18 марта 2020 г.

Кăçал çуркунне ир килнине кура кĕр тыррисене апатлантарма та маларах тухма тиврĕ.
«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕн уй-хирĕнче иккĕмĕш кун хĕрÿ ĕç шавĕ тăрать. Çак ĕçе механизаторсем çĕрле шăнтнипе усă курса, ирхине 3 сехетрех тăрса тухнине пĕлсе 2-мĕш бригадăн тăваттăмĕш уйне эпир те ирхине 5 сехетрех çитрĕмĕр.
– Хĕл ăшă килнине кура кĕр тыррисем хăйсем тĕллĕн пухнă саппаса – минераллă удобрени элеменчĕсене расхутласа çитернĕ вăхăт халĕ шăпах. Хире вăхăтлă тухма май килни çакна саплаштарма май парĕ, – терĕ председатель çумĕ Олег Карсаков.
Ирхи кÿлĕм, шăн ирĕлсе пынă май ана çинче МТЗ – 80 трактор ураписем путасран асăрханса вĕсем çумне хушма урапасем вырнаçтарни те меллĕ пулса тухнă. Минераллă удобрение МВУ-1200 йышши агрегатпа усă курса сапалаççĕ. Çак ĕçе пурнăçлама Владимир Васильев механизатора шанса панă. Удобрение турттарса килекенĕ тата ăна агрегата тултарса тăраканĕ – Василий Сусметов, Сергей Шитухин – унăн пулăшаканĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕнче 600 гектар йышăнакан кĕр тыррисемпе нумай çул ÿсекен курăксен утăлăх лаптăкне /вăл – 100 гектар/ шутлă кунсенче минераллă удобренисемпе апатлантарса хăварма ĕлкĕресси – тĕп тĕллев. Паянхи кун тĕлне çак ĕçе 200 гектар çинче пурнăçланă.
Светлана АРХИПОВА.
Сăн ÿкерчĕкре, тракториста пулăшакан Сергей Шитухин, Петр Андреев бригадир, Василий Сусметов тракторист, председатель çумĕ – Олег Карсаков черетлĕ çур аки ĕçĕсене пурнăçлама ăнăçлă хатĕрленме пултарнипе кăмăллă.
Источник: "Елчĕк Ен"