Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăюлăх кăтартнă

07 мая 2021 г.

Хăюлăх кăтартнă

Вăрçă кĕрлевĕ чарăннăранпа 76 çул çитрĕ. Ветерансен шучĕ те самаях чакса пырать. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхне кĕрекен ялсенче халĕ пĕр вăрçă ветеранĕ те тăрса юлман. Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче ял тăрăхĕнчи пĕртен-пĕр участник, 100 çултан иртнĕ Тихон Табаков та çĕре кĕчĕ.

Çапах та пирĕн, хальхи вăхăтра пурăнакансен, вăрçăра пуçĕсене хунă тата мирлĕ тапхăрта пурнăçран уйрăлса кайнă вăрçă ветеранĕсене манма юрамасть, вĕсен паттăрлăхĕ малашлăхра та пирĕншĕн, килес ăрусемшĕн тĕслĕх пулса тăмалла.

Эпĕ те Çĕнĕ Арланкасси ялĕнче пурăнакан Зинаида Николаевна Артемьева /манăн инке, Кавал хĕрĕ пулнă/ каласа панине тĕпе хурса, вăл упранă документсемпе паллашса унăн ашшĕ, Николай Смирнов /сăн ÿкерчĕкре/ çинчен çырса пĕлтерес терĕм.

Н.Смирнов 1917 çулта Кавал ялĕнче хресчен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ чи малтан колхоза кĕрекенсен йышĕнче пулнă. Ялта пĕрлешÿллĕ хуçалăх 1930 çулта йĕркеленĕ. Николай Кавалти 7 çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ чухнех комсомол ретне тăнă. 1934 çулхине шкул пĕтерсен Кивĕ Эйпеç ял Совечĕн секретарĕ пулма çирĕплетеççĕ ăна. Ку тивĕçе вăл Хĕрлĕ Çар ретне тăричченех пурнăçланă.

1939 çул. Хĕсмет вырăнĕ – Украинăри Крюков хули. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан малтанхи кунсенчех вăл хаяр вут-çулăм танатине лекет. Ун чухне сержант 102 стрелковăй дивизин 41 полкĕнче хĕсметре тăнă пулнă, отделени командирĕ. Июль уйăхĕнче Украина çĕрĕ çинче пынă пĕр хаяр çапăçура вăл аманать. Сочи хулинчи 2116 номерлĕ госпитальте 4 уйăх сипленнĕ хыççăн Çурçĕр Кавказ фрончĕн 57 стрелковăй дивизин 633 полкне яраççĕ: взвод командирĕн пулăшаканĕ пулса вăрçăри биографине малалла тăснă. Кунта тепĕр хут аманнăскере Грузири Боржоми хулинчи 1456-мĕш госпитале вырнаçтараççĕ. Тепĕр çапăçура каллех аманать. Çавна май малашне строевой службăна юрăхлă мар тесе Кавказ леш енчи фронтăн 16 уйрăм ĕç батальонĕн взвод командирне уйăрса лартаççĕ.

Вăрçă вĕçленсен Н.Смирнова Кавказ леш енчи 101 уйрăм артиллери-пулемет полкне куçараççĕ. Отделени командирĕ унтанах 1945 çулхи ноябрь уйăхĕнче демобилизаци йĕркипе Тăван çĕршыва таврăнать. Вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ентеше Хĕрлĕ Çăлтăр, II степень Отечествăлла вăрçă орденĕсемпе, медальсемпе наградăланă.

Николай Федоровича, çар тумне хывнă-хывманах, каллех ял Совечĕн секретарĕ пулма шанаççĕ. Яваплă, пултаруллă, ĕçе тĕплĕ тунине шута илсе-и – ăна çур çултанах «Комбайн» колхоз председательне суйлаççĕ.

1949 çул пĕтĕмлетĕвĕпе колхоз Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх куравĕн Дипломне тивĕçет, ертÿçине тепĕр çулхине «Ĕçри хастарлăхшăн» медальпе чыслаççĕ. Хуçалăх тилхепине 1950 çулхи март уйăхĕччен тытса пырать Николай Федорович, малалла – Кивĕ Эйпеç ял Совечĕн председателĕ. 1960 çулта вăл ертсе пыракан коллектив куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялава илме тивĕçлĕ пулать.

1961-1977 çулсенче сад пахчинче бригадирта вăй хунă. Пултаруллă çын пултаруллах çав, «çĕнĕ» ĕçре те палăрнă: «Пахча çимĕç культури туса илекен чи лайăх ăста» ята тивĕçнĕ.

Тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ должноçра тимленĕ пулин те, обществăлла ĕçсенчен те пăрăнман вăл. Яланах халăхпа пĕрле курма пулнă ăна.

Николай Федорович мăшăрĕпе Дарья Даниловнăпа 6 ача çуратса ÿстернĕ, вĕсене пурнăç çулĕ çине тăратнă. Хальхи вăхăтра вĕсен 17 мăнук, 35 кĕçĕн мăнук.

Н.Смирнов 2000 çулхи февраль уйăхĕнче пурнăçран уйрăлса кайнă.

Инесса АЛЕКСАНДРОВА.
Кушкăри вăтам шкул,
11 класс.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика