Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн тăрăхри окопсем

14 мая 2021 г.

Сăр тата Хусан тăрăхĕсен хÿтĕлев чиккин историйĕ, чăваш халăхĕн паттăрлăхĕ, вĕсен пархатарлă ĕçĕ пирĕн халăх асĕнче ĕмĕр-ĕмĕр упранĕ.

Кушкăра пурăнакансем те вăрçă нушине чылай астивнĕ. Чылайăшĕ республикăри халăхпа пĕрле кар тăрса витĕр шăннă çĕре чавса окопсем тунă çĕре хутшăннă, фашистсем кунталла та çывхарас пулсан танксен çулне пÿлме хатĕрленнĕ. Вăй питти арçынсем вăрçа тухса кайнă. Ялта хĕрарăмсем, ватăсем тата ачасем тăрăшса ĕçлесе Çĕнтерĕве куллен çывхартнă.

Пĕр урамра пурăннă Нина Пыркина вăл вăхăта куççульпе аса илетчĕ:

– Мана тата ытти ял çыннисене окоп чавма илсе кайни асран тухмасть. Шартлама сивĕ тăратчĕ. Эпир, урана та çĕтĕк çăпатасем анчах тăхăннăскерсем, витĕр шăнаттăмăрччĕ. Шăн çĕре лумпа тата пуртăпа таккаса чаваттăмăр. Манăн тете юнашар пулни мĕн пур йывăрлăха çĕнтерме пулăшатчĕ.

Тăшман Мускав патне çывхарма пуçласан пирĕн тăрăхра та фашистсене хирĕç çапăçмалли окопсем чавнă. Ĕçпе вăрçă ветеранĕ М.Ф.Мышкин /1908-1984/ çакăн пирки каласа панăччĕ пĕринче. Кушкăра окопсем 3 вырăнта пулнă. Пĕри халĕ П.Мышкин, В.Зайцев пурăнакан хуçалăхсен ани вĕçĕнче пулни паллă. Эпĕ ача чухне çав вырăнсем аванах палăратчĕç. Эпир унта вăрçăлла та вылянă /иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен пуçламăшĕ/. Халĕ вара вăл вырăнта тип-тикĕс çерем ешерет. Ял çумĕпе иртекен юхан шыв хĕрринче пысăк çĕр пÿрт тунине те калатчĕç. Халĕ вара, вăхăт иртнĕçемĕн, утрав çинче чăтлăх евĕр йывăç-тĕм ÿсет.

Иккĕмĕш окопа П.Трофимов тата П.Тарасов хуçалăхĕсем çумĕнче чавнă, виççĕмĕш – стадион вырăнĕнче. Тÿпенелле кармашакан тирексем шăпах çак айлăмра ÿсеççĕ, историне упраççĕ тейĕн.

Маларах асăннă пулăмсем пирки халĕ чылайăшĕ пĕлмеççĕ те пулĕ. Анчах та пирĕн историне манас марччĕ, мĕн пĕлнине çамрăк ăрăва каласа пĕлтерсех пырасчĕ.

Ю.ГОРДЕЕВ.
Кушкă ялĕ.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика