26 декабря 2020 г.
Чăваш Енре «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн регионти 7 проекчĕ пурнăçланать. Вĕсем пирĕн районта пурнăçа мĕнле кĕрсе пыни пирки эпир районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕпе Надежда Урковăпа калаçрăмăр.
– Надежда Викторовна, «Сывлăх сыхлавĕ» проект пирки мĕн палăртма пултаратăр?
– Малтанхи медицина пулăшăвĕ памалли çул-йĕр пирки чарăнса тăрас пулсан, 2020 çулта Чăваш Енре пуçламăш звенона аталантарас тесе калама çук пысăк тĕллевлĕ ĕçсем пурнăçланă. Республика çĕнĕ модельлĕ поликлиникăсем йĕркелес пилотлă регион йышне чи малтан кĕчĕ. 20 ытла поликлиника ĕçе «перекетлĕ технологи» мелĕпе йĕркелерĕ.
Республикăра кашни виççĕмĕш ФАП çĕнелчĕ. Пирĕн районта 23 фельдшерпа акушер пунктĕнчен 13-шĕ хальхи йышши, модульлĕ. Кăçал Çĕнĕ Арланкассинче 3228094,40 тенкĕлĕх çĕнĕ ФАП туса лартнă. Ун валли 243127,26 тенкĕлĕх хальхи йышши оборудовани туяннă.
Районти тĕп больницăн территорине хăтлăлатас тĕллевпе 3989,57 пин тенкĕлĕх тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Çавăн пекех терапи уйрăмĕнче 6814,2 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Çурт фасадне çĕнетсе, унта поликлиникăпа стационар уйрăмĕсем кĕреççĕ, строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Çавăн пекех васкавлă медицина пулăшăвĕ парас енĕпе автомобильсен паркĕ çĕнелчĕ. Больницăн пурлăхпа техника никĕсне пуянлатса кăçал 38 пульсоксиметр, 5 виçе, 50 штук автомат тонометр, лаборатори холодильникĕ туяннă.
– Наци проекчĕн тĕп кăтартăвĕ вилеслĕхе чакарасси тетпĕр пулин те, усал шыçăпа тата чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе вилекенсен йышĕ çав-çавах пĕчĕк мар…
– Çакна шута илсе регионти наци проекчĕсенчен иккĕшĕ шăпах çак чир-чĕре хирĕç кĕрешесси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Çавна май пирĕн тĕп задача – диспансеризацие тата профилактика тĕрĕслевĕсене вăхăтра ирттересси. Чир-чĕре шăпах малтанхи тапхăрта тупса палăртни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси, сиенлĕ йăласенчен хăтăласси, харпăр хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшасси пуриншĕн те кулленхи норма пулса тăма тивĕç.
Усал шыçăсем пирки калас пулсан, республикăра ку енĕпе 22 онкокабинет ĕçлет. Пирĕн патăмăрта та пур вăл. 2019 çулта Канашри территорисем хушшинчи медицина центрĕнче усал шыçă чирĕсемпе кĕрешме пулăшакан центр хута кайнă. Çакăн пек центрсем йĕркелени пациента 7 ĕç кунĕнче тĕплĕн тĕрĕсленме тата тĕрĕс диагноз илме пулăшать.
– Паян цифра, телемедицина пирки нумай калаçаççĕ. Çак облаçре мĕнле те пулин çĕнĕлĕхсем пур-и?
– Паллах. Пĕрлехи цифра контурне йĕркелесе медицина организацийĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеççĕ, цифра технологийĕсемпе платформа йышăнăвĕсем ĕçе кĕреççĕ. Районта телемедицина аван аталанать. Кăçал информаципе телекоммуникаци комплексĕн видеоконференцийĕ урлă пациентсене сĕнÿ-канашсем парассине ĕçе кĕртнĕ.
Компьютер техники те тăтăшах çĕнелет. Юлашки çул кăна пуçламăш звеносен ĕçĕн пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе 27732,60 тенкĕлĕх 9 штук веб-камерăпа колонкăсем, 4736438 тенкĕлĕх 98 компьютер тата 3 МФУ туянтăмăр. Регионти цифра контурĕн пĕрлĕхне йĕркелесе çак кунсенче участоксенчи тухтăрсем валли 603356,4 тенкĕлĕх 15 мобильлĕ планшет килнĕ.
– Надежда Викторовна, квалификациллĕ врачсемпе фельдшерсемсĕр, медсестрасемсĕр пахалăхлă тата пурне те тивĕçекен медицина пирки калаçма çуках. Кадрсен ыйтăвĕ пирки мĕн калатăр?
– Чăннипех те çапла. Сывлăх сыхлавĕн курăмлă çăлкуçĕ – кадрсем. Хальхи вăхăтра тĕп больницăра 32 врач тата 126 ятарлă пĕлÿллĕ медицина ĕçченĕ шутланса тăрать. Хамăрăн специалистсене ĕçлеме тата професси ăсталăхне ÿстерме тивĕçлĕ условисем туса паратпăр. Анчах та врачсемпе медицина ĕçченĕсем çитмеççĕ. «Земство тухтăрĕ» программа пурнăçа кĕме тытăннăранпа 17 çамрăк тухтăрпа килĕшÿ çырнă. Хальхи вăхăтра вĕсенчен 11-шĕ ĕçлеççĕ. Кăçал «Земство фельдшерĕ» программăпа килĕшÿллĕн 1 фельдшера ĕçе вырнаçтарма планланă, анчах паян та ваканси пур.
Медицина кадрĕсене хамăр пата явăçтарас тесе çулсеренех тĕллевлĕ вĕрентессине ĕçе кĕртнĕ. Аслă е ятарлă вĕренÿ заведенийĕсенчен вĕренсе тухакан çамрăк специалистсене хамăр патăмăрта ĕçе вырнаçтаратпăр. Аса илтеретпĕр, «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăсемпе килĕшÿллĕн сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсене, ялсене ĕçлеме килччĕр тесе, 1 миллион тата 500 пин тенкĕ парса хавхалантараççĕ. Малтанах программа медицинăн аслă шкулĕсенчен вĕренсе тухакан çамрăксене валли кăна пулнă пулсан, халĕ вара шурă халатлă ĕçчен миçе çултине пăхмаççĕ. Çавăнпа та район халăхĕн сывлăхĕшĕн чунне парса тăрăшма хатĕр çамрăк сиплевçĕсене хамăрăн туслă коллективра кĕтетпĕр.
Сăн ÿкерчĕкре: ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ А.Салаева, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Степанов Çĕнĕ Арланкассинчи ФАПра
Источник: "Елчĕк Ен"