Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç çынни, тимлĕ ертÿçĕ

04 марта 2020 г.

Ĕç çынни, тимлĕ ертÿçĕ

«Победа» ял хуçалăх предприятине ăнăçлă ертсе пыракан, пархатарлă ĕçĕшĕн «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçлĕ пулнă Николай Александрович Головин ятне хальхи вăхăтра районта анчах мар, республикăра та аван пĕлеççĕ. Унăн ячĕ ял хуçалăх производствин ăста организаторĕ, чăн-чăн ĕç çынни пулнипе историе çырăнать. Йывăрлăхсенчен хăраман ертÿçĕ çĕршыв арканнă тапхăрта юхăннă хуçалăха ура çине тăратма, Совет Союзĕпе палăрнă Ленин орденлĕ «Победа» колхозăн çĕнтерÿллĕ ятне каялла тавăрма Аслă Пăла Тимеш тата Исемпел ялĕсенче пурăнакансен умĕнче сăмах панине ĕçпе çирĕплетсе парать.

Унтанпа 15 çул иртнĕ. Çак тапхăрта «Победа» ООО пĕр утăм та каялла чакман, аталану çулĕпе çирĕппĕн шав малалла утăмланă. Производство кăтартăвĕсене ÿстерсе пыни укçа-тенкĕ тупăшĕсене кирлĕ шайра йĕркелесе пыма, çĕнĕ технологисене анлăн ĕçе кĕртме май панă. Çапла майпа фермăра, уй-хирте вăй хуракансен ĕç условийĕ нумай ансатланнă, паллах, ĕç тухăçлăхĕ те ÿснĕ. Тимлĕ ертÿçĕ малтанхи вăхăтран тытăнсах ĕçлекене тивĕçлĕ шалу тÿлессине те хăйĕн тĕп тивĕçĕ вырăнне хунă.

Малтан нумай çул производствăн вăтам сыпăкри ĕçне йĕркелесе пынă – ферма заведующийĕ пулса пысăк ăсталăх пухнă директор ял хуçалăх предприятине ертсе пыма тытăннă вăхăтранах малашлăх çул-йĕре татăклăн палăртнă: сезон вăхăтĕнче çĕр ĕç культурисене çитĕнтернипе пĕр вăхăтрах выльăх-чĕрлĕх отрасльне, уйрăмах сĕт туса илессине тивĕçлĕ шайра аталантармалла. Мĕн шухăшланине пурнăçа кĕртме те пултарнă. Çав çулсенче вăйра пулнă «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн уйăракан кивçен укçапа усă курса ĕне фермине тĕпрен реконструкци тунă. Çапла майпа «Победа» ОООра ĕнесене никамран малтан ятарлă залра сума тытăннă. Банкран 17 миллион! тенкĕ укçа /ку 15 çул каялла пулнă/ илме те хăраман çирĕп кăмăллă çын. Ĕçе тата тухăçлăрах йĕркелес, çапла майпа ял çыннине фермăра ĕçлеме явăçтарас тĕллевпе ун хыççăн та темиçе витене çын тĕлĕнсе тăмалла тĕплĕ реконструкци тунă. Чун-чĕрипе ĕçе парăннă, пултаруллă ертÿçĕ хальччен мĕн тунипе лăпланса ларас пулсан-и; Çук. Иртнĕ çул та кунти фермăра паянхи пурнăç ыйтнине туллин тивĕçтерекен çĕнĕ йышши, 400 пуç ĕне вырнаçакан комплекс хута кайнă. 50 миллион! тенке кайса ларнă витери ĕçе автоматика пурнăçлать.

Юлашки çулсенче сĕт туса илессипе «Победа» ОООпа районти хуçалăхсем танлашаймаççĕ-ха. 2018 çулта кунта пĕр ĕнерен – 7854, 2019 çулта 8610 килограмм сĕт суни – пысăк çитĕнÿ.

– Кăçал çак кăтартăва 10 пин килограма çывхартмалла. Çакăн валли пирĕн хуçалăхра мĕн пур услови çителĕклĕ, ĕçри ăсталăх та пысăк, – тет Николай Александрович.

Иртнĕ çул хуçалăх кассине пырса кĕнĕ тупăшлăхăн ытларах пайĕ те сĕт туса илнипе пулнă: пурĕ 35398 пин тенкĕ, рентабельлĕх – 147 процент! Çакăн пек кăтартупа сайра тĕл пулатăн. Отчетлă тапхăрти таса тупăш пирки калас пулсан та, «Победа» ОООпа танлашакан районта урăх пулман: таса тупăш пайĕ 30383 пин тенкĕпе /рентабельлĕх – 62,5 процент/ шайлашнă.

Ял хуçалăх предприятийĕнче хальхи вăхăтра техника паркĕ те çав тери пуян. Çĕнĕ йышши ял хуçалăх машинисене туянма та çулсерен сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланине хамăр курса ĕненетпĕр.

Ĕç кăтартăвĕшĕн чун-чĕрипе хыпса çунакан директор хăйĕнчен те, ыттисенчен те çирĕп ыйтать. Çав вăхăтрах вăл çынсене ăнланма та пĕлет, пулăшма, хавхалантарма тăрăшать. Вĕсен сывлăхĕшĕн тăрăшса сиплев, кану учрежденийĕсене сипленме е канма каяссине дирекци шутĕнчен саплаштарассине йăлана кĕртнĕ.

Николай Головин – районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ, ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем ăна хăйсен старости пулма та суйланă. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнать. Апла пулин те уншăн чи кирли – юратнă ĕç, çемьери телей. Çакă – чи пысăк пуянлăх мар-и?

Редакцирен: Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа район хаçатĕнче «Чăваш Ен мухтавĕ» рубрика малашне те кун çути курĕ.

Светлана АРХИПОВА.

 

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика