç сурăх тытаççĕ.
Малаллине хаçатра вулама пултаратăр
Светлана БАРИНОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Кушкă ялĕ
Источник: "Елчĕк Ен"