Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çав çулсем манăçмĕç

18 марта 2020 г.

Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистсене хирĕç 1454 çын çапăçнă, вĕсенчен 571-шĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Çав шутран Кивĕ Арланкасси ялĕнчен 95-ĕн çапăçу хирĕнче паттăрлăх кăтартнă, вăл йышран 45-шĕ тăван яла таврăнайман.

Тыл хăйне евĕр фронт пулнă ун чухне. Кашни шкул ачи, хĕрарăм, ватă тăшмана тĕп тăвассишĕн хăйĕн тÿпине хывнă. Вăрçă пуçлансан 3-мĕш кунĕнче 12 сехет тĕлне ял вĕçне лаша çилхипе пĕкĕсем çине тĕрлĕ тĕслĕ хăюсемпе илемлетнĕ лавсем пырса тăнă. Малти лав пĕкки çине «Фашизма çапса аркатар!» лозунг çакнă. Кунта вăрçа тухса каякансем, ял халăхĕ пухăннă. Вĕсен умĕнче «Комсомолия» колхоз председателĕ Леонтий Тихонов сăмах каланă:

– Пирĕн çĕршыва такам та хапсăннă: французсем те, поляксем те, самурайсем те. Халĕ ирсĕр Гитлер пире чура тума ĕмĕтленет. Ун пекки нихăçан та пулас çук. Тăшмана çапса аркатăпăр! – тенĕ вăл.

– Ютран килнĕ тăшман мăшкăлне курас çук! – кăшкăрнă фронта тухса каякансем.

Хĕрарăмсем ун чухне «çĕнĕ» ĕçсене те пурнăçланă. Анна Воронцова, Лидия Батанова, Нина Иванова тракторсемпе ака-суха ĕçне тунă. Раиса Миронова аслă конюх тивĕçне пуçăннă. Хĕрарăмсем бригадăсене, фермăсене, пушар хуралне ертсе пыма пуçланă. Пурнăç йывăр пулсан та Вера Ичанкина вĕрентекен ачасене уявсенче концертсем лартма явăçтарнă.

Кивĕ Арланкассине Донбасран, Смоленск, Харьков облаçĕсенчен эвакуаци йĕркипе ултă çемье – Тарышкинсем, Сорокинсем, Полищуксем куçса килнĕ. Ăшшăн, тăванла кĕтсе илнĕ вĕсене ял çыннисем. Ачасем те пĕр-пĕринпе хăвăрт туслашнă, пĕрлехи тĕрлĕ ĕçе явăçнă.

Ялти çамрăк арăмсем – Зинаида Ниткина, Нина Романова, Раиса Богданова, Нина Ефремова, Нина Зыкина кăкăр ачисене хăварсах 1941 çулхи шартлама хĕл сиввинче Улатăр тăрăхĕнче окопсем чавнă, вăрман каснă.

Çав çулхине çак тăрăхра стрелоксен 141-мĕш дивизийĕ йĕркеленнĕ. Унта пирĕн ялтан Гаврил Яковлева, Ефим Иванова, Трофим Веникова мобилизаци йĕркипе çара илнĕ. Дивизи Воронеж фронтĕнчи çапăçусене хутшăннă, Курск пĕккинче паттăрлăх кăтартнă. Будапешта, Прагăна, Европăри ытти хуласене фашистсенчен тасатнă.

Фронтра паттăрлăхпа палăрнисен йышĕнче Зинаида Морковкина та пур. Санитарка çапăçу хирĕнчен вуншар-вуншар аманнă салтака илсе тухса вилĕмрен çăлса хăварнă.

Аманса таврăннисем, кăштах сывалсан, каллех фронта тухса кайнă. Пирĕн урамра пурăнакансем: Вячеслав Степанов, Никандр Воронцов, Гаврил Яковлев, Иннокентий Александров йывăр сурансемпе таврăнсан нумаях та пурăнаймарĕç – вăхăтсăр çĕре кĕчĕç.

Синкер тапхăрĕ пирĕн çемьерен те айккинчен иртмен. Атте – Василий Семенович – вăрçă пуçлансан Тула çывăхĕнче Мускава тапăнса килекен нимĕçсен çулне пÿлме хутшăннă, сĕмсĕр наступленине чарса тăнă. Тăшмана тĕп хула çывăхĕнчен хăваласа янă хыççăн дивизине Сталинград енне куçарнă. Темĕнле хĕн килнĕ пулсан та атте çырусем час-часах яратчĕ-ха. Юлашки çыру хыççăн 2 уйăх та иртсе кайрĕ – хыпар çук. Анне каçсерен турăш умĕнче куççульне юхтарса кĕлĕ тăватчĕ. Почтальон çурт умĕнчен иртнине курсан аппа урама чупса тухатчĕ.

– Çук, Ксени, çук, – тетчĕ почтальон айăпа кĕнĕн. Унăн сăмахĕсем чĕрене йĕппе чикнĕн ыраттаратчĕç. Çав çулсенче хăрушă хыпарсем кашни киле çитнĕ-тĕр.

Вăрçă çулĕсенчи пĕтĕм йывăрлăх анне çине тиеннĕ. Мĕнле чăтăмлăх çитернĕ-ши вăл; Ултă ачине хăрах çунат айĕнче пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. 1942 çулхи çурла уйăхĕнче аслă ывăлне Аркадие фронта ăсатнă. Петрпа Геннадие Патăрьелти педучилищĕре вĕренме хистенĕ. Тавра курăмĕ пысăкчĕ çав аннен.

Канмалли кунсенче тетесем яла килсен нихăçан та ĕçсĕр ларман. Геннади тете хĕллехи каçсенче кăмакари вучах çутипе мана вулама, юрлама, сăвăсем калама вĕрентнине манас çук.

«Эс ăçта, – хулара-и, ялта-и,
Мĕн ĕçлен, мĕн тăван – пурпĕрех.
Çĕршыва сыхлассишĕн, юлташăм,
Çапăçу хирĕнчи пек кĕреш…» йĕркесем паян та манăçмаççĕ. Вăл вĕрентнĕ сăвăсене хурал пÿртĕнче каласа параттăм.

Тете яланах ачасем хушшинчеччĕ. Ăшă чунлă, пултаруллă учитель пуласси лайăх палăратчĕ, вăл пире хавхалантарма пĕлетчĕ. Зоя Космодемьянская, Николай Гастелло, Лиза Чайкина, Александр Матросов, Марат Казей тата ытти паттăрсем çинчен ытарлă каласа паратчĕ. Тĕрлĕ вăйăсем выляттаратчĕ. Туйпике сăрчĕ çине йĕлтĕрпе ярăнма илсе каятчĕ.

Вăрçă çулĕсенче фронта пулăшасси ял çыннисемшĕн тĕп тĕллев пулнă. Кашни çемье пус çумне пус хушса оборона фондне укçа-тенкĕ хывнă, апат-çимĕç, чăлха-нуски… ярса тăнă. Леонтий Тихонов 1200 тенкĕ куçарни паллă. Ачасем колхоз выльăхĕсене пăхнă. Тихасемпе пăрусен, сурăх путекĕсен ячĕсене хăйсемех хунă: Катюша, Пулеметчик, Партизан, Летчик тата ытти те.

…Вут-çулăмлă вăрçă çулĕпе совет салтакĕсем Берлина çитнĕ, рейхстага штурмланă. Çĕнтерÿçĕ салтаксен йышĕнче гварди сержанчĕ Аркадий Богданов та пулнă. Вăл атте-анне пиллĕхне чыслăн пурнăçланă.

Н.БОГДАНОВ,
Кивĕ Арланкасси ялĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика