29 января 2021 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура 2020 çулта тĕрлĕ отрасльсенче пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç. Хальхинче калаçу çулсемпе пурăнмалли çурт-йĕр, территорисене хăтлăлатассипе, вĕренÿ тытăмĕн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă, уйрăммăн илсен, ачасене вĕри апатпа тивĕçтерессине мĕнле йĕркелени тавра пычĕ, çулталăкри спорт мероприятийĕсене тишкерсе хак парасси те тĕп вырăнта пулчĕ.
Район администрацийĕн капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Николай Петров федераци шайĕнчи «Хулан хăтлă хутлăхне йĕркелесси» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ĕçе кĕнĕ пĕлтерĕшлĕ объектсемпе паллаштарчĕ. Патшалăхран уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе усă курса Аслă Елчĕк ялĕнче халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса мĕн чухлĕ ĕç тунă! Çакна тивĕçлипе хакламалăх та пур: таçтан тăсăлакан кану паркĕнче пластикран тунă çĕнĕ хоккей коробки, спорт оборудованийĕсем вырнаçтарнă – пурĕ 3828,4 пин тенкĕлĕх.
Унсăр пуçне, обществăлла инфраструктурăна аталантарас тĕллевпе вырăнсенчи пуçару никĕсĕ çинче йĕркеленĕ 34 проект, 16134,400 пин тенкĕлĕх пурнăçа кĕнĕ. Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине паллă тума хатĕрленнĕ вăхăтра 53 ялта стела вырнаçтарнă, территорисене хăтлăлатнă, кану вырăнĕсем йĕркеленĕ.
Çул-йĕр хуçалăхне тытса тăма уйăрнă укçа-тенкĕпе /34234,9 пин тенкĕ/ усă курса Елчĕк – Курнавăш /2 çухрăма яхăн/ автомобиль çулне, ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи /пурĕ 6 çухрăм/, Елчĕкри Мир урамĕнчи нумай хваттерлĕ çурт территорийĕнчи çул-йĕре юсанă. Аслă Таяпа ялĕнчи 3 урамра /2 çухрăма яхăн/ çул сарма тытăннă.
Елчĕкри кирпĕч завочĕ çывăхĕнчи свалка пулнă вырăна /8882,8 пин тенкĕлĕх/ рекультиваци тунă.
Районти 4 çамрăк çемьене, ялта ĕçлесе пурăнакан 2 çамрăк специалиста, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă 7 тăлăх ачана пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшнă.
Вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Чернова каласа кăтартнинчен çакна пĕлме пулчĕ: хальхи вăхăтра районти шкулсенче вĕренекен 1636 ачана кунне икĕ хутчен вĕри апатпа тивĕçтерессине йĕркеленĕ. 1-4-мĕш классенче вĕренекенсене шкулта тÿлевсĕр апатлантарма 2020 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2 629 400 тенкĕ субсиди уйăрнă. Çак вăхăт тĕлне районти 11 шкулта 1-4-мĕш классенче вĕренекен 598 ача шутланнă. Тÿлевсĕр апат хакĕ малтан 52 тенкĕ те 6 пуспа танлашнă, кăçалхи январĕн 21-мĕшĕнчен – 55 тенкĕ те 20 пус. Унсăр пуçне, район администрацийĕн ятарлă хушăвĕпе килĕшÿллĕн, сывлăх тĕлĕшпе хавшакрах ачасене икĕ хутчен тÿлевсĕр апатлантарассине, килти условисенче вĕренекен сусăр ачасене апат хакне компенсаци шучĕпе саплаштарассине йĕркеленĕ, нумай ачаллă çемьесенчи /5 е унтан та ытларах ача/ вĕренекенсем те палăртнă таран çăмăллăхсемпе усă кураççĕ.
А.В.Игнатьев ячĕпе хисепленекен «Улăп» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн инструктор-методисчĕ Петр Смирнов спорт çулталăкне пĕтĕмлетнĕ май çак тапхăрта тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем пурĕ 32 хутчен иртнине палăртрĕ. Çавăн пекех район спортсменĕсем республика пĕлтерĕшлĕ ăмăртусене /16 хутчен/, Атăлçи федераци округĕнчи /4/, Раççей шайĕнчи /3/ ăмăртусене хутшăннă.
Ял тăрăхĕсем хушшинче 14 енĕпе йĕркелекен спорт ăмăртăвĕсен Спартакиада ирттересси йăлана кĕнĕ. 2020 çулта, коронавирус чирне пула, ăмăртусене 6 енĕпе анчах ирттернĕ пулин те, çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Пĕрремĕш вырăнта – Елчĕк ял тăрăхĕ, иккĕмĕш – Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ, вăл 2019 çулхи Спартакиада çĕнтерÿçи те. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ – виççĕмĕш вырăнта.
Светлана АРХИПОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Аслă Пăла Тимеш, Елчĕк тата Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене – Юрий Алексеевпа Алина Смирновăна, Сергей Солина кубоксемпе Хисеп хучĕсем парса чыс тунă самант.
Источник: "Елчĕк Ен"