Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă та тÿрĕ чунлă

27 июня 2020 г.

Ырă та тÿрĕ чунлă

Июлĕн 4-мĕшĕнче Чăваш полицине /2012 çулччен – милици/ туса хунăранпа 100 çул çитет. Çăмăл мар ĕçре ят-сум çĕнсе илнĕ сотрудниксем пирки паян сăмахăмăр.
Маларах милици сотрудникĕнче, халĕ адвокатра тăрăшакан Олег Емильев пурнăçне теприне хÿтĕлес ĕçе халалланă.

Олег Петрович 1965 çулхи августăн 9-мĕшĕнче Кушкă ялĕнчи Петр Андреевичпа Елена Никоноровна Емильевсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Çичĕ ачаран /Николай, Таисия, Юрий, Галина, Нина, Олег, Ольга/ улттăмĕш пулнă Олег. Ашшĕ-амăшĕ мĕн пур ачине вĕрентсе çын тăвассишĕн, пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупма пулăшассишĕн вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнă, вĕсене пĕчĕкренех ĕç çумне çыпăçтарнă, ырă енсене хаклама хăнăхтарнă. Çемьери кашни ачан хăйĕн тĕп тивĕçĕ пулнă. Вĕсенчен пĕри те хăнăхнă ĕçе пурнăçлама хушасса кĕтсе тăман, хăйсем тĕллĕнех ĕçленĕ, аслисем ĕçрен таврăннă çĕре кил тата хуçалăх таврашĕнче тирпейлĕх хуçаланнă. Ачасем вĕренсе хăйсен кăмăлĕсене тивĕçтерекен тĕрлĕ професси суйласа илнĕ: тракторист, энергетик, милиционер, строитель, педагог, медицина ĕçченĕ… Олег вара пĕчĕкренех милици сотрудникĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Шкул хыççăн вăл 1983-1985 çулсенче Совет Çарĕн ретĕнче тăнă – служба тивĕçне Германи çĕршывĕнче пурнăçланă.

Çартан таврăнсан тĕреклĕ те вăй питти çамрăк ниçта та мар, тÿрех милици ретне тăнă – Шупашкарти патрульпе пост службин батальонĕнче тăрăшма пуçланă. Дисциплина тĕлĕшĕнчен çивĕчрен, ыттисене тĕслĕх кăтартнăран юратнă ку профессие Олег. Йĕрке хуралĕн ĕçĕ йывăр, çав вăхăтрах пархатарлă. Йывăрлăхсенчен хăраман мал ĕмĕтлĕ каччă 1987 çулта куçăмлă майпа Раççей ШĔМĕн Шупашкарти милици шкулне вĕренме кĕрет. Кунтан 1989 çултан вĕренсе тухсан ăна Улатăра ĕçлеме яраççĕ – виçĕ çул районти шалти ĕçсен пайĕнче ОБХСС уполномоченнăйĕнче тăрăшать. Экономика преступленийĕсене тупса палăртасси, ку сферăра ĕçлесси чăннипех те çăмăл мар. Сотрудниксен вăй-хал енчен тĕреклĕ пулнисĕр пуçне анлă тавра курăмлă, кăмăл тĕлĕшĕнчен çирĕп пулмалла. Çиçĕмле хăвăртлăхпа шухăшлама пĕлсе преступление «вĕри йĕр» тăрăх уçăмлатни кирлĕ кунта. Улатăрта ĕçленĕ вăхăтрах Раççей ШĔМĕн Мускаври юридика институтне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет йĕкĕт, ăна 1995 çулта вĕренсе пĕтерет.

1993 çулта шăпа милици сотрудникне Патăрьел районне илсе çитерет. О.Емильев Патăрьелĕнчи шалти ĕçсен пайĕнче ОБХСС аслă уполномоченнăйĕнче ĕçлеме пуçлать. Кунта 2000 çулччен тăрăшсан вăл тăван тăрăха таврăнать. Малтанах Елчĕк районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн кадрсен енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма шанаççĕ ăна. Тепĕр çултан – начальникăн пĕрремĕш çумĕ, криминаллă милици уйрăмĕн начальникĕ. Çак должноçсенче 2008 çулччен вăй хурать. Тивĕçлĕ службăшăн сахал мар тав сăмахне тата наградăна тивĕçет вăл. 3 степень «Тÿрĕ кăмăлпа пĕр кăлтăксăр ĕçленĕшĕн», «Службăра палăрнăшăн» медальсене, «Милици отличникĕ» паллăна, 2 хутчен Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин Хисеп хутне парса чыслаççĕ тăрăшуллă та анлă тавра курăмлă ĕçчене.

Милици ретĕнчен тивĕçлĕ канăва кайнă хыççăн Олег Петрович адвокат ĕçне никĕслет. «Мĕншĕн шăпах çак професси туртрĕ сире;» – ыйту çине вăл çапларах хурав парать:

– Чылай çул шалти ĕçсен пайĕнче ĕçленĕ хыççăн тивĕçлĕ канăва тухсан эпĕ хама ниçта та мар, адвокат вырăнĕнче куртăм, çакă маншăн чун ыйтнă ĕç пулнине ăнлантăм.

Адвокат палатинче экзамен тытса çирĕп тĕрĕсленÿ витĕр тухнă сотрудник ку ĕçре 13-мĕш çул ĕнтĕ.

– Мĕнлерех пулмалла çынна хÿтĕлекенĕн? – ыйтатăп унран.

– Саккуна çирĕп пĕлнипе пĕрлех çынлăхлă пулмалла, тĕрĕслĕхе мала хумалла, теприне хисеплеме пĕлмелле, çын нушине чун-чĕрепе туйма, шалти туйăмне курма, чунĕ патне çул тупма пултармалла, – хуравлать вăл.

Олег Петрович мăшăрĕпе Альбина Александровнăпа 2 хĕр çитĕнтернĕ. Наталья И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ илнĕ, хальхи вăхăтра провизор пулса тăрăшать. Анастасия та асăннă университетра 2-мĕш курсра строительство факультетĕнче вĕренет.

Олег Емильев ырă та тÿрĕ чунлă, çынлăхлă пулнăшăн халăх хушшинче пысăк хисепре.

Е.ПЕТРОВА

Сăн ÿкерчĕкре: О.Емильев

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика