Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерӳçĕ-салтак ятне манас марччĕ

06 апреля 2020 г.

Çĕнтерӳçĕ-салтак ятне манас марччĕ

1941 çул. Июнĕн 22-мĕшĕ. Совет халăхĕ канлĕн çывăрнă, анчах ирхи шăплăха самолётсен кĕрлевĕ, танксен хăрушă сасси татнă… Çак илемлĕ ир фашистла Германи çарĕ пирĕн çĕр-шыв çине вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ. 1418 куна пынă хăрушă вăрçă. Вăрă-хурах нумай ялпа хулана çунтарса янă, ним айăпсăр ватăсене, хĕр арăмсемпе ачасене вĕлернĕ. Çăмăл пулман пирĕн халăха. Пурте пĕр çын пек пулса, алла хĕç-пăшал тытса тăшмана хирĕç çапăçăва кĕнĕ. Кăçал, 2020 çулта, Аслă вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул çитет. Телейлĕ пурнăç туса панăшăн эпир вăрçă ветеранĕсене тата унта пуç хунă салтаксене чĕререн тав тăватпăр.

Кушкă ялĕнчен Аслă вăрçа 217 ытла çын тухса кайнă. Вĕсенчен 104 паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Вăрçă çулĕсенче кашни совет çынни фашистсене хирĕç кар çĕкленнĕ. Вĕсенчен пĕри Бакин Петр Константинович. Вăл 1920 çулта Кушкă ялĕнче çуралнă.  Петр Константинович 1939-мĕш çулта Патăрьелĕнчи педтехникумран вĕренсе тухнăскер, 2 уйăх çеç шкулта ĕçлеме ĕлкĕрет. Вăл  Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче ĕслеме пуçлать. Çав вăхăтра Европăра вăрçă пĕлĕчĕсем капланса хăпарнă. Фашистла Германи 1939 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Польшăна тапăнса кĕнĕ, иккĕмĕш тĕнче вăрçине чĕртсе янă. Çав çулхине çамрăк учителе Хĕрлĕ Çара илнĕ. Хĕрлĕ армеец Чернигов, Витебск хулисенче службăра тăнă. Ăна Омск хулинчи артиллери училищине вĕренме янă, лейтенант званийĕ парса фронта ăсатнă.

П.К.Бакин лейтенант çапăçу хирне 1941 çулхи чӳк уйăхĕнче Мускав хули çывăхĕнче кĕнĕ. Вăл танксене хирĕç çапăçакан Кутузов орденлĕ 1114-мĕш артиллери гварди полкĕнче батарея, рота командирĕ пулса тăшманпа çапăçнă. Çавăн пекех вĕсен полкĕ Сталинград патĕнчи çапăçусем вăхăтĕнче Атăлпа Дон хушшинче тăшман çарĕсен çулне пӳлсе плацдарм тытса тăнă. Вăрçăн çулăмлă çулĕпе Днепр, Десна, Прут, Неман, Буг, Тисса юхан шывĕсем урлă каçса Дунай хĕррине çитнĕ. Çак хушăра вăл нумай хутчен вилĕме куçă-куçăн пăхнă, 3 хутчен йывăр аманнă.

Уйрăмах Курск пĕкки патĕнчи юнлă çапăçусем унра тарăн йĕр хăварнă. 50 кун ытла тăсăлнă çак çапăçусем. Нимĕçсем хăйсен чи лайăх çарĕсемпе, хĕç-пăшалĕпе усă курнă. 60 тоннăллă «Тигр», «Пантера» танксемпе тапăннă.

Курск пĕккинчи пĕр çапăçура Петр Константинович йывăр аманнă, госпитальте сывалнă хыççăн çĕнтерӳ çулĕпе Польша, Чехословаки, Венгри, Югослави, Австри çĕрĕсене тăшмансенчен тасатнă. Çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн 5 хутчен Тав хучĕ илме тивĕçлĕ пулнă. Ăна орденсемпе медальсем парса чыс тунă.

Крутой Лог ятлă ял тулашĕнче пирĕн полкăн 2-мĕш батальонĕ позици тытса тăнă. Пĕр кунхине тăшман 120 танкпа, йышлă çăр пехотипе батальон вырнаçнă позици çине тапăннă. Çак хаяр çапăçу 12 сехете тăсăлнă. Тăшманăн танкĕсемпе салтакĕсене пирĕн çарсем тĕп тунă. Пирĕн енчен те çухату пысăк пулнă. Çапăçу хыççăн виçĕ çынна Совет Союзĕн Геройĕ ятне пачĕç тесе каласа паратчĕ педагог-ветеран хăй пурăннă чух. Батольонăн пĕтĕм составне орденсемпе медальсем парса чыс турĕç. Чăннипех те хастар та хăюллă, харсăр та пултаруллă  пулнипе палăрса тăнă пирĕн ентеш. Çĕнтерĕве çывхартас тесе пĕтĕм чунтан тăрăшнă. Уйрăмах Австрин тĕп хулишĕн – Венăшăн пынă çапăçусем унăн асĕнче юлнă. Паттăрлăх кăтартнăшăн «За освобождение Вены» ордена тивĕçлĕ пулнă гвардин аслă лейтенанчĕ. Будапешт хулине ирĕке кăларнăшăн «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденĕпе чысларĕç.

Çĕнтерӳ кунне Петр Константинович Бакин Дунай шывĕ хĕрринче вырнаçнă Капфенберг хулинче кĕтсе илнĕ. Çапăçу хирĕнчи сурансем паттăр салтака килне вăхăтра çитме чăрмантарнă. Вăл чылай вăхăт çар госпиталĕнче сипленнĕ. Ун хыççăн Çар училищинче пулас салтаксене вĕрентнĕ. Салтак çулĕсене утса тухнă  хăй тунă карта паянхи кун та Петр Константинович килĕнче упранать. Тăван яла таврăнсан çемье çавăрнă, хĕрĕпе ывăлĕсене пурнăçăн  анлă çулĕ çине тухма пулăшнă. Шел пулин те, Петр Константинович 2007-мĕш çулта çĕре кĕчĕ. Унăн мăшăрĕ те, Клавдия Петровна хăйĕн пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçре ирттерчĕ,  кинĕ те, Лидия Васильевна Бакина, ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçрех тăрăшрĕ.

Пирĕн телейлĕ пурнăçшăн çапăçса пуçĕсене хунă паттăр салтаксене нихăçан та манас марччĕ, вĕсен сумлă та пархатарлă ячĕсене яланах асра тытасчĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Первоисточник: МБОУ "Кошки-Куликеевская СОШ" Яльчикского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика