Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Владимир ПУТИН: «Раççей шăпи ачасем ытларах çуралнинчен килет»

18 января 2020 г.

Владимир ПУТИН: «Раççей шăпи ачасем ытларах çуралнинчен килет»

Январĕн 15-мĕшĕнче Владимир Путин Президент Мускаври «Манеж» тĕп курав центрĕнче Федераци Пухăвне яракан çулленхи Çырупа паллаштарчĕ. Владимир Владимирович хăй çĕршыва ертсе пынăранпа 16-мĕш пулчĕ вăл. Çырăва итлеме Федераци Канашĕн членĕсемпе, Патшалăх Думин депутачĕсемпе, министрсемпе, общество организацийĕсемпе, бизнес тата массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе пĕрле Чăваш Енрен Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова хутшăннă.

Çĕршывшăн эпир миçен пулни пĕлтерĕшлĕ

Хăйĕн 1 сехет те 15 минута тăсăлнă Çырăвĕнче Владимир Путин экономикăпа, тĕнчери лару-тăрупа, Конституципе çыхăннă ыйтусене хускатрĕ, демографи ыйтăвĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Халăх ырă улшăнусем кĕтет. Президент çĕршыври демографие паянхи кун кăткăс тесе хаклать, çак улшăнусене чи малтан демографие тĕрев панинче курать, «мĕншĕн тесен Раççей шăпи эпир миçен пулассинчен, ачасем ытларах çуралнинчен, вĕсем мĕнле çитĕнсе кам пулассинчен килет». Раççейре пурăнакансен йышĕ 147 миллиона яхăн çынпа танлашать. Хальхи вăхăтра шкул ачисен шучĕ ÿссе пырать пулсан та, çуралакансен йышĕ каллех палăрмалла чакнă: ача çуратассин пĕтĕмĕшле коэффициенчĕ – пĕр хĕрарăм пуçне тивекен çуралнă ачасен шучĕ 1,5-пе кăна танлашать. Президент çак кăтартăва 2024 çул тĕлне 1,7-е çитерме тĕллев лартрĕ.

Çемьесене тĕрев кирлĕ

Ачаллă çемьесене пулăшнинчен малашлăха тата çирĕп пусăмласси килет. Ку енĕпе чылай çул ăнăçлă ĕçлесе пырать çĕршыв. Уйрăмах яслисен шутне ÿстересси тĕп вырăнта. Ку енĕпе эпир палăртнине хальлĕхе пурнăçласа çитереймен-ха. Çапах та Президент шухăшĕпе демографишĕн чи хăрушши – çемьесен пĕчĕк тупăшĕ. Шăпах ачаллă çемьесен тупăшĕ пĕчĕк. Чухăн çемьесен 70-80 проценчĕ – ачаллă çемьесем. Сахал тупăшлисене 1-мĕш тата 2-мĕш ачасемшĕн 11 пин тенкĕ ытла пособи тÿлесе тăма йышăннă. Ытти пулăшу та пур. Çакăн усси курăмлă, анчах та ача 3 çул тултарсан тупăш тăруках чакать. Çавна май 3-7 çулсенчи ачасемшĕн уйăхсерен укçа тÿлеме сĕнетĕп. Сахал тупăшлă çемьесене 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнченех çак тÿлевпе тивĕçтерме сĕнет ертÿçĕ. Кашни çын пуçне пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех тупăш тивекен çемьесене паракан тÿлев малтанхи тапхăрта 5,5 пин тенкĕпе танлашĕ. Тĕрлĕ регионта тĕрлĕ вăл, анчах та вăтамран 11,5 пинпе танлашмалла.

Амăшĕн капиталĕ ÿсет

Социаллă контракт ыйтăвне хускатнă май Владимир Путин çак контракт сахал тупăшлă çемьесене хăйсен ĕçне пуçарма пулăшмаллине палăртрĕ. Çакна хăш та пĕр регионта анчах ĕçе кĕртме пуçăннă, 2021 çулта мĕн пур регион хутшăнмалла асăннă программăна.

Амăшĕн капиталне 2026 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тăсассине çирĕплетнĕ май çак тÿлевпе /466617 тенкĕ/ пĕрремĕш ача çуратакан çемьесене те тивĕçтерме палăртни ырă та çĕнĕ хыпар пулчĕ. Çак йĕрке кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Президент шухăшĕпе ку та сахал-ха – вăл Амăшĕн капиталне тата 150 пин тенкĕлĕх пысăклатма сĕнчĕ. Çапла вара икĕ ачаллă çемьесем илекен Амăшĕн капиталĕн виçи 616617 тенкĕпе танлашĕ, ăна çулсерен индексацилĕç.

Пуçламăш шкулсенче 1-4-мĕш классенче вĕренекенсене тÿлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтермеллине каларĕ ертÿçĕ. Шкулсенче тивĕçлĕ инфратытăм йĕркелессине 2023 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурнăçламалла.

Бюджет вырăнĕсенче пĕлÿ илччĕр

Ачаллă çемьесене пулăшмалли мерăсен витĕмĕ курăмлă – шкул ачисен шучĕ пысăкланать. Çавăнпа та шкулсенче çĕнĕ вырăнсем кирлĕ. Çĕнĕ шкулсем тумалла, вĕрентÿ инфратытăмĕпе тухăçлă усă курмалла. Çав шутра – шкулсенче цифра технологийĕсене аталантарса. Çакăнпа пĕрлех педагогсен професси шайне ÿстермелле – çакăн валли те укçа-тенкĕ уйăрмалла. Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса класс ертÿçисене хушма тÿлев – уйăхсерен 5 пин тенкĕрен кая мар тÿлессине вăя кĕртмелле.

Çитес çулсенче шкул пĕтерекенсен шучĕ пысăкланассине /çитес 10 çуллăх варринче шкул ачисен шучĕ 19 миллион пулĕ/ кура аслă шкулсенче тÿлевсĕр вĕренмелли вырăнсене упраса хăвармалла, пысăклатмалла. Ку енĕпе чи малтан регионсенчи аслă шкулсен тĕлĕшпе тимлĕх пысăкрах пулмалла – çамрăксем хăйсен тăван тăрăхĕнче пĕлÿ илме пултарччăр. Ăста та пахалăхлă врачсем, инженерсем, педагогсем çитмеççĕ – яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç вырăнтах бюджет вырăнĕсенче пĕлÿ илччĕр.

Пурнăçăн вăтам тăршшĕ ÿсмелле

Раççейре çыннăн пурнăçĕн вăтам тăршшĕ 73 çулпа танлашать халĕ. Малашне ăна тата ÿстерме майсем пур. Çакă медицина пахалăхĕ ÿссе пынипе те тÿррĕн çыхăннă.

Медиксене, уйрăмах ялсенче пурăнакансене, çурт-йĕрпе тивĕçтересси тĕп тĕллев. Медицина специальноçĕпе вĕренмелли бюджет вырăнĕсене çамрăксене тĕллевлĕн йышăнассипе çыхăннă тата ытти çивĕч ыйтăва татса памалла.

Поликлиникăсенчи черетсене чакармалли, пăшăрхантаракан ытти пулăм тавра ĕçлемелли пирки те каларĕ. Фельдшерпа акушер пункчĕсен тытăмне йĕркелесе çитернĕ пулсан та вĕсен тĕлĕшĕпе çыхăннă çитменлĕхсене татса памалли ыйту чылай.

Макроэкономика кăтартăвĕсем

пирки сăмах пуçарнă май Владимир Владимирович ку енĕпе курăмлă ĕçсем тата ăнăçусем пуррине палăртрĕ. Хаксем малтанхи пек хăвăрт ÿсменни куç кĕрет. Инфляци пĕлтĕр 3 процентпа танлашнă – палăртнинчен пĕчĕкрех. Малашне инвестицисен калăпăшĕн ÿсĕмĕ 5 процентран кая мар пулĕ. Çавăн пекех тĕрĕслев надзор ĕçĕн реформи çитес вăхăтра вĕçленĕ. Бизнес представителĕсене сăлтавсăр айăплассинчен хăтармалла. Цифра технологийĕсене аталантарсах пынă май пурте усă куракан Интернет программине хута ярсан граждансем Интернет çыхăнăвĕн пулăшу ĕçĕсемшĕн тивекен тÿлеврен хăтăлĕç.

Килĕштерсе ĕçлеме хатĕр

Тĕнчери çивĕч хирĕç тăру тĕслĕхĕсем пĕтĕм этемлĕх умне хăрушлăх кăларса тăратма пултарасси çинчен те каларĕ Президент. Ку енĕпе ООН йĕркелÿçисем шутланакан пилĕк çĕршыв пĕлтерĕшĕ пысăк. Раççей пуринпе те килĕшсе ĕçлеме хатĕр – тĕнчери хăрушсăрлăха тивĕçтерес енĕпе утăмсем тăвать.

Çĕршыва шанчăклă хăрушсăрлăхпа тивĕçтерни граждансене ырă пурнăçпа тивĕçтерет, лăпкă пулма май парать.

Конституцие улшăнусем кĕртме

май пур. Сăмахран, судьясен, çавнашкал ытти яваплă должноçа ют çĕршыв çыннисене йышăнассинчен хăтарни. Ку саккун Президент тĕлĕшпе те çирĕп пулмалла. Пĕр çын Президент должноçĕнче харăсах 2 срокран ытла ларма пултарайманни, ĕç укçин чи пĕчĕк виçи пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех пулма пултарайманни, пенсие индексацилесси тĕп услови пулмалла. Тĕп Саккунра Патшалăх Канашĕн статусне çирĕплетмен – çакна уçăмлатмалла. Политика партийĕсем Правительствăна йĕркелессишĕн яваплă пулассине те çирĕплетмелле. Халь Президент Правительство йĕркелес енĕпе Думăран килĕшÿ кăна илет – Владимир Путин депутатсене министрсене çирĕплетмешкĕн те явăçтармалла тесе шутлать. Президентăн министрсене ĕçрен хăтармалли, Хĕç-пăшаллă вăйсене тытса тăмалли полномочисем юлмаллах. Çавăн пекех вырăнсенчи прокурорсене, суд тытăмне регионсене пăхăнтарма тăрăшни вырăнсăрри пирки палăртрĕ. Конституципе çыхăннă тÿрлетÿсене граждансен шухăшне шута илсе, пĕрле сÿтсе явса ĕçе кĕртмелле.

Çырăвне вĕçленĕ май Президент кирек хăш улшăнăвăн никĕсĕнче Раççей аталанăвĕ, çĕршыв мăнаçлăхĕ тата граждансене ырă пурнăçпа тивĕçтересси тĕпре пулмаллине палăртрĕ.

 

Президент Çырăвне хаклаççĕ

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Федераци Пухăвне янă Çырăвĕпе çĕршыври ытти регионсенчи халăхпа пĕрле республикăра тата районта пурăнакансем те кăсăклансах паллашаççĕ. Çĕршывăн çитес çулĕсенчи аталанăвне палăртакан документа тишкересси тата хакласси – тĕп тĕллев.

Михаил ИГНАТЬЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

– Владимир Путин регионсен тата патшалăх влаç органĕсен ертÿçисен умне пысăк тĕллевсем лартрĕ: Раççейри халăхсен ырă йăли-йĕркине тĕпе хурса çемьесене упрасси, амăшĕсемпе ачисене хÿтĕлесси, çĕршывра пурăнакансен тупăшне ÿстересси, экономикăна аталантарасси. Социаллă сфера пирки калас тăк, вăл хăйĕн сăмахĕнче демографи политикине вăйлатассине, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕсене пысăк квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтерессине тимлĕх уйăрчĕ. Çĕршыв Президенчĕ каланă тăрăх, çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме федераци бюджетĕнчен хушма укçа уйăрĕç. Эпир те республикăра хамăрăн программăсенче çак ыйтусене пысăк вырăн паратпăр. Паянхи кун тĕлне эпир нумай ĕç тунă, малашнехи тĕллевсем те пысăк. Шанса тăратпăр, Раççей Федерацийĕн Правительствипе тачă çыхăнса ĕçлесен Чăваш Республикинче çĕршыв Президенчĕн тĕллевĕсене пурнăçа кĕртетпĕрех.

 

Николай МИЛЛИН, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ:

– Президент Çырăвĕ 2020 çулта тата çывăхри малашлăх çулсенче çĕршывăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрне палăртакан тĕп программа докуменчĕ. Çĕршывăн пур сфери умĕнче те пысăк тĕллевсем тăраççĕ, вĕсене пурнăçласа пыма майсем çителĕклĕ.

Президент экономикăпа, социаллă пурнăçпа, наци проекчĕсене пурнăçлассипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн тишкерчĕ. Çемьесене тĕрлĕ çăмăллăхпа тивĕçтерме палăртнине ырласа йышăнатпăр. Çитĕнекен ăрăвăн сывлăхĕ чи пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса Владимир Владимирович 1-4-мĕш классенче вĕренекенсене тÿлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтермеллине ĕçе кĕртессине асăнчĕ, класс ертÿçисене тивĕçлĕ тÿлессипе, регионти аслă шкулсенчи бюджет вырăнĕсене ÿстерессипе çыхăннă тата ытти чылай çивĕч ыйтăва хускатрĕ.

Президент Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейне паллă тăвасси пирки уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Çак уява тивĕçлипе хатĕрленсе ирттерсе ярасси кашнин тĕп тивĕçĕ. Чи пĕлтерĕшли – историе улăштарса вăрçă пулăмĕсем пирки суя информаци саракансене хирĕç кĕрешсе тĕрĕслĕхе упраса хăварасси. Иккĕмĕш тĕнче вăрçин чăнлăхне çутатакан документсен архивне хута яни ултава хирĕç тăма пулăшĕ.

Тулаш тата шалти политикăна тĕплĕн тишкерме май паракан тĕп документра лăпкă тата хăрушлăхсăр пурнăç тĕп вырăнта.

 

Галина УФУКОВА, районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕн çумĕ, Ача правине хÿтĕлекен уполномоченнăйăн Елчĕк районĕнчи территори пулăшуçи.

– Çĕршыв ертÿçи Çырура халăхшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ темăна – сывлăх сыхлавĕн ыйтăвĕсене çĕклерĕ. Раççейре пĕлтĕр çынсен пурнăçĕн вăтам тăршшĕ 73 çултан иртнĕ – 2000 çулхинчен 8 çул ытларах. Кунта сывлăх сыхлавĕн ĕçĕ-хĕлĕн пахалăхĕ çирĕпленет. Тин çуралнă ачасен вилессин кăтартăвĕ истори шайĕнчи минимума çитнĕ – Европăри хăш-пĕр çĕршывсенчен те лайăхрах. Сывлăх сыхлавĕ енĕпе пурнăçланă ĕçсем курăмлă, çапах та кунпа çырлахма юрамасть – малаллах ĕçлемелле.

Кĕçех медицинăн пирвайхи сыпăкне модернизацилемелли программа хута кайĕ, çакăн валли 550 миллиард тенкĕ уйăрĕç.

Иртнĕ çул граждансене ют çĕршывран килекен питĕ кирлĕ эмелсемпе тивĕçтерес енĕпе йывăрлăхсемпе тĕл пулчĕ çĕршыв. Кăçал çакăн евĕр тĕслĕхсем пулмалла маррине çирĕплетсех каларĕ В.Путин.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика